Питех те телейлĕ хăйсем хыççăн чаплă ĕçпе ырă ят хăваракансем. Эпĕ хамăрăн Карповсен туслă çемйипе паллаштарасшăн. "Карповсем - ĕçпе чапа тухнă çынсем. Пуш сăмах çаптарма юратмаççĕ", - тенине час-часах илтме пулать ялта. Паллах, ку сăмахсем мана та савăнтараççĕ. Çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурăннă мăн асатте хăйĕн ĕçне асаттене вĕрентсе хăварнă, асатте - аттене. Эпир те, мăнукĕсем, вĕсем пекех ял хуçалăх ĕçне юратса çитĕнетпĕр. Çавăнпа та хамăрăн çемьери ял хуçалăх ĕçченĕсен династийĕ çинчен çырса пĕлтерес терĕм эпĕ хаçат урлă. Паянхи куна вăл 120 çулран та иртсе каять. Ĕçе юратма хăнăхтарнă Мăн асатте, Дмитрий Григорьевич Карпов, Тип Тимеш ялĕнче 1887 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Мĕн çамрăкранах ял хуçалăхĕнче ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ: тырă акнă, суха тунă. Ачисене те çамрăклах çĕре юратма, хресчен ĕçне хисеплеме вĕрентнĕ, ырă канаш-сĕнỹпе пулăшнă. Сĕтел çăкăртан ан татăлтăр тесен кашни кунах вăй-хала шеллемесĕр, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлемеллине ăнлантарнă. 1931 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче кун çути курнă асатте - Христофор Дмитриевич Карпов - ялти шкулта 7 çул вĕреннĕ хыççăн тăван колхозра ĕçлеме пуçланă. Çара кайма ят тухсан салтак ретне тăнă, служба тивĕçне 5 çул пурнăçланă хыççăн Канашри ял хуçалăх механизацийĕн училищинчен вĕренсе тухса 10 çул колхозра трактористра ĕçленĕ, 11 çул уй-хир бригадине ертсе пынă. Каярах Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Колхозсем пĕрлешсе пысăклансан комплекслă бригадăна ертсе пынă. Унтан профком председателĕнче тăрăшнă, агрономра ĕçленĕ. Ĕç стажĕ унăн 50 çулпа танлашать. Пысăк çитĕнỹсем тунăшăн асаттене "Хисеп Палли" орденпа, медальсемпе чысланă. 1993 çулта вăл "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илме тивĕç пулнă. Х.Карповăн ятне "Елчĕк районĕн энциклопедине" те кĕртнĕ. Çакă, паллах, 81 çула кайнă ĕç ветеранне чунтан савăнтарать. Пĕрремĕш пучахсене - пиçиххи çумне Алă вĕççĕн пурнăçланă йывăр ĕç-хĕл тарăн йĕр хăварнă асаттен чĕринче. Вăл каланă тăрăх, тырра тирпейлĕ тата хăвăрт пуçтарса кĕртме Турăран вăй-хăват ыйтнă. Пилĕк ан ыраттăр тесе вырса илнĕ пĕрремĕш пучахсене пиçиххи çумне чикнĕ. Уйра хĕвел анса ларичченех ĕçленĕ. 8-9 çула çитнĕ ачасем те тырă вырма тухнă. Паян çамрăксем ялтан хулана ĕç шырама тухса кайнинчен тĕлĕнет асатте. "Çĕр ĕçĕпе пурăнма хальхи вăхăтра пур услови те çителĕклĕ, техника çĕнелсех, хресчен ĕçĕ çăмăллансах пырать. Ĕçлеме анчах ан ỹркен. Иртнĕ ĕмĕр варринче эпир çак пурнăç пирки тĕлĕкре те тĕлленме пултарайман", - тет вăл. Техникăна пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерет Манăн атте - Анатолий Христофорович Карпов - хресчен ĕçне ачаранах кăмăлласа çитĕннĕ. Çулла вăл комбайнпа, ытти чухне тракторпа ĕçлет. Техникăна юратнăран тата тухăçлă та пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерме пултарнăран ĕçĕ ăнса пырать. Эпĕ те пурнăçăма çĕр ĕçĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнине туйса мана çапла вĕрентет атте: "Ял çыннин çĕр çинче пурăнмалла, çĕр ĕç культурисем туса илмелле. Агроном е инженер, çĕр ĕçченĕ пулас тесессĕн çĕре чунтан юратмалла". Аслисен сĕнĕвĕсене ăша хывасчĕ Аслисене кура манăн та пурнăçăма çĕр ĕçĕпе çыхăнтарас килет. Агроном пулма ĕмĕтленетĕп эпĕ. Лайăх агроном пулас тесен малтан манăн тарăн пĕлỹ илмелле, мăн асаттен, асаттен, аттен сĕнĕвĕсене ăша хывмалла. Професси илсен яла таврăнса тăван кил ăшшине тытса пырас, атте-анне ĕçне малалла тăсас шанчăкпа пурăнатăп. Ĕмĕтре - улма-çырла сачĕсем, кану паркĕсем лартса ỹстересси, ăратлă выльăх-чĕрлĕх, хурт-хăмăр ĕрчетесси. Анне сăнаса, куç пек асăрхаса тăракан илемлĕ чечексене малашне те ỹстересчĕ. Çакă пурин чун-чĕрине те савăнăç кỹрĕ. Ял ĕçченĕн династийĕ йăхран-йăха куçтăр тесен асаттесем, атте пурнăçлакан ĕç-хĕле çулран-çул малалла аталантарса пырасчĕ. |
|