25 февраля 2009 г.
Хырăм выçмасăр çăкăр ан тыт, Çак шухăша эс асра тыт, Мĕн ачаран эс хисепле, Çăкăртан хакли вăл ним те çук... Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Никитин композитор хайланă çак асамлă сăмахсемпе пуçланчĕ "Хавхалану çăл куçĕ" районти смотр-конкурса хутшăнса хатĕрленĕ Елчĕк ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен концерчĕ. Вăл Патреккелти культура çуртĕнче иртрĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă культура мероприятийĕсенчен пĕри пулчĕ вăл. Залра халăх лăк тулли. Акчелтен, Элекçей Тимешĕнчен, Патреккелтен, Ĕнелтен пуçтарăннă вĕсем. Акă сцена çине ачасен хорĕ хăпарчĕ. Вĕсем хăйсен пуян репертуарĕнчи "Шурай юрри", "Выляв юрри", "Парне" юрăсемпе залри халăха савăнтарчĕç. Ача садне çỹрекен пĕчĕк шĕвĕрккесем хăйсен уçă та янравлă сассисемпе юрласа яричченех залри халăх тăвăллăн алă çупма пуçларĕ. Çавна кура-и, вĕсен сасси хальхинче тата та илемлĕрех, çепĕçрех янăрарĕ. Чăнласах пĕчĕк артистсем ỹсеççĕ Патреккелте. Т.Никифоровăпа В.Иванова вĕрентекенсем юрланă "Анне сăнарĕ" юрă чылайăшне амăшĕсене аса илтерсе куççульлентерме те пултарчĕ. Хĕрарăмсен ансамблĕ парнеленĕ "Мĕншĕн тĕнчере пур-ши юрату?" юрă вара пурне те тарăн шухăша ячĕ. Хавхаланса, малашнехи шанăçпа явапланса хĕрỹллĕн алă çупса ăсатрĕç сцена çинчен "Телейлĕ юрату" юрра юрланă хĕрарăмсен тепĕр ушкăнне куракансем. Ĕнелтен килнĕ пĕчĕк артистсем "Мышки" ташша илемлĕ ташласа кăтартма пултарчĕç. Катя Николаева залри аннесен чĕрисене "Анне" юрăпа хумхантарчĕ. Наташа Васильева çепĕç сассипе тата çыпăçуллă хусканăвĕсемпе кашниех тыткăнларĕ. "Эх мĕнле килĕшỹллĕ ташлать-ха вăл, чăн-чăн артистран пĕрре те кая мар вĕт", - илтĕнет залра сасă. Диана Филимоновăпа Олеся Карсакова вара унран пĕрре те юласшăн мар, юрлама та, ташлама та пит маçтăр. Элекçей Тимешрен килнĕ Таня Архипова юрланă "Айтăр, юрлар-и?", "Ах чух, çамрăк чух!" юрăсем те тыткăнларĕç зала. Патреккел хĕрĕсем ташлакан "В роще", "Современный танец" ташăсемсĕр пĕр уяв та, концерт та иртмест. Курас килсех тăрать вĕсем сăнарласа ташлакан ташăсене. Акчел ялĕн çамрăк ташă ăсти Кристина Краснова "На осколках" çĕнĕ юрăпа уяв программине хăйне май сăн кĕртрĕ. Ял пуласлăхĕ, малашлăхĕ - çамрăксенче. Ахальтен мар пулĕ çак çулталăка Раççейри çамрăксен çулĕ тесе йышăннă. Патшалăх çамрăксем çине ытларах тимлĕх уйăрма шухăшлать пулсан, çамрăксем те çĕршыв, халăх умĕнчи тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласса шанас килет. Хорăн ертỹçи, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.А.Борисов калăпланă "Савнă ялăм, Патреккел" юрăпа ташă композицийĕ питĕ килĕшỹллĕн юхрĕ залра. Кирлĕ мар пĕр сасă та илтĕнмест çак вăхăтра. Мĕн пĕчĕкрен Патреккел хорĕнче юрласа ỹснĕ Полина Борисова юрăçă та концерта хутшăнмасăр тăма пултараймарĕ. Кĕввине те, сăмахне те Г.А.Борисов хайланă "Çăл куç", "Патреккел" юрăсене парнелерĕ вăл тăван ял çыннисене. Тăвăллăн алă çупса чылайччен сцена çинчен ямарĕç Полинăна, юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ вăл. Республикăн тĕп хулинче пурăнсан та яла килсен халăх умне тухма яланах вăхăт тупать хĕр.
Источник: "Елчĕк Ен"