Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялăн малашлăх аталанăвĕ çамрăксем яла юлнинчен килет.

15 января 2014 г.

Ялăн малашлăх аталанăвĕ çамрăксем яла юлнинчен килет.

 

Тăрăм ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче 5-мĕш курсра пĕлỹ пухакан Алена Енедерова ял пурнăçне, выльăх-чĕрлĕхе чăннипех те юратать. Ахальтен мар çуллахи каникул вăхăтĕнче хĕр фермăна пăру е сысна пăхма вырнаçать. Чылай аякра вырнаçнă ют ял фермисене ĕçлеме çỹресси те хăратмасть Аленăна. Унăн чун киленĕçĕ - выльăхсем хушшинче пуласси, вĕсене пăхасси. 3-4-мĕш курссенче вĕреннĕ чухне вăл Ĕнелĕнчи тата Тỹскелĕнчи сысна фермисенче тăрăшнă, 5-мĕш курсра практика вăхăтĕнче Елчĕк ферминчи пăрусене пăхнă. Ирхине 4 сехетре тăрса велосипед çине ларса çула тухасси те хăратман хĕре. Тантăшсем тутлă ыйхăра çывăрнă вăхăтра вăл юрла-юрла выльăхсене пăхать, вĕсемпе çынпа пупленĕ евĕр калаçать.

- Хăш ỹсĕмри пăрусене пăхма тиврĕ сана? - кăсăкланатăп эпĕ.

- Практика кунĕсем кĕркунне иртрĕç. Малтанхи кунсенчех ĕне пăрулаттаракан уйрăмри харсăр ĕçчен И.Адюкова тăруках чирлесе больницăна выртрĕ. "Юратнă хуçисĕр юлнă пăрусене кам пăхĕ ĕнтĕ?" текен ыйту тухса тăчĕ ертỹçĕсемпе ферма ĕçченĕсен умне. "Тен, эсĕ ĕçлĕн?" - ман çине çапла ыйтуллăн пăхни пĕр хăраса тăмасăрах ĕçе пуçăнма хистерĕ. Кăштах шиклентĕм пулсан та ăшра çав тери хĕпĕртерĕм.

Тин тĕнчене килнĕ пăрусене тата пăруланă хыççăнах вăй илсе ĕлкĕреймен ĕнесене пăхма пысăк опытлă ĕçченсене те çăмăлах мар. Вĕсене ура çине тăратма вăй хурса ĕçлемеллине лайăх ăнланать пике, кунĕ-кунĕпех вĕсене пулăшас тесе тапаçланать. Хăйне Б.Тябуков ветеринар вĕрентсе тата пулăшса пынине асăнать. Алена ĕнесене пĕчченех пăрулаттарса та курать.

- Выльăх вăл (пăру, ĕне е сысна) пурте пĕр. Вĕсене кашнинех этемĕн пулăшăвĕ, тимлĕхĕ кирлĕ. Йăлтах ăнланаççĕ, чĕлхисем анчах çук, - тет хĕр калаçăвне малалла тăснă май. - Фермăра вăй хуни вĕренỹре те пулăшса пычĕ. 2009 çулта ял хуçалăх академийĕнче вĕренỹре усă курма ĕне тытатчĕç. Ăна сума мана тата тепĕр студента шанчĕç. Ирхине ирех тăрса, занятисем хыççăн каçхине çак ĕнене сума тата пăхма çỹреттĕмĕрччĕ, сĕтне хамăрах сутаттăмăрччĕ.

Ĕне сăвас ĕçе кĕçĕнренех кăмăлланă Алена. Ялта 2 кил урлă пурăнакан Марина тантăшĕн амăшĕ фермăра дояркăра тăрăшнă. Хушăран унта çỹренĕ хĕр ачасем каярах ĕне сăвас ĕçе хăнăхнă.

- Анне, мĕншĕн эсĕ те фермăра ĕçлеместĕн-ши? - час-часах çапла ыйтнă Алена амăшĕнчен - ĕмĕрĕпе тăван шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Людмила Аркадьевна Енедеровăран.

Енедеровсем хăйсем те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ: 2 ĕне, 2 пăру, сурăхсем, хур-кăвакал, чăх-чĕп. 4-мĕш класранах ĕне сума вĕреннĕ хĕр ача амăшĕ вĕренме кайнă тапхăрсенче ĕнисене хăех сунă.

Ĕçре анчах мар, спортра та правур хĕр. А.Енедерова армспорта кăмăллать. Академинче тата ытти аслă шкулсен хушшинче иртекен ăмăртусенче пĕрре анчах мар призлă вырăнсене çĕнсе илме пултарнă. Яла юратнăран тăван тăрăха килме ăнтăлать Тăрăм пики.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Алена Енедерова.

 

 

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика