Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИКСĔЛМИ ВĂЙ-ХĂВАТПА

12 мая 2022 г.

Çынра Турă панă пултарулăх пурри — çур ỹсĕм. Ăна тăтăшах аталантарса, куллен тухăçлă ĕçлесе пырсан çеç çитĕнĕве çирĕплетсе пыма май пур-тăр. Асăннă пахалăхсемпе тĕревленсе 1960-1980 çулсенче курăмлă ĕçсемпе палăрнă ертỹçĕсенчен пĕри пулнă та вăл.

ЯВАПЛĂ ĔÇСЕНЧЕ

Тăрăм ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Ипатьевич Викторовăн (1927-2010) кун-çулĕ Канашри вакунсем юсакан заводпа тачă çыхăннă. Мускаври чукун çул транспорчĕн институтне пĕтернĕскер, 3 çул хушшинчех предприятин тĕп энергетикне çити ỹснĕ. Кунта 17 çул талккăшĕнче нумай çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртнĕ, завод поселокĕнче газ кĕртессине те ăна шаннă.

Малаллахи должноçсенче Николай Ипатьевич нумай вăхăт хушши тытăнса тăман. Тĕрĕсрех каласан, 3-5 çултанах çĕнĕ должноçа суйланă ăна: КПСС Канаш хула комитечĕн иккĕмĕш секретарĕ, Çĕнĕ Шупашкар парти хула комитечĕн иккĕмĕш, пĕрремĕш секретарĕ, КПСС обкомĕн промышленноçпа транспорт пайĕн заведующийĕ, республикăри профсоюзсен ертỹçи. Юлашки должноçра тимленĕ çулсенче кăна пионер лагерĕсем, «Чувашия» санатори, «Олимпийский» стадион… хута кайнă.

Н.Викторов 12 çул Чăваш АССР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕнче ĕçленĕ чухне те объектсем сахал мар çĕкленнĕ: 98 шкул, 7 ПТУ, тĕп больницăсем, оперăпа балет театрĕ, ỹнер музейĕн çурчĕ…

Тивĕçлĕ канăва тухсан Николай Ипатьевич культура фондĕнче тăрăшнă. Ăна икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, виçĕ хутчен Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. 1971-1990 çулсенче Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă.

ÇУЛ ПУÇЛАМĂШĔ

Викторовсем Тăрăм ялĕнче пирĕнпе кỹршĕллĕ пурăннăран та-и, çак статья геройне те, ашшĕ-амăшне те лайăх астăватăп. Ашшĕ — Ипатий Викторович (1892-1977) — виçĕ вăрçă витĕр тухнă. Сывлăхĕ пирки ỹпкелешсе калаçнине илтмен. Пирус туртман. Çуран вăйлă чупнине каласа паратчĕ. «Çавăнпах шуррисенчен тыткăна лекесрен тарса ỹкме пултартăм», — тетчĕ çамрăклăхри вăр-варлăхне палăртса. Анисия Петровна (1892-1970) Аслă Таяпа хĕрĕ пулнă. Ăна эпир Униç аппа тенĕ. Кăмăлĕ питĕ ырăччĕ. Çăмăл алăллă пулнă тетчĕç. Тырă вырнă чухне каçалăка уçма яланах ăна шаннă. Пĕр кун хушшинче 10 сотăй лаптăка çурлапа çулса тухма вăй-хал çитернĕ вăл.

Качча кайнин «историне» (1914 çул) Униç аппа акă мĕнле каласа панă: «Пĕр кунхине мана çураçма пĕр харăсах виçĕ йĕкĕт килчĕç. Малтанхи çĕр нумаййи, арман пирки мухтанса пĕлтерет, теприн çĕр лаптăкĕ пысăк, пуян пурăнаççĕ иккен. Виççĕмĕшĕ шăпăртах. Вăт çав чĕмсĕре качча тухрăм та вара».

Вĕсен çемйи 1930 çулта колхоза кĕнĕ. Ĕне, лаша, сурăхсем, çĕр панă унта. Ипатий тете конюхра ĕçлеме тытăннă. Унсăр пуçне платник ĕçне те ỹркенмен. Анчах çĕнĕ ĕç форми ял çыннисенче кăмăлсăрлăх çуратнă, пур-çук пĕрлешỹ саланма пуçланă. Викторовсем те тăрса юлман. Пуçланнă вара кашни вите-сарай, карта-пахча таврашне налук хурасси. Мĕн тăвăн? 1932 çулта çĕнĕрен кĕнĕ колхоза.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Н.МАЛЫШКИН.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика