Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн арçынсем çитĕнтерекен

07 октября 2013 г.

Чăн-чăн арçынсем çитĕнтерекен

Кĕрхи илемлĕ те янкăр кун. Елчĕк шкулĕнчи вуннăмĕш класра вĕренекенсен стадионта физкультура урокĕ иртет. Владимир Вениаминовичпа çуран чупаççĕ, каярахпа тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ. Учитель хăй те ачасенчен кая юлмасть, хусканусене çăмăллăн пурнăçлать. Физкультурăпа спорт тусĕсем патне патвар та çỹллĕ каччăсем пырса тăчĕç. Ĕнерхи вĕренекенсене палласа учитель çамрăксем патне утрĕ.

- Сывлăх сунатпăр, Владимир Вениаминович! - теççĕ пăхаттирсем пĕрин хыççăн тепри юратнă вĕрентекене.

Çирĕп вăй-халлă каччăсен вĕрентекенĕпе калаçмалли, сỹтсе явмалли пайтах. Çарти тренировкăсенче вĕсем тăтăшах В.Кучакова куç умне кăларса тăратнă. -

Футбол вăййине манман-и эсир? Айтăр вуннăмĕшсемпе тупăшатпăр, - сĕнчĕ педагог.

Çамрăксем çакна кăна кĕтнĕ-тĕр. Ахальтен мар вĕсем шкула спорт формипе килнĕ. Хĕрсех вылярĕç шкул ачисемпе çамрăксем. Шăнкăрав янăраса кайнăран кăна вăййа вĕçлеме тиврĕ.

Владимир Вениаминовичăн хăйĕн ĕнерхи вĕренекенĕсене курсан пит-куçĕ яланах çуталать. Вĕсем вăл вĕрентнĕ пек малашне те сывă пурнăç йĕркине тытса пырасса шанать вăл. Хăйĕн воспитанникĕсене пурне те лайăх астăвать. Пĕр тесен хăйсене манма та памаççĕ выпускниксем, шăнкăравласах тăраççĕ, тăван ене таврăнсан шкула е килне пырса калаçса ларма вăхăт тупаççĕ.

Вĕçсе пырап конькипе...

Хăйне астума пуçланăранпах Володя коньки çине тăнă. Хĕл кунĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. "Мĕншĕн тăтăшах хĕлле пулмасть-ши?" - тесе мĕн чухлĕ шухăшламан пулĕ вăл. Мускаври ЦСКА командăри кашни хоккеиста лайăх палланă, вĕсем мĕнле вылянине тишкерсе телевизор çинчен куç илмен.

Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче Тăрмăшра хоккей вăййи пит аталанса кайманран пилĕк класс пĕтернĕ хыççăн ача Шупашкара вĕренме кайнă. Амăшĕпе пĕр тăван аппăшĕ патĕнче пурăнса 6-8-мĕш классенче хулара вĕреннĕ. Вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пыракан ял ачи чи малтанах спорт кружокне çырăннă, хоккей вăййипе кăсăкланнă. Хулара вĕреннĕ виçĕ çул хушшинче вăл пир-авăр комбиначĕн спорт шкулĕнчен тухма пĕлмен. Пултаруллă вĕренекене "Текстильщикăн" шкул ачисенчен йĕркеленĕ хоккей командине йышăннă. Унта пĕрремĕш ỹсĕмсем тунă.

Республикăра палăрнă хоккей командинче вылянă Володя виçĕ çултан тăван яла таврăннă. Вăтам пĕлỹ илме Çĕнĕ Пăвари шкула çỹренĕ. Кунта та спортра малтисен ретĕнче пулнă. Çуран чупассипе, кире пуканĕ йăтассипе, футболла выляссипе, кĕрешессипе те палăрнă вăл. Хоккей вăййине темрен мала хураканскер ялти çамрăксенчен команда йĕркеленĕ. Çак вăхăтра Патреккел шкулĕ хоккейла выляссипе тавра ялта палăрнă. Н. Рыбкин учитель çак енĕпе район шайĕнче команда пуçтарнă. Владимир Патреккелсемпе пĕр ушкăнра вылянă. Вăл хăйĕн спортри тусĕсене самантлăха та манмасть. Б.Клементьев, Н. Добронравов, Ю. Петров, П. Адюков, В. Афанасьев каярахпа та район чысне республикăра пĕрре мар хỹтĕленĕ. Халĕ те вĕсем маххă памаççĕ, çамрăксемпе тан выляççĕ.

- Хĕл сиввине пăхмасăр лашасем кỹлсе çунасем çине лараттăмăр та Патреккелне хоккейла выляма каяттăмăр, - аса илет çамрăклăха Владимир.

Алла аттестат илсен В.Кучаков Мускава тухса кайнă. Лихачев ячĕпе хисепленекен заводра автослесарь пулса ĕçленĕ. Кунта та хоккей вăй- йине пăрахман вăл. Мускаври паллă командăсен йышне кĕрсе выляма ăсталăх çитернĕ. Унтан Тăрмăш каччине çара кайма повестка панă. Çур çул Украинăра службăра тăнă хыççăн Мускава куçарнă ăна. Зенитпа ракета комплексĕнче службăра тăнă маттур каччă Мускавра Çĕнтерỹ парадне хутшăнма тивĕç пулнă.

Салтак тумне хывнă хыççăн В.Кучаков И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн физвоспитани факультетне вĕренме кĕрет. Алла учитель дипломне илнĕ хыççăн направленипе тăван яла таврăнать, ачасене физкультура вĕрентме пуçлать. Чăвашсем мĕн авалтан пыракан йăлапа кĕçĕнни тĕп киле юлать. Владимир та çак тивĕçе чыслăн пурнăçлать.

Физкультурникра ĕçлеме пуçласанах ял ачисене спортра пиçĕхтерме тытăнать. Чи малтанах тăван ялта хăй юратакан спорт вăййине аталантарас тесе тăрăшать. Çамрăксене пуçтарса хоккей коробки тăвать. Кĕске вăхăт хушшинчех шкул ачисем район шайĕнчи ăмăртусенче палăрма пуçлаççĕ, республикăна тухса çỹреççĕ.

Тăрмăш шкулĕнче 19 çул тăрăшнă хыççăн Владимир Кучаков Елчĕк шкулне ĕçлеме куçать. Унти ачасене вĕрентме пуçлани те 10 çул. Çак тапхăрта Елчĕк шкулĕн ачисем районти, республикăри пĕр ăмăртуран та юлмаççĕ, яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Владимир Вениаминович физкультура сехечĕсене çеç мар, ОБЖ предметне те ертсе пырать. Вăл вĕрентекен ачасем пурнăçра кĕтмен çĕртен сиксе тухакан нимĕнле лару-тăруран та шикленмеççĕ. Йывăрлăхсенчен тухмалли пур мелсене те вĕрентет учитель. Яш-кĕрĕмĕ те, хĕр упраçĕ те килĕштерсех вĕренеççĕ ку предмета. Учитель ачасене кăсăклантарма пĕлет. Ахальтен мар Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсем республикăри "Зарница", "Орленок" çарпа спорт вăййинче çулсерен палăраççĕ - кăçал та тăваттăмĕш вырăна тухнă. Пĕтĕм Раççейри "Ылтăн шайба" вăййинче Елчĕксем финала тухни пысăк ỹсĕм. А.Кучаков тренер çамрăк хоккеистсемпе Тутарстанри Пăва хулинче çу кунĕсенче те тренировкăсем ирттерме ăнтăлать. Хоккей районта вăйлă аталантăр тесе Владимир Вениаминович çаннине тавăрсах тăрăшать.

Çемье тĕрекĕ - арçынра

Пĕр институтра вĕреннĕ пулсан та Владимир Вениаминович пулас мăшăрĕпе тăван шкула ĕçлеме килсен паллашнă. Çамрăксем часах пĕр сукмакпа утма пуçланă. Иккĕн мар, виççĕн такăрлатнă вĕсем шкула. Владимирăн амăшĕ -Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Евгения Николаевна ĕмĕр тăршшĕпех ачасене вĕрентнĕ.

Килĕшỹллĕ те тату пурăнакан педагогсен çемйинче йыш ỹссех пынă. Владимир Вениаминовичпа Лидия Осиповна хăйсен ĕçĕпе коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ. Лидия Осиповна Тăрмăш, Тăрăм, Çĕнĕ Пăва ачисене хими тата биологи предмечĕсене алла илме пулăшнă. Халĕ тивĕçлĕ канура.

Шăкăл-шăкăл пурăнакан çемьере чи малтан Алексей кун çути курнă. Вăл, ачаран спортпа туслăскер, ашшĕн çулне суйласа илнĕ. Халĕ Мускавра. Саша Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Шупашкарта ĕçлет. Оля ЧПУра пиллĕкмĕш курсра вĕренет.

Педагогшăн чи пахи - вăл вĕрентнине мала хурса ачаран сывлăха спортпа çирĕплетни, спорт вĕсене пурнăçăн анлă çулĕнче малалла хавхаланса, ăнтăлса пурăнма хистени.

- Спорт - манăн пурнăç, - тет В.Кучаков малашлăха тинкерсе.

Кашни кунах вуншар çухрăм çуран чупни, шывра ишни, ачасемпе футболла выляни... вăй-хала пиçĕхтерни куç кĕрет. Хăйне пит çăмăл тытать вăл, вашаватлăхĕ иксĕлми. Умра - хĕл кунĕсем. Апла пулсан хоккей вăййине малалла аталантармалла. Кĕçĕн класс ачисене коньки çине тăратмалла...

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: В.Кучаков.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика