01 января 2010 г.
Елчĕк енĕн хисеплĕ çыннисем! Сире чĕререн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламлатăп! Иртсе кайнă 2009 çул район халăхĕшĕн сахал мар паллă пулăмпа палăрса юлчĕ. Çамрăксен тата Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ума лартнă тĕллевсене пăрнăçлассишĕн тăрăшса ĕçлерĕмĕр, чылай çитĕнỹпе ỹсĕмсем турăмăр. 2009 çул республикăра Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ ячĕпе иртрĕ. Ял хуçалăх районĕ шутланнă май ку йышăну пире тỹрремĕнех пырса тиврĕ. Президент хушăвне тивĕçлипе пурнăçлас тĕллевпе çĕр ĕçченĕ тăрăшса ĕçлерĕ, палăртнă тĕллеве туллин пурнăçлама пултарчĕ. Районĕпе пурĕ 50 пин центнер ытла тĕш тырă, 60 пин центнер ытла çĕр улми туса илме пултартăмăр. Фермăра ĕçлекенсен тỹпи те курăмлă, кăçал пуçласа районĕпе пĕр ĕнерен сĕт сăвасси 5 пин килограмран иртрĕ. 2009 çулта иртнĕ çулхипе танлаштарсан, сĕт сăвасси 4 процент, аш-какай туса илесси 1 процент ỹсрĕ. Ял хуçалăхне аталантарассипе кăнтăр зона тăрăх "Прогресс" акционерлă общество республикăра çĕнтерỹçĕ ята тивĕçни те ырă пулăм. Мал тĕллевлĕ наци проекчĕсене тĕпе хурса ял хуçалăхĕнче, вĕрентỹпе сывлăха сыхлас, граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕçре курăмлă ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ. 2009 çулта "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕ 1 миллион тенке яхăн çăмăллатнă кредит илсе выльăх-чĕрлĕх фермине тĕпрен юсанă. 6 хуçалăх патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 11 миллион та 500 пин тенкĕлĕх ял хуçалăх техникине çĕнетнĕ. Наци проекчĕ килти хушма хуçалăха аталантарма та май парать. Иртнĕ çул пурĕ 480 хушма хуçалăх çăмăллатнă кредит илсе çĕр çинче ĕçлеме техника, выльăх-чĕрлĕх туяннă. Районта ĕçлекен 10 промышленность предприятийĕнчен ытларахăшĕ продукци туса кăларассине ỹстернине палăртмалла. Çулталăк тăршшĕпе вĕсем 88 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ продукци туса кăларнă. Пĕчĕк бизнесра пурнăçланă ĕç калăпăшĕ 270 миллионпа танлашать. "Раççей гражданĕсене - хăтлă та тивĕçлĕ çурт-йĕр", "Вĕрентỹ", "Сывлăх" наци проекчĕсем те районта ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Çапла майпа вĕрентỹ, сывлăх учрежденийĕсем çĕнелеççĕ, вĕсенче ĕç пахалăхĕ ỹсет. Патшалăх пулăшăвне пула пĕлтĕр 44 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Вĕрентỹ ĕçĕнчи çитĕнỹсем те курăмлă, иртнĕ çул Раççей Президенчĕн грантне пирĕн районти 6 вĕрентекен илме тивĕçлĕ пулчĕç. Çавăн пекех республика шайĕнче çĕнсе илнĕ çитĕнỹсем те сахал мар. Халăх сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе районти тĕп больницăн чылай уйрăмĕ юсанса çĕнелчĕ, çĕнĕ йышши оборудовани чире шала кайма памасăр асăрхаса сиплеме май парать. Ял урамĕсене тирпей-илем кĕртес ĕç çине унчченхиллех çирĕп пăхатпăр. Район центрĕнчи Юбилей урамĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах улшăнчĕ. "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕ, "Автотур. Бизнесцентр", шалти ĕçсен пайĕ, тĕпрен юсанă нумай хваттерлĕ çуртсем ку тăрăха чылай илемлетрĕç, çĕнĕ сăн кĕртрĕç. Иртнĕ çул çавăн пекех Патреккелте паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ шкул алăкĕсене уçрĕ, ялти культура çурчĕ тĕпрен юсанă хыççăн база клубĕн ятне тивĕçрĕ. Çак ятах Курнавăшри тата Елчĕкри культура çурчĕсем те тивĕçрĕç. Ял тăрăхĕсенче уçăлакан кану площачĕсем тавралăха илем кỹнипе пĕрлех çынсене кану условийĕсем те туса параççĕ. Хальхи вăхăтра та Елчĕк ял тăрăхĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене юсассипе пысăк ĕçсем пыраççĕ. Çĕнĕ çул пирĕн ума çĕнĕ тĕллевсемпе задачăсем лартать. Вĕсене эпир Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те лайăх куратпăр. Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне чыслăн ирттерсе ярасси, Вĕрентекен çулталăкĕнче вĕренỹ сферинче ырă улшăнусем тăвасси, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне кирлĕ шайра ирттерсе ярасси - умра тăракан тĕп задачăсенчен хăшĕ-пĕрисем. Пĕрле килĕштерсе ĕçлесен тĕллевсене пурнăçласса шанса тăратăп. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе чун-чĕререн саламласа сире ырлăх-сывлăх, çĕнĕ çитĕнỹсем, ăнăçу, çемьесенче тăнăçлăхпа килĕшỹ, иксĕлми телей сунатăп. Ĕмĕтĕрсем яланах пурнăçланса пыччăр сирĕн. Çĕнĕ çул ячĕпе, çĕнĕ телейпе сире! Н.МИЛЛИН, Елчĕк район пуçлăхĕ. Хисеплĕ ентешсем! Елчĕк енĕн хисеплĕ çыннисем! Сире чĕререн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламлатăп! Иртсе кайнă 2009 çул район халăхĕшĕн сахал мар паллă пулăмпа палăрса юлчĕ. Çамрăксен тата Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ума лартнă тĕллевсене пăрнăçлассишĕн тăрăшса ĕçлерĕмĕр, чылай çитĕнỹпе ỹсĕмсем турăмăр. 2009 çул республикăра Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ ячĕпе иртрĕ. Ял хуçалăх районĕ шутланнă май ку йышăну пире тỹрремĕнех пырса тиврĕ. Президент хушăвне тивĕçлипе пурнăçлас тĕллевпе çĕр ĕçченĕ тăрăшса ĕçлерĕ, палăртнă тĕллеве туллин пурнăçлама пултарчĕ. Районĕпе пурĕ 50 пин центнер ытла тĕш тырă, 60 пин центнер ытла çĕр улми туса илме пултартăмăр. Фермăра ĕçлекенсен тỹпи те курăмлă, кăçал пуçласа районĕпе пĕр ĕнерен сĕт сăвасси 5 пин килограмран иртрĕ. 2009 çулта иртнĕ çулхипе танлаштарсан, сĕт сăвасси 4 процент, аш-какай туса илесси 1 процент ỹсрĕ. Ял хуçалăхне аталантарассипе кăнтăр зона тăрăх "Прогресс" акционерлă общество республикăра çĕнтерỹçĕ ята тивĕçни те ырă пулăм. Мал тĕллевлĕ наци проекчĕсене тĕпе хурса ял хуçалăхĕнче, вĕрентỹпе сывлăха сыхлас, граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕçре курăмлă ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ. 2009 çулта "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕ 1 миллион тенке яхăн çăмăллатнă кредит илсе выльăх-чĕрлĕх фермине тĕпрен юсанă. 6 хуçалăх патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 11 миллион та 500 пин тенкĕлĕх ял хуçалăх техникине çĕнетнĕ. Наци проекчĕ килти хушма хуçалăха аталантарма та май парать. Иртнĕ çул пурĕ 480 хушма хуçалăх çăмăллатнă кредит илсе çĕр çинче ĕçлеме техника, выльăх-чĕрлĕх туяннă. Районта ĕçлекен 10 промышленность предприятийĕнчен ытларахăшĕ продукци туса кăларассине ỹстернине палăртмалла. Çулталăк тăршшĕпе вĕсем 88 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ продукци туса кăларнă. Пĕчĕк бизнесра пурнăçланă ĕç калăпăшĕ 270 миллионпа танлашать. "Раççей гражданĕсене - хăтлă та тивĕçлĕ çурт-йĕр", "Вĕрентỹ", "Сывлăх" наци проекчĕсем те районта ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Çапла майпа вĕрентỹ, сывлăх учрежденийĕсем çĕнелеççĕ, вĕсенче ĕç пахалăхĕ ỹсет. Патшалăх пулăшăвне пула пĕлтĕр 44 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Вĕрентỹ ĕçĕнчи çитĕнỹсем те курăмлă, иртнĕ çул Раççей Президенчĕн грантне пирĕн районти 6 вĕрентекен илме тивĕçлĕ пулчĕç. Çавăн пекех республика шайĕнче çĕнсе илнĕ çитĕнỹсем те сахал мар. Халăх сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе районти тĕп больницăн чылай уйрăмĕ юсанса çĕнелчĕ, çĕнĕ йышши оборудовани чире шала кайма памасăр асăрхаса сиплеме май парать. Ял урамĕсене тирпей-илем кĕртес ĕç çине унчченхиллех çирĕп пăхатпăр. Район центрĕнчи Юбилей урамĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах улшăнчĕ. "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕ, "Автотур. Бизнесцентр", шалти ĕçсен пайĕ, тĕпрен юсанă нумай хваттерлĕ çуртсем ку тăрăха чылай илемлетрĕç, çĕнĕ сăн кĕртрĕç. Иртнĕ çул çавăн пекех Патреккелте паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ шкул алăкĕсене уçрĕ, ялти культура çурчĕ тĕпрен юсанă хыççăн база клубĕн ятне тивĕçрĕ. Çак ятах Курнавăшри тата Елчĕкри культура çурчĕсем те тивĕçрĕç. Ял тăрăхĕсенче уçăлакан кану площачĕсем тавралăха илем кỹнипе пĕрлех çынсене кану условийĕсем те туса параççĕ. Хальхи вăхăтра та Елчĕк ял тăрăхĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене юсассипе пысăк ĕçсем пыраççĕ. Çĕнĕ çул пирĕн ума çĕнĕ тĕллевсемпе задачăсем лартать. Вĕсене эпир Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те лайăх куратпăр. Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне чыслăн ирттерсе ярасси, Вĕрентекен çулталăкĕнче вĕренỹ сферинче ырă улшăнусем тăвасси, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне кирлĕ шайра ирттерсе ярасси - умра тăракан тĕп задачăсенчен хăшĕ-пĕрисем. Пĕрле килĕштерсе ĕçлесен тĕллевсене пурнăçласса шанса тăратăп. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе чун-чĕререн саламласа сире ырлăх-сывлăх, çĕнĕ çитĕнỹсем, ăнăçу, çемьесенче тăнăçлăхпа килĕшỹ, иксĕлми телей сунатăп. Ĕмĕтĕрсем яланах пурнăçланса пыччăр сирĕн. Çĕнĕ çул ячĕпе, çĕнĕ телейпе сире!
Источник: "Елчĕк Ен"