Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амашен пилепе

19 августа 2010 г.

Амăшĕн пилĕпе

18.08.2010
"Елчек ен"
Марина КУМЯЧЕВА, ЧПУ студентки.
Присоединенное изображение
Ĕç çынна илем кỹрет теççĕ. Анатри Тимешре пурăнакан Надежда Валентиновна Игнатьева çирĕм ултă çул хушши выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕнче вăй хурать. Вăл 1959 çулта Вăрнар районне кĕрекен Ершепуç ялĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Вунă класс пĕтерсенех Вăрнарти ял хуçалăх техникумне ветеринари уйрăмне вĕренме кĕнĕ. - Мĕн пĕчĕкрен ачасемпе ĕçлеме, воспитатель профессине алла илме ĕмĕтленнĕ эпĕ. Анне вара манра яланах выльăх-чĕрлĕх тухтăрне куратчĕ... Вăл ỹкĕте кĕртнипех асăннă çула суйланă. Халĕ уншăн пĕртте ỹкĕнместĕп, - пĕлтерет хĕрарăм. 1980 çулта техникумран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухсан пĕлĕвне тарăнлатма Надежда Валентиновна Хусанти Н.Э. Бауман ячĕпе хисепленекен ветеринари институтне çул тытнă. Шăпах çакăнта пулас мăшăрĕпе паллашать та ĕнтĕ вăл. Халĕ килĕшỹллĕ те сăпайлă мăшăр икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтерет. Ĕçре лара-тăра пĕлмен, вăр-вар та сăпайлă хĕрарăм кашни кунах вунă çухрăмра вырнаçнă Курнавăш ялне ĕçе васкать. Çывăхах мар пулин те, çула сахал мар çуран та такăрлатнă. Хăйне шанса панă ĕçĕн яваплăхĕ пысăк пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ - вун виçĕ яла çитсе пулăшу пама яланах хатĕр пулмалла. Кунсăр пуçне пилĕк хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕхне те сăнаса тăмалла. - Ỹркенсе кăна лармалла мар. Кашни пĕчĕк ĕçе те юратса, чунтан пурнăçласан ăнса пулĕ. Выльăх-чĕрлĕхпе те этемпе калаçнă пек пуплемелле, чĕлхесĕр тесе алă сулма кирлĕ мар. Турă пỹрнĕ ĕçе чунтан кăмăллатăп, куншăн аннене çĕре çити пуç таятăп, - тет вăл. Надежда Валентиновнăна ĕçри çитĕнỹсемшĕн Хисеп хучĕпе те сахал мар чысланă. Сăн ỹкерчĕкре: Н.Игнатьева.

АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен» Минкультуры Чувашии

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика