Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афганистан тухмасть асран

17 февраля 2010 г.

1989 çулта Совет Çарĕн сахал йышлă контингентне Афганистанран илсе тухнă. Унтанпа ĕнтĕ икĕ теçетке çул ытла иртрĕ. Афганистан паян та пăлхавлă регионсен шутĕнче. Терроризм йăвине аркатас операци асăннă çĕршывра çав-çавах вĕçленмест-ха. Нарăсăн 15-мĕшĕнче пирĕн республикăра кăна мар, Раççей Федерацийĕнче те, унччен Совет Союзне кĕнĕ, халĕ никама пăхăнман патшалăхсенче те интернационалист-воинсене сума суса Асăну кунне ирттереççĕ. Совет салтакĕсем çак вăрçăра интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Республикăра çуралса ỹснĕ 6 пине яхăн яш-кĕрĕм туллă-сăртлă çĕршывра душмансене хирĕç çапăçнă, вĕсенчен 118-шĕ çак çĕршывра ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунă, 176-шĕ аманнă, 114-шĕ инвалид пулса юлнă. Пирĕн районтан çак юнлă хирĕç тăрăва 300 ытла çамрăк хутшăннă. Вĕсенчен 85-шĕ паян районта пурăнать. Шел пулин те, Аслă Елчĕкри Анатолий Митрофанович Патшин, Кивĕ Эйпеçри Юрий Петрович Григорьев, Елчĕкри Юрий Геннадьевич Борисов каялла сывă таврăнайман. Çулсеренех нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче районти "афганецсем" те Елчĕкри çар комиссариачĕ пулнă çурт умне пухăнаççĕ. Кăçал та пухăнчĕç вĕсем пĕрле. Çамрăклах вăрçă курнисен калаçмалли, сỹтсе явмалли чылай пулчĕ. Афган çĕрĕ çинче пуçĕсене хунă районти виçĕ ентешĕмĕре тата ытти нумай-нумай паттăра асăнса палăк умне чечек кăшăлĕ хунă хыççăн Елчĕкри тĕп библиотекăна пуçтарăнчĕç вĕсем. Вулавăш ĕçченĕсем хатĕрленĕ "Вут-çулăм витĕр" куравпа кашниех кăсăкланса паллашрĕ. "Афганецсене" чи малтанах райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Н.Малышкин, хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи, Афган вăрçин участникĕ П.Анисимов саламларĕç, ырлăх-сывлăх, телей, малашнехи пурнăçра ăнăçусем сунчĕç. Çавра сĕтел хушшинче тĕрлĕ ыйăва сỹтсе яврĕç пухăннисем. Çав шутра хăйсен уйрăм организацине туса хурас ыйтăва та хускатрĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен концерчĕ уява хаваслăх кĕртрĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика