Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пeтeм-вaя-выльaх-апачe-хатeрлеме

06 июня 2023 г.

Пeтeм-вaя-выльaх-апачe-хатeрлеме

Округри ял хуçалăх организацийĕсенче ĕнерхи кун тĕлне нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут 389 гектар çулнă. Çак ĕçе 8337 гектар çинче пурнăçламалла.

…»Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче те пĕтĕм вăя выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе панă. Хальхи вăхăтра кунта нумай çул ỹсекен курăксене 40 гектар çулнă, çав шутран 30 гектарне — утă валли, 10 гектарне — ĕне выльăха халь çулса çитерме. Сăмах май каласан, ял хуçалăх предприятийĕнче черетлĕ хĕл тапхăрĕнче фермăри ĕне выльăха тăрантарма 2600 тонна ытла сенаж, 250 тонна утă, 160 тонна силос хатĕрлесе хăварма çирĕп тĕллев илнĕ. Силослăх культура — «уй-хир пики» 80 гектар çинче çитĕнет.

— Кăçал çуркунне ир пулнăран выльăх апатне хатĕрлеме те маларах тухрăмăр. Апат никĕсĕ çирĕп пуласса шанатпăр, ку чухне выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци туса илме пулĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене пĕр вăхăтрах сенаж валли те çулатпăр, — терĕ Юрий Мясников председатель.

Утă çине пысăк пахалăхпа йĕркелесе ирттерме хуçалăхра мĕн пур пек техникăна тĕплĕн хатĕрлесе çитернĕ. Яваплă ĕçе пурнăçлама Александр Волков механизатора шанса панă. Вăл вара ку ĕçре пĕрремĕш çул анчах мар, кашни хутĕнче шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларма пултарнипе палăрать.

Сăн ỹкерчĕкре: Александр Волков механизатор.

 http://елчекен.рф/2023/06/06/пeтeм-вaя-выльaх-апачe-хатeрлеме/

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика