Тип Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарти «СК Волгоремстрой» сахал яваплă обществăна ертсе пыракан Юрий Михайлович Карпов ячĕ нумаййи çинчен калать.
Ю.Карпов предприятийĕн бетонран туса кăларакан хатĕрĕсем пахалăх тĕлĕшĕнчен пысăк стандарта тивĕçнĕрен, çуртсем тата çул-йĕр тума вĕсене ытти регионсенчен те хаваспах туянаççĕ. Паянхи рынок хутшăнăвĕсем те тăтăшах çĕнĕлле ĕçлеме хистеççĕ-çке. Çавна май персонала малта пыракан технологие вĕрентес, лайăх ĕç условийĕсемпе тивĕçтерес, производствăри хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене йĕркелес, Раççей шайĕнчи конкурс-куравсене хутшăнас тĕлĕшпе директор нумай ĕç туса ирттерет. Пĕр тесен, рабочисен тĕрлĕ енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ, проблемисем ют мар уншăн. 20 çул ытла агрегат заводĕнче слесарь-наладчикра вăй хунă та. Унта вăл станочниксен бригадине те ертсе пынă. Производствăри пысăк çитĕнÿсемшĕн коллектива КПСС Тĕп Комитечĕпе СССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Юрий Михайлович сăнне вара темиçе хутчен те хулари тата заводри Хисеп хăмисем çине кĕртнĕ.
Ю.Карпов пĕлÿ илессине Шупашкарти машиностроительнăй техникумпа, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе çыхăнтарнă. 1973-1975 çулсенче çар ретĕнче пулнă тапхăра уйрăмах ăшшăн аса илет 65 çула çывхаракан ентеш:
– Салтака Мускаври геологипе шырав техникумĕнче вĕреннĕ чухне илсе кайрĕç. Малтанхи çур çул Симферопольтен инçех мар космосра вĕçекен аппаратсемпе çыхăну тытмалли курссенче вĕрентрĕç. 400 ытла курсант хушшинче эпир пиллĕкĕн çеç ăна «5» паллăпа вĕçлерĕмĕр. 1975 çулхи утă уйăхĕнче «Союз-19» тата американсен «Аполлон» станцийĕсене пĕрлештернĕ чухне эпир те çыхăну йĕркелеме хутшăнтăмăр.
Елчĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче каччă Николай Мальков ертсе пынипе штанга секцине çÿрет, анчах кăмăл-туйăмĕ тепĕр тимĕр вăййине – кире пуканĕ йăтассине парăнать. Ку тĕлĕшпе çулсем иртнĕ май çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать вăл: 16 хутчен Европа первенствин, пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Ладога Кубокĕн» çĕнтерÿçи, СССР чемпионачĕн бронза призерĕ, Раççей чемпионĕ, ветерансен хушшинче 15 хутчен тĕнче чемпионĕ тата нумай хутчен рекордсмен… Кăкăр çинчен 32 килограмлă икĕ кире пуканне вăхăта шутламасăр 155 хутчен тĕртсе 70 килограмлă виçере Чăваш Ен рекордне тунă. Асăннă çитĕнÿ паянчченех чи лайăх кăтарту. 2013 çулхи чÿк уйăхĕнче Архангельск хулинче кире пуканĕ йăтассипе Гиннес рекорчĕн номинанчĕ пулса тăнă.
Юрий Михайлович 25 çул ЧР кире пуканĕ спорчĕн федерацине ертсе пырать. Çак тапхăрта 70 ытла спорт мастерĕ, 10 ытла тĕнче класлă спорт мастерĕ, 20 яхăн Европа тата тĕнче чемпионĕ хатĕрленĕ. Районти шкул ачисем республикăри Спартакиадăра 12 çул тăтăш 1-мĕш вырăн йышăннине те хавхаланса палăртать вăл. Чи пултаруллисене, спортра шанăç параканнисене, Чăваш патшалăх ял хуçалăх университетне вĕренме кĕме те пулăшать, турнирсен çĕнтерÿçисене хаклă призсемпе хавхалантарать. Сăмах май, хастар ентеш Пĕтĕм Раççейри ветерансен кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн комитетне те ертсе пырать. Çакă атлетсене тĕрлĕ шайри пысăк та сумлă ăмăртусене хутшăнма та çул уçать. Юлашки çулсенче Европа тата тĕнче первенствисенче Раççейĕн пĕрлештернĕ команди мĕн пур тупăшăва çĕнтерÿпе вĕçленĕ.
Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР спорт мастерĕ обществăлла ĕçсĕр те пурăнаймастех пулĕ. Заводра ĕçленĕ тапхăрта унти профсоюз комитечĕн членĕ, цехри парторганизаци секретарĕ. Икĕ çул предприятири хора юрлама та çÿренĕ. Юрра-кĕвве питĕ шеп çавăрттарать те, ав, ăçтан иккен унăн пултарулăх çăл куçĕ. «Елчĕк ен ентешлĕхĕ» обществăлла организацин ертÿçин çумĕ пулнă май, яваплă мероприятисенче пысăк йыша пĕлсе ертсе пырасси унра уйрăмах лайăх палăрать.
Общественник сахал мар наградăна тивĕçни те унăн хастарлăхне çирĕплетни. Пĕтĕм Раççейри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн Президиумĕн хисеплĕ членне ЮНЕСКОн «Çунатлă арăслан» орденĕпе, «Çарти хастарлăхшăн», «Патриотла ĕçе активлă хутшăннăшăн» медальсемпе, Раççей Минспорчĕн Тав çырăвĕпе, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе, Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятран панă сехечĕпе чысланă.
– Çулсем иртнĕ май тăван ял хăйĕн патне туртать, – чун-чĕрери туйăмĕсене уçать ырă кăмăллă ветеран. – Вăл мĕнпе те пулин пулăшма, тавралăха илем кÿме, упрама чун-хавал хушать.
Чăн та, сăмаха çилпе вĕçтерме юратман харсăр Тип Тимешри масар çинче çĕнĕ çурт тума, йĕри-тавра тимĕр карта тытса çавăрма, тирпейлĕх кĕртме, часавай тума хастар хутшăннă. Тата: укăлчари стела, палăк умĕнчи лаптăк, 2,5 çухрăм асфальтлă çул… Юрий Михайлович калаçура тăтăшах «турăмăр», «хатĕрлерĕмĕр» йышши нумай хисеплĕ сăмахсемпе усă курать, анчах чылай чухне укçа-тенкĕ енчен, тĕпрен илсен, вăл татса панă.
Районти ытти ялсенче унăн пулăшăвĕпе пурнăçланнă ĕçсене те палăртасах килет: Лаш Таяпари тата Тăрăмри чиркÿсен, Тÿскел, Таяпа Энтри ялĕсенчи часавайсен, Хăвăлçырмари палăк территорийĕсене сарма брусчаткăсемпе, бордюрсемпе тивĕçтернĕ. Хăш-пĕр ĕçе тума хăйĕн бригадипе те хутшăннă.
Меценатăн пархатарлă ĕçĕсен планĕ пĕчĕк мар. Вĕсем пурнăçа кĕрсе пынине малашлăхра курăпăр…
Н.МАЛЫШКИН.