Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ПĂНЧĂПА ТИРЕХ ЯЧĔÇ ПУЛАС ЧИРЕ..."

23 июля 2010 г.

"ПĂНЧĂПА ТИРЕХ ЯЧĔÇ ПУЛАС ЧИРЕ..."

21.07.2010
"Елчек ен"
А.АРТЕМЬЕВ, А.ФРОЛОВ.
Присоединенное изображение
Нумаях та пулмасть-ха эпир шкулсемпе ача сачĕсенче час-часах Тăван çĕр-шыв вăрçинче пулнă паттăрсемпе тĕл пулаттăмăр, вĕсен кăкăр тулли орден-медалĕсем çине ăмсанса пăхаттăмăр, фронтри хаяр çапăçусем çинчен каласа панине "хăлха тăратса" итлеттĕмĕр. Анчах пирĕн хỹтĕлевçĕсем куллен чакса пыни пурсăмăра та хытă хумхантарать. Паян хăш-пĕр ялсенче вăрçă вучĕ витĕр тухнисем пачах юлман, ыттисенче _ пĕрре-иккĕн кăна. Вĕсенчен те пулин чылайăшĕ хăйсене йывăр туяççĕ. "Мана та, фронтри çыхăнуçă пулнăскере, пĕрре те çăмăл мар,_ аса илет халĕ Хĕрлĕçырта кун кунлакан Петр Михайлович Михайлов ветеран, нумаях пулмасть хăй сакăр вун пиллĕк тултарнă ятпа ывăл-хĕрĕсемпе, мăнукĕсемпе тата ытти çывăх çыннисемпе хăнасене йышăннăскер. _ Парта хушшинченех Горькири радиоспециалистсен курсне лекрĕм те 106-мĕш стрелковăй корпусăн 959-мĕш уйрăм батальонĕпе тата 129-мĕш полкпа пĕрле вăрçă вĕçленичченех радист тивĕçне чыслăн пурнăçларăм. Кайран та тепĕр çул Хĕрлĕ Çарăн Çур-çĕрти ушкăнĕнче службăра пултăм. Çамрăклах, вун саккăртан пуçласах çăмăл мар радиоаппаратура сĕтĕрни, кирек мĕнле лару-тăрура та шанчăклă çыхăну йĕркелени, урăхла каласан, Морзе алфавичĕ _ пăнчă тире, пăнчă тире... вĕçĕмсĕр янравех хăлхана самай сиенлерĕ. Ытти чир-чĕрĕ те хушăнсах пырать. Маншăн паян килтен тухса-çỹресси те калама çук йывăр..." Петр Михайловичăн ачаранах