13 февраля 2010 г.
Эпир, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçлекенсем, кашни çул çакăн пек тĕслĕхпе тĕл пулатпăр: çурла уйăхĕнчен пуçласа тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă, алла диплом илнĕ çамрăк специалистсем хăйсем тĕллĕн ĕç тупайманнипе пирĕн пата килеççĕ. Çамрăк специалистсем ĕçе вырнаçайманнин тĕп сăлтавĕ нумай чухне практика хăнăхăвĕ çуккипе çыхăннă. Çак лару-тăруран тухмалли мел пур. Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерессин тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн хуласемпе районсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсем хутшăннипе çамрăк специалистсене предприятисемпе организацисенче тĕрĕслев вăхăтне ĕçлесе ирттерме пулăшаççĕ. Çамрăксем çак вăхăтчен хăйсем мĕн вĕреннине тата пĕлнине практикăра усă курса ĕçе хăнăхтарасси стажировкăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать те ĕнтĕ. Стажировкăра пулни пуриншĕн те усăллă: предприятисен ятарлă пĕлỹ илнĕ специалистсене ĕçе илмелли майсем анлăланаççĕ, çав вăхăтрах çамрăксем професси ĕçĕн уйрăмлăхĕсене ăнкараççĕ, алла илеççĕ. Финанс тĕлĕшĕнчи тăнăç мар лару-тăрура предприятисенче квалификациллĕ специалистсене те ĕçе вырнаçма çăмăл пулманнине хальхи вăхăтра уйрăмах лайăх ăнланатпăр. Коллектива çамрăк кадрсемпе çĕнетме те майсем пур. Ятарлă пĕлỹ илни те, практикăри хăнăху пулмасан, ниме тăманнине, малтанласа опытлă специалистсем ертсе пынипе ĕçе хăнăхмаллине çамрăксем хăйсем те лайăх ăнланаççĕ. Çакна тĕпе хурса Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерессин тĕллевлĕ программипе килĕ-шỹллĕн кăçал халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта учета тăнă 14 ĕçсĕр çынна (вĕренсе тухнăранпа пĕр çулталăк иртмен пулсан) ĕç опычĕ пухма пулăшас шутпа стажировкăна яма палăртнă. Ĕç паракансем стажировкăри çамрăка палăртнă вăтам ĕç укçинчен кая мар шалу тỹлеççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр вара предприяти ĕç укçи тỹленин тăкакĕсене саплаштарса çамрăксене вĕрентнĕшĕн ĕç паракана хушма укçа-тенкĕ уйăрать. Çамрăк специалиста ятарласа вĕрентекен çынна уйăхсерен вăтам ĕç укçин калăпĕшĕн виçин çурри таран тỹлеççĕ. Стажировка вăхăчĕ вăтамран 6 уйăха тăсăлать. Иртнĕ çул районти 9 çын стажировкăра пулнă. О. Морозовăна "Прогресс" ЗАОна зооинженера, А. Савкинăна "Прогресс" ЗАОна, В. Мамлина "Кирпич" ОООна повар пулма, И. Боброва "Колос" ЯХПКна водителе, Т. Ефимовăна Лаш Таяпа ял тăрăхĕн администрацине юрисконсульта, Ю. Ласточкина ММПП ЖКХна менеджера, Е. Мустаевăна "Комбайн" ЯХПКна повара, В. Трофимовăна районти тĕп больницăна массажиста ĕçлеме вырнаçтарнă. Выпускниксене ĕç тупса парас тĕлĕшпе ятарласа йĕркеленĕ программăна хутшăнни _ хăвăн пултарулăхна, ăсталăхна кăтартмалли, ĕç вырăнĕнче сыхланса юлмалли чи ансат мел. Çак мелпе усă курма тăрăшмалла.
Источник: "Елчĕк Ен"