Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăварни эрни пулчĕ сарлака

17 февраля 2010 г.

 Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ чылай пулăмсемпе аса юлчĕ. Çак кун Таса Валентин кунĕ _ юратакансен уявĕ. Çапах та асра юлакан тепĕр уяв вăл _ Çăварни эрни. Çăварни эрни вăл нумайăшĕшĕн хĕле ăсатса çуркунне кĕтсе илмелли уяв. Аслă Типĕ вăхăтне те хатĕрленмелли тапхăр. Çăварнине çынсем авалтанах паллă тунă, сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрленĕ, юрласа-выляса савăннă, икерчĕ çинĕ. Çак эрнере кашни кунăн хăйĕн ячĕ пулнă. Акă, тунти кун Çăварнине кĕтсе илнĕ, ытлари кун _ вăйă-кулă, юн кун _ "яка пыр", хунямăшĕсем кĕрỹшĕсене икерчĕ çиме чĕннĕ, кĕçнерни кун _ катаччи чупнă, эрне кун _ кĕрĕвĕ хунямăшне, шăмат кун кинĕ упăшкин тăванĕсене хăналанă, вырсарни кун _ ăсату, пĕр-пĕрне каçармалли кунсем. Çак кун "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнче уяв иртрĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем ташă-юрăпа савăнтарчĕç. Уява пухăннă çынсене район пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика