21 февраля 2014 г.
Тип Тимешри фельдшерпа акушер пункчĕ яла кĕрсенех илемлĕн çуталса ларать. Иртнĕ çулхи çурла уйăхĕн вĕçĕнче уçнă сиплев çуртĕнче ял çыннисене пĕрремĕш пулăшу пама мĕн пур майсем çителĕклĕ. Елена Григорьева фельдшер ку ялта çичĕ çул вăй хурать. Маларах хулари больницăсенче ĕçлесе опыт пухнă.
Икĕ ял çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшакан Елена Вениаминовнăна кунта хисеплеççĕ. Чунне парса тăрăшать вăл хăй юратса суйласа илнĕ ĕçре. Тĕрлĕ эмелсемпе сипленисĕр пуçне ăшă сăмахпа, ырă канашпа нумай пулăшать хăй патне пынă çынсене. Шурă халатлă ĕçченсен тĕрлĕ шайри конкурсĕсене хутшăнать, пĕлĕвне тăтăшах ỹстерсе пырать. 2012 çулта фельдшерсен республикăри конкурсĕнчен ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хучĕпе таврăнчĕ. Алевтина Кузнецова санитаркăн ĕçĕпе те кăмăллă Елена Вениаминовна. Пур çĕрте те тирпейлĕ, таса.
Сăн ỹкерчĕкре: Е.Григорьева фельдшерица ватă çыннăн юн пусăмне тĕрĕслет.
Источник: "Елчĕк Ен"