Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен пулмах çуралнă

15 января 2014 г.

Вĕрентекен пулмах çуралнă

 

Вĕрентекен пулмах çуралнă

Çулталăкăн юлашки уйăхĕн вĕçĕнче кун çути курнăскер, Раштавра уяв кĕрекине ларчĕ Надежда Васильевна Тестова. 55 çул хĕрарăмшăн чи асамлă та канăçлă, шухăшсăр та ирĕклĕ вăхăт: çут тĕнчене пилленĕ пилĕк хĕрĕ ашшĕ-амăшĕн йăвинчен вĕçсе тухнă. Юратнă профессипе 36 çул тăрăшни куç хупса иртнĕн туйăнать.

- Хамăршăн пурăнма пуçламалла пулĕ. Халĕччен ачасемшĕн тăрăшса кунпа çĕр иртнине сисмен. Чи малтан кил-çурт пушă пулнине хăнăхмалла-ха, - тет юбиляр пăшăрханăвне пытараймасăр.

Ирхине ĕçе кайиччен кил картинче тăпăртатнăран пỹрт пушшине пит сиссех каймасть кил хуçи хĕрарăмĕ. Ĕçрен килсен вара пĕчченлĕхе туйма тиветех. Кил-çурт ача-пăча, кил карти выльăх-чĕрлĕх сассисемпе илемлине чĕрипе туять Надежда Васильевна. Савнă мăшăрĕ Мускавра ĕçлет. Маларах чылай çул колхозра тĕрлĕ çĕрте вăй хучĕ Геннадий Павлович. Пилĕк ачана аслă шкулта вĕрентсе кăларас тесен укçи-тенки сахал мар кирлĕ. Çавăнпа та пилĕк ача ашшĕ инçе çула кĕскетет. Мăшăрне ялта хуçалăх тытса пыма пĕччен йывăррине те чухлать арçын, анчах çемьене тăрантарасси ун çинче. Пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăннăран çемье чăмăртани 34 çул çитнине те сиссе юлайман вĕсем.

- Юратупа килĕшỹ пулсан ĕмĕр иртни те сисĕнмест, - çирĕплетсех калать Надежда Васильевна. - Тин çеç ĕçлеме килнĕччĕ ку тăрăха, сисмерĕм те тивĕçлĕ канăва кайрăм.

... Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ Надя Кириллова (хĕр чухнехи хушамачĕ) сакăр класс пĕтернĕ хыççăнах Канашри педагогика училищине çул тытнă. Алла диплом илсен ăна Кипеçри пуçламăш шкула ĕçлеме янă. Пĕр вăхăтрах 1-3-мĕш классене вĕрентме тивнĕ çамрăк педагогăн. Аптăраман пултаруллă хĕр, ачасене тарăн пĕлỹ парас тесе чунне парса тăрăшнă.

Пысăк тавра курăмĕпе, тăрăшулăхĕпе палăракан учительница аслă пĕлỹ илес тесе ĕмĕтленнĕ. Директор шкулта географи вĕрентекен ятарлă педагог çукран ăна çак предмет учительне вĕренме сĕннĕ. Хаваспах Ульяновскри педагогика институтне çул тытнă харсăрскер. Çапла вара Надежда Васильевна пуçламăш классен учителĕнче те ĕçленĕ, географи предметне те вĕрентнĕ. Мĕн ачаран ăслăлăх, тĕпчев наукисем илĕртнĕ ăна. Çавăнпа та ачасене çут çанталăк, тĕнче наукипе кăсăклантарма пултарнă. Вĕсене çеç-и, музыкăна та вĕрентнĕ вăл. Пуçласа парта хушшине ларнă ачасене пур енлĕ пĕлỹ парас тесен пуçламăш класс учителĕн пултарулăхĕ пур енлĕ пулмалли куç кĕрет. Н.Тестова нихăш енĕпе те маххă паман. 19 çул пуçламăш класс ачисене вĕрентсе тарăн опыт пухнă. Хальхи вăхăтра та унăн уроксем сахал мар. Географи вĕрентнисĕр пуçне биологи, экономика урокĕсене те интереслĕ ирттернине пĕлтереççĕ ачасем. Хальхи ачасене кĕнеке тăрăх каласа панипе çырлахтараймăн, вĕсене çĕнĕрен çĕнни илĕртет. Çавăнпа учителĕн хăйĕн пĕлĕвне ỹстерсех пымалла. Паян та çаплах, пенсире тесе лăпланса лармасть, пĕлĕвне ỹстерсех тăрать. Пĕлтĕр аттестаци витĕр тухса пĕрремĕш квалификациллĕ учитель ятне илчĕ. Географисĕр пуçне тăван ен культурине, музыкăна вĕрентнĕ май чăвашлăхпа интересленет, çĕнĕ юрă хыççăн çĕнĕ юрă вĕрентет. Шкулти юрă-ташă кружокне çỹрекен ачасем уявсенче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарни мĕне тăрать! Шкулти библиотекарĕн ĕçне те вăлах пурнăçлать. Киле тĕттĕм пулмасăр та таврăнаймасть. Коллектив пурнăçĕнчен аякка пăрăнмасть Надежда Васильевна. Шкулти профсоюз организацине ертсе пынă май ĕçсем тата хутшăнаççĕ унăн. Çапах ывăнтăм тенине, ỹркеннине илтеймĕн унран. Хăйĕн кулленхи ĕçне пĕлсе йĕркеленĕрен пур çĕре те ĕлкĕрет. Унăн вĕренекенĕсем Раççейри, республикăри, районти тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ, призерсен йышне кĕреççĕ. Педагог хăй те конкурссенчен пăрăнмасть. "Çулталăк вĕрентекенĕ-2000" конкурсра вăл финала тухма пултарчĕ. Раççей шайĕнче ирттерекен дистанци конкурсĕсенче палăрнăшăн панă Тав хучĕсем, дипломсем сахал мар унăн. Чи пахи уншăн хăй вĕрентнĕ ачасем хисеп туни. Вăл пĕлỹ панă ачасем вара учительницăна сума суни курăнать, тăхтав вăхăтĕнче те ăна вĕренекенсем сăпса пекех сырса илеççĕ, тем ыйтаççĕ, тем сăмахлаççĕ...

