Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу хăçан кирлĕ?

17 февраля 2010 г.

 Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепки çине пăхса шухăша каять: "Мĕнле çын пулать-ши унран?" "Пултаруллă вĕренекен пулĕ-ши вăл?" Ача вĕренỹре мĕнле ĕлкĕрсе пырассине çуралсассăн пĕрремĕш çулĕсенчех палăртма пулать. Пуплев тĕрĕс аталанасси _ кăткăс та вăрах вăхăт хушши йĕркеленекен процесс. Малтанах ачан хăйне калакан сăмахсене ăнланма вĕренмелле, чĕлхе-çăварпа кирлĕ пек "хуçаланмалла", кунсăр пуçне йĕри-таврари çынсене хăйĕн шухăшне те ăнлантарма вĕренес пулать. Эпир, "пысăккисем" ача сасăсене тĕрĕс каланипе калайманнине, шкула кайма пуçличченех вулама пĕлнипе пĕлменнине малти рете хуратпăр. Анчах та пуплев кăлтăкĕсем кунпа çеç çыхăнмаççĕ. Логопедпа хăçан тĕл пулмалла-ши? 1 çул _ ача çулталăка çитиччен невропатолог патĕнче сăнаса тăнă пулсассăн. 2 çул _ ача пуплевĕ 10 сăмахран та сахалтарах тăрать пулсассăн. 3 çул _ пуплев уйрăм сăмахсенчен анчах тăрсассăн, ача 2-3 сăмах сыпăнтарса калаçма пĕлмесессĕн, вăл мĕн калаçни ăнланмалла мар пулсассăн. 4 çул _ нумай сасăсене тĕрĕс мар калать пулсассăн. Енчен те 3-4 çулхи ача сăмахри сыпăксене илтмест пулсассăн. Ача сăмахри сасăсене тĕрĕс мар каласан та сыпăк шутне арпаштармалла мар. Уçă сасăсем _ сăмах тытăмĕ, унăн ритмики. Сăмахри сыпăксем арпашăнаççĕ, хутшăнаççĕ е çителĕксĕрри _ ача сăмах ритмне илтменни. 5-6 çул _ сасăсене тĕрĕс мар калать, предложенине тĕрĕс мар йĕркелет, ỹкерчĕк тăрăх калав туса каласа параймасть, сăвва йывăрпа вĕренет, сас паллисене астуса юлаймасть. Пуçламăш классем _ вуланă тата çырнă чухне йăнăшсем нумай тăвать. Ача тытăнчăклăн калаçма пуçларĕ пулсассăн çийĕнчех логопед консультацийĕ тата психоневролог сиплевĕ кирлĕ. Шкула кайма хатĕрленесси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Логопед пуплеври кăлтăксене, çырас тата вулас енĕпе пулакан йăнăшсене асăрхаттарма пултарать. Шкул çулне çитнĕ çĕре мĕн пĕлмелле? 6 çул тĕлне ача хăйĕн йĕри-таврари япаласен ячĕсене пĕлмелле: савăт-сапа, сĕтел-пукан, кĕпе-тумтир... Шел пулин те, паянхи кун пĕрремĕш класс ачи логопедран пуçласа çакăн пек сăмахсем илтме пултарать: "дуршлаг" е "сарафан". Ачапа пăрмаях калаçасси, унăн сăмах словарьне аталантарасси яланхи пекех çивĕч тăрать. Ачапа юриех ларса ĕçлемесен те, борщ мĕнле пĕçернине, машина урапине мĕнле ылмаштарнине, компьютерпа мĕнле ĕçленине тата ыттине те каласа пани аван. Ку унăн сăмах словарьне аталанма, çĕнĕ сăмахсем кĕртме пулăшĕ. Енчен те ача çĕнĕ сăмахсене йывăрпа астуса юлать е пĕр сăвă та астуса юлаймасть пулсассăн, ăна логопед патне консультацине илсе кайăр. 5 çул тĕлне ача тĕрĕс предложенисемпе калаçмалла. Шкула кайиччен "сылтăм-сулахай", "ĕнер-паян" ăнлавсене лайăх пĕлмелле. Çаксене пĕлменни ачан курав туйăмĕ тата оптикăпа уçлăх çыхăнăвĕ пăсăлнине пĕлтерет. Çакна мĕнле ăнланмалла? Акă пĕр-пĕр ỹкерчĕке куç умне кăларăр. Эпир ăна малтанах туллин йышăнатпăр, унтан тин деталĕсем çине куçатпăр. Ачасен вара пачах урăхла. Вĕсем ỹкерчĕке пайăн-пайăн кураççĕ, ун хыççăн анчах туллин йышăнаççĕ. 6 çул тĕлне ачасен йышăнăвĕ туллине çавăрăнмалла. Ăна çак майпа тĕрĕслеме пулать. Ачана нумай пайлă ỹкерчĕк ỹкерсе парăр. Сăмахран, чỹречеллĕ пỹрт. Пĕр чỹречин каркăçĕ пултăр, теприн _ çук. Хỹме: сылтăм енче груша йывăççисем, сулахайра _ улмуççисем. Мăрйинчен тĕтĕм тухтăр. Çỹлти сулахай кĕтесре _ хĕвел, сылтăмра _ кайăксем тата ытти те. Ачана çак ỹкерчĕке чат çакăн пек ỹкерсе илме ыйтăр. Вăл ỹкерчĕке илемлĕ туни мар, деталĕсене тĕрĕс тунине шута илмелле. Енчен те вăл йывăççисене вырăнпа ылмаштарчĕ, чỹрече каркăçне курмарĕ е тата ытти пайĕсене асăрхамарĕ пулсассăн, унăн курав туйăмĕ çителĕклĕ аталанманнине пĕлтерет. Тĕрĕс калаçма вĕренетпĕр Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен чылай-ха. Пулас пĕрремĕш класс ачин пуплевне "йĕркене кĕртмелĕх" вăхăт пур. Ачан сывлăхне йĕркере тытнисĕр пуçне тата çак ĕçсене тусан аван. Пỹрнесемпе ĕçлесси. Алă пỹрнисен мышцисене ĕçлеттерни ача чĕлхе-çăварне "уçма" пулăшать. Вăл пластилинпа, конструкторпа, мозаикăпа, кубиксемпе ĕçлетĕр. Чуста çăрнă чухне амăшĕ унпа аппаланма май патăр. Кĕрпе е пăрçа тултарнă кастрюле пытарса хунă пĕчĕк теттесене шыраса туптăр. Ку ачашăн вăйă та, пỹрне мышцисем валли массаж та пулĕ. Садика кайнă е таврăннă чухне йывăç çинчи вĕçен кайăксене е çурт чỹречисене шутлани те усăллă. Сылтăм е сулахай, çỹлте е аялта, малта е хыçалта мĕн пуррине калани те аван пулĕ. Эпир, "пысăккисем", яланах ĕçлĕ, пирĕн нихăçан та вăхăт çук. Анчах та атте-анне пултăмăр пулсассăн чи малти вырăнта пирĕншĕн хамăрăн тĕпренчĕксем пулмаллах. Пепкепе калаçма, ăна ăнлантарса пама нихăçан та ан ỹркенĕр. Каярах ачăрта хăвăрăн ĕçе курма питĕ кăмăллă пулĕ. Эсир тăрăшни нихăçан та сая каймĕ. Енчен те сире логопед консультацийĕ кирлĕ пулсассăн, эсир ăна Елчĕкри "Паха пĕлỹ" çуртĕнче диагностикăпа консультаци центрĕнче илме пултаратăр. Ĕçри телефон: 2-57-34.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика