Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратсан эпир телейлĕ

17 февраля 2010 г.

Патреккелти культура çуртĕнче çамрăксем Юратакансен кунне уявларĕç. "Юратсан эпир телейлĕ" ятпа иртрĕ вăл. Залра çепĕç кĕвĕ сасси илтĕнет, пур çĕрте те илемлетнĕ "валентинкăсем", шарсем, чечексем. Чи малтанах Е.Плотникова, О.Клементьева ертсе пыракансем çак уява хăçан, ăçта тата мĕнле уявлама пуçланипе паллаштарчĕç. Г.Борисов пухăннă çамрăксене "Калăр мана, калăр, пур-и юрату?" юрăпа саламларĕ. Уяв каçĕнче "Юрату почти" те ĕçлерĕ. Ертсе пыракансем пурне те уяв талисманне - "валентинкăсене" валеçсе пачĕç. Эх, мĕн тĕрлĕ салам сăмахĕсем йĕркелесе çырмарĕç-ши çамрăксем пĕр-пĕрин патне çак каçра. Тĕрлĕ вăйă выляса, ташăсем ташласа, юрăсем юрласа "Туслăх" тата "Илемпи" ушкăнсем ăмăртрĕç. "Юратсан эпир телейлĕ, чĕре савăнать, чун юрлать, кăмăл çĕкленет", - тесе юрларĕç шоу-конкурса хутшăннă хĕрсемпе каччăсем. Салам сăмахĕсем çырассипе П.Воронцовпа Ю.Маркова çитекенни пулмарĕ, Матрешкăсен ташшине те вĕсемех тăрăшса ташларĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ курса ларакансем те чунтанах кăмăлласа вĕсемшĕн хăйсен сассине пачĕç. Урамра нарăс уйăхĕ пулсан та каччăсем хĕрсемшĕн хăйне евĕрлĕ парне хатĕрленĕ. Вĕсем скакалкăсемпе сиксе хĕрсене пĕр такăнмасăр чечек ячĕсене каласа тĕлĕнтерчĕç. Конкурса хутшăннă яшсемпе хĕрсем тата тĕрлĕ юмахри паттăрсене тупса пĕр-пĕринпе пĕрлештерме пултарчĕç. "Кулăш викторининче" вара А.Воронцовпа О.Клементьева чи нумай "валентинкăсем" пуçтарчĕç. Ялти вулавăш хатĕрленĕ "Çак сăмахсем юрату çинчен", "Валентинкăсен букечĕ" буклетсем, хаçат-журналсенчен пухса хатĕрленĕ курав та пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика