Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваталма вахат сук унан

07 августа 2010 г.

07.08.2010

 

"Елчек ен"

Валентина КИРИЛЛОВА. Хĕрлĕçыр ялĕ.

Присоединенное изображение
 Тул çутăлнă-çутăлман ура çине тăрать Мария Федоровна. Чăтма çук шăрăх пуçланиччен пахчана çум курăкран тасатать, чăххи-чĕппине пăхать, тислĕкне хырса кăларать. Ачисене кăштах та пулин пулăшасшăн ăшталанать кил хуçи хĕрарăмĕ. Вĕсем вара амăшне ĕç патне пыртарасшăн мар. - Мария Федоровна, каллех пахчара эс, асту, килтисене итлемесен хĕрỹсене шăнкăравласа пĕлтеретпĕр. Чарччăр кăштах сана. Юн пусăмĕ чакса ларсан мĕн тумалла санпа. Пахчарах вилсе выртас тетĕн-им? - теççĕ кỹршисем ир-ирех ана çинче кăштăртатакан ватăна курсан. - Часах кĕретĕп. Ахаль ларас килмест-çке, - тет вăл. - Пĕчĕкки çывăрать-ха. Мария Федоровна хальхи вăхăтра мăнукĕн ултă уйăхри ывăлне пăхать. Унпа кун иртнине те сиссе юлаймасть вăл. Кун каç енне сулăнсан сулхăн пỹртре телесериал пăхма кăмăллать. Ун чухне те ахаль лармасть, тĕрĕлесе алса-нуски çыхать. Çак тарана çитсе кама кăна парнелемен-ши вĕсене? Çынна ырă тума юратать вăл. Хăйне те çаплах пăхаççĕ. Лавккана тухма çук вара, хăй вĕрентнĕ ачасем пуç тайса сывлăх сунаççĕ, тутлă çимĕç илсе парса хăналама тăрăшаççĕ. Ĕнерхи учительница ĕçкелеме юратакан арçын эрех сĕннине те курнă. "Гена, эрех ĕçтересшĕн-и эсĕ хăвăн вĕрентекенне?" - тенĕ Мария Федоровна шухăша кайса. "Тем туса мар, хисеплесе сĕнетĕп", - тет хайхи аван марланса. Çапла, хăй вĕренекенĕсем пулнă çынсем юратнине сисет. Ăна вăл вĕсен ырă та çепĕç сăмахĕсенчен, ĕçĕсенчен туять. Пĕрремĕш вĕрентекенĕн 80 çулхи юбилейне те вĕренекенĕсем ял-йышпа культура çуртĕнчех уявлаççĕ паян. - Ачасене шутсăр юрататăп, вĕсем хама хисепленине те чĕрепе туятăп, - тет Мария Каширина. Инçетре ĕçлесе пурăнакансем яла килсессĕнех пĕрремĕш учительници патне васкаççĕ. - Мария Федоровна, унчченхи пекех тăратăр. Вăр-варлăхăр та чакман, хитре те çирĕп сассăр та улшăнман... - теççĕ тахçантанпа тĕл пулман пăхаттирсемпе чиперуксем ăна ăшшăн ыталаса илнĕ май. - Ай тур, тур, ĕлĕк çакăн пек хитре мар пулнă-и вара эпĕ? - тет шỹте ăнланакан вĕсене хирĕç. Пурте пĕрле кулса ярсан пĕр вăхăт шăпланаççĕ. Туять, пĕлет вĕрентекен, чĕререн тухакан сăмахсемпе ватăна çунатлантарма тăрăшаççĕ вĕсем. - Хăшĕ-пĕрне палламастăп та иккен. Улшăннă. Вĕсем хушшинче наука кандидачĕсем, карап капитанĕсем, офицерсем пур, врачсемпе учительсем вара ытларах, - тет 40 çул ачасене пĕлỹ панă педагог. Мария Федоровна Хĕрлĕçыр ялĕнчи Тукас урамĕнче, упăшкипе юнашар килтех ỹссе çитĕннĕ. Пулас мăшăрĕпе пĕрле выляса ỹснĕ. Тăрмăшри шкулта çичĕ класс пĕтерсен, 1945 çулта, Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕрет. Лайăх вĕреннĕ студентка 180 тенкĕ стипенди, çур пăт çăнăх илсе тăнă. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче Марье çемьене аван пулăшнă. Ашшĕ кĕçĕн хĕрне заем тỹлеме пулăшнăшăн тав тунине халĕ те манмасть ватă. Алла диплом илнĕ çамрăксене Çĕпĕре кайма направлени панă. Инçете чунĕ туртман Мария Краснован (хĕр чухнехи хушамачĕ), Шăмалакри шкула ĕçлеме каять. Кĕçĕн классене пĕр çул вĕрентет вăл. Тăван килтен инçетре ĕçленĕрен епле те пулсан хăйсен енне талпăнма тăрăшать. Малтанлăха Кушкăна куçать, унтан тăван ялти шкулта вырăн тупăнать. Кĕçĕннисене пĕр çул вĕрентнĕ хыççăн Мария Федоровнăна комсомол райкомне чĕнсе илеççĕ. Ултă çул унта тăрăшать хĕрỹ чĕреллĕ комсомолка. Кашни кун çул çинче. Ун чухне те, каярахпа та чылай çухрăма хыçа хăварнă вашаватскер. Çапах та йăлăхмасть мал ĕмĕтлĕ педагог. Ку вăхăтра вĕсем кỹршĕ каччипе -Димитрий Каширинпа çемье çавăрнă ĕнтĕ. Çамрăк мăшăр ир тăрсан Елчĕке ĕçе васканă. Упăшки МТСра механикре ĕçленĕ. Юрать, килĕнче хунямăшĕ пулнă. Кинĕ унпа 23 çул килĕштерсе пурăннă. Комсомолта ĕçлеме пăрахсан Мария Федоровна çут ĕç пайĕнче запасри учительте тăрăшнă. Çав вăхăтрах çурт лартнă, тĕпренчĕкĕсене çуратнă. Çуткỹлте пĕр çул, Тăрăмра пилĕк çул тăрăшсан 1967 çулта каллех тăван ялти шкула вырнаçнă. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕсене М.Каширина класне ярас тесе ăшталаннă. Теприсем ачисене шкула кайма çулĕ çитмесĕрех парта хушшине лартнă тĕслĕхсем те сахал мар пулнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан икĕ çул вĕрентнĕ-ха вăл шăпăрлансене. Унтан: "Ара, ачасен умĕнче карчăк тăмалла мар, çамрăксене çул памалла", _ тесе шкулпа сыв пуллашнă. Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче хĕрĕх çул тăрăшнă тапхăрта Мария Каширина хисеплĕ наградăсем нумай илнĕ: "РСФСР халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ", "СССР халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ", "Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи" паллăсем, "Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 ç.ç. аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медаль тата ытти те. Районта "Çулталăкри учитель" ята илсен тăрăшуллă педагога Мускава слета яраççĕ. Ачисем пĕчĕкрен çула тухасшăн пулман маттур вĕрентекен. "Мĕнле учитель эс, Мускавра та пулса курмасан, вĕренекенỹсене мĕн каласа парăн", - тесе шоссе хĕрнех ăсатнă мăшăрĕ ăна. Ун хыççăн таçта та çитсе курнă Мария Федоровна. 39 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăннă çемье. Шел, 1993 çулта Димитрий Васильевич тăрук чирлесе çĕре кĕнĕ. Учительница общество ĕçĕнче яланах хастар пулнипе палăрнă. Комсомол, профсоюз, парти пуçламăш организацийĕсене те ертсе пынă вăл. Пултаруллă агитатор пĕринче район хаçачĕ çине тухнине те аса илчĕ. - Ача çуратнăран халăх йышлă ĕçлекен çĕре лекцисем вулама пĕр вăхăт тухса çỹреме май пулмарĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, "Колхоз ялавĕ" хаçатра заметка пичетленчĕ: "М.Каширина колхозра агитаци ĕçне начарлатнăшăн ĕнесем сĕт чакарнă...". Калаçнипе ĕнесем сĕт ỹстерсен вĕсем умĕнче кĕнеке вуланă пулăттăм. Ним тума çук, самани çапла пулнă, - тет вăл кỹренмесĕр. Каширинсем тăватă ача пăхса ỹстернĕ. Асли, Юрий, предприниматель. Ялта лавкка тытать. Иккĕмĕшĕ, Алексей, тĕп килте хунав янă. Тĕрлĕ çĕрте тăрăшать. Хурт-хăмăрпа интересленет. Унăн мăшăрĕ тăван хуçалăхра бухгалтерта тăрăшать. Люба хĕрĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Педагог. Кĕçĕнни, Таня, Ĕнел ялĕнчи фельдшерица. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем амăшĕшĕн пăшăрханаççĕ, епле те пулсан ытларах пурăнтăр тесе сывлăхне упрама тăрăшаççĕ. Пĕр çулхине амăшĕ чирлесен епле хыпса çунчĕç-ха вĕсем. Чире аран-аран çĕнтерчĕ ватă. Унтанпа вара физкультура тумасăр пĕр кун та ирттермест. -30 хутчен чĕркуççине хуçлатса тăратăп, утса çỹреме кăмăллатăп, чупатăп та. Çапах та чи йывăрри - ватлăх, - тет кинеми. Ăна никам та хăй çулне памасть. Пăрчăкан пек вăл, маттур. Мария Федоровна хăйне телейлисен йышне кĕртет. 11 мăнук унăн. Пурте аслă е ятарлă пĕлỹ илнĕ. Вĕсем хушшинче госпиталь начальникĕ те, прокуратура ĕçченĕ те пур. Мăнукĕсен ачисем те вуннăн. Вĕсенчен пĕри вăхăтлăха ялта пурăнать. Çак кунсенче тата тĕп килти мăнукĕ хĕр илсе кĕчĕ. Апла пулсан вĕсен тĕпренчĕкне ỹстерме, утьăкка сиктерме çирĕп сывлăх пултăр ялти хисеплĕ çыннăн. Ял-йыш сумне тивĕçнĕ ватăна тата мĕн кирлĕ?

АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен» Минкультуры Чувашии

TopListСводная статистика портала

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика