06 июня 2018 г.
«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ака пăттин уявне йĕркелесси, çапла майпа çĕр ĕçченне унăн пархатарлă ĕçĕшĕн кĕрекене лартса чысласси йăлана кĕнĕ.
Тăрăм ялĕн кăнтăр енче пысăках мар кÿлĕ пур. Канмалли вырăн тăвас тĕллевпех, правлени ĕçченĕсем ун йĕри-тавра чылай çул каяллах хурăн, йăмра йывăççисен хунавĕсене лартса хăварнă. Халĕ вĕсем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, çак вырăн аякранах пĕчĕк вăрман пек курăнса ларать.
…Ял хуçалăх предприятийĕн уй-хирĕсемпе фермисенче вăй хуракансене иртнĕ шăматкун кунта пухăнма йыхрав тунине пурте тенĕ пекех хапăлласа йышăннă. Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Петр Тремасов та айккинче тăрса юлман, пархатарлă ĕçре тăрăшакансене акана ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламлассине хăйсен тивĕçĕ вырăнне хунă, паллах. Юрий Мясников председатель уй-хир ĕçне пĕтĕмлетсе хак пачĕ. Çанталăк условийĕсене пула акана каярах юлса тухма тивнĕ пулин те, çакă тухăç çине витĕм кÿмелле мар. Мĕншĕн тесен çак яваплă ĕçе малтанах тĕплĕн хатĕрленнине кура ытти çулсенчи пекех ăна пысăк пахалăхпа, агротехника йĕркипе килĕшÿллĕн пурнăçласа хăварнă. Пĕтĕм ĕç куç умĕнче: 510 гектар çинче акса хăварнă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен анисем халĕ пĕтĕм тавралăха илем кÿреççĕ. Калчасем, ав, епле парка та тикĕс çитĕнеççĕ.
Ирина Тимофеева тĕп экономист вара выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Кăçалхи 5 уйăхра, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, ял хуçалăх предприятийĕнче пĕтĕмпе аш-какай, сĕт туса илессин, пĕр ĕнерен сĕт сăвассин, самăртма хупнă ушкăнри ĕне выльăха, сыснасене пĕр талăкра ÿт хуштарассин кăтартăвĕсем — пурте ÿснĕ. Малашлăха курса, хавхаланса ĕçлеме сăлтавĕ пур.
Ака паттăрĕсем — Валерий Сергеевпа Сергей Баймушкин, Михаил Петровпа Григорий Сергеев, Геннадий Алексеевпа Сергей Афанасьев, Вячеслав Мясниковпа Алексей Чернов, Анатолий Багадеровпа Михаил Ефимов, Владислав Старостинпа Михаил Александров тата ыттисем укçан преми илме тивĕçлĕ пулчĕç.
Ака пăттин уявне юрă-ташă, спорт ăмăртăвĕсем илем, çивĕчлĕх кĕртрĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле пулă шÿрпипе, чашламапа сăйланчĕç. Çак тĕл пулу — кĕрекере пуçтарăнса ĕçри кулленхи ыйтусене сÿтсе явни коллектива тата çирĕпрех пĕрлештерме пулăшĕ, пĕрлехи вăйпа çĕнĕ ÿсĕм-çитĕнÿсем тума хавхалантарса тăрĕ…
/Хамăр корр./.
С.АРХИПОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Уçă сывлăшра апат тата тутлăрах.
Источник: "Елчĕк Ен"