Улми йывăççинчен аякка ỹкмест

1979 çулта Тăрăм каччипе çемье çавăрнă хĕр. Мĕн ачаран ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ çын теветкеллĕ те харсăр пулни тỹрех курăннă. Хунямăшĕпе те пĕр чĕлхе тупнă.

Туслă çемьере ачисем пĕрин хыççăн тепри çуралнă.

- Пиртен пуянни çук, пилĕк хĕр çитĕнтернĕ эпир, - тет телейлĕ амăшĕ.

Хĕрĕсем вара пĕринчен тепри маттур та пултаруллă. "Амăшнех хывнă", - теççĕ ялта. Аслă хĕрĕ Оксана малтан учитель дипломне алла илчĕ, каярахпа юриста вĕренчĕ. Халĕ Елчĕкри миравай судра тăрăшать. Наташа районти тĕп больницăра бухгалтерта вăй хурать. Лена Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкар районĕнче çул çитмен ачасен инспекторне вырнаçрĕ. Галя инçетре. Чукоткăрах. Аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскер, унти вĕрентỹ пайĕнче бухгалтерта ĕçлет. Кĕçĕнни Валя та, икĕ аппăшĕ пекех, Шупашкарта бухгалтера вĕренет.

Тăватă хĕрне качча панă. Ултă мăнук хăнана килсен кукамăшĕ çумĕнчен хăпма пĕлмеççĕ. Шкула çỹрекен мăнукне халех тĕрлĕ конкурссене хутшăнтарма тăрăшать кукамăшĕ. Пепке ашшĕпе амăшĕн ĕç-хĕлне, интересне курса вĕренет, ăса хывать.

- Çавăнпа хамăрăн ачасемшĕн тĕслĕх пулмалла. Пиçиххипе çапса воспитани панине ăнланмастăп эпĕ, - тет ĕç ветеранĕ. - Аслисем аслă шкулта вĕреннĕ чухне ĕç укçи вăхăтлă параймастчĕç. Çавăнпа та килти хуçалăхра пахча çимĕç нумай акса ỹстерме пуçларăмăр, вите тулли выльăх-чĕрлĕх ỹстерсе сутрăмăр. Тар тăкса ĕçлесен пурнăç пуян пулассине ăнланатпăр, _ тет пилĕк ача амăшĕ.

Куç хăрать те алă тăвать теççĕ. Тестовсен хĕрĕсем мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ. Колхоз пайĕнчен те юлман вĕсем, хăйсен çĕрĕ çинче те çум курăк тăратман.

Кĕрекере юбиляршăн ăшă куçĕсем тата çуталчĕç. Савăнмалăх сăлтавĕ те пур: юратнă ĕçре тăрăшса ватлăха çитнĕ, сĕтел йĕри-тавра ачасемпе мăнуксем, çывăх тăвансемпе тус-тантăшсем, çумра вара яланах юратнă мăшăр. Вĕсене пин сум парсан та илес çук...

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Н.Тестова.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика