Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечексе юратакан

23 августа 2011 г.

Чечексем юратакан

17.08.2011
"Елчек ен"
М.КУМЯЧЕВА, ЧПУ студентки.
Присоединенное изображение

Пурнăçа юратаканăн чечекĕсем те хитре. Чăннипех те çапла пулĕ. Тип Тимеш ялĕнче пурăнакан Валентина Павлова кил-çурт таврашĕнче куçа илĕртекен тĕрлĕ чечек ỹстерет. Мĕн ятли кăна çук унта! - Чечек ỹстересси хăйне евĕр чир тесен те йăнăш пулмĕ. Хĕр чухне Шупашкар урамĕсенчи куçа йăмăхтаракан чечексене пăхса сехечĕ-сехечĕпе киленеттĕмччĕ. Халĕ те çаплах. Чечек лавккине кĕрсен пушă алăпа тухаймастăп, - тет илеме юратакан хĕрарăм. Павловсен çурчĕ умĕнчи пахча - хăйне евĕр пĕр çăтмах, кил картинче вара - тепĕр тĕнче. Мăшăрĕ те чечеке юратакан арăмне тăпăл-тăпăл тимĕр савăтсем ăсталаса парать. Ăнланать вăл кил хуçи хĕрарăмне. Епле илемлĕ кил картинче. Чылай чечек вăррине хăех хатĕрлет Валя аппа. Тытса туман ĕçĕ çук унăн. Çамрăклах ĕçе кỹленнĕскер ĕçсĕр пĕр минут та лараймасть. Тăрăмри шкултан вĕренсе тухсанах фермăна вырнаçнă. Качча тухсан та ĕне сунă. Кăкăр ачине пăрахса ĕçе тухса кайнине аса илет те шухăша путать вăл. "Ĕçшĕн хыпса çуннă çав ун чухне. Ывăнма пĕл- мен", - тет. Каярахпа 30 çул сысна пăхнă çĕрте вăй хунă. Ним сисмесĕрех çапла пенси çулне çитсе тăнă. Кĕçех Валя аппа кĕр мăнтăрĕн кĕрекине тивĕçлĕ канăва тухнине паллă тума ларать. Çавăн пекех мăшăрĕпе килĕштерсе пурăнма тытăннăранпа 35 çул çитет.

Сăн ỹкерчĕкре: В.Павлова.


АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен»

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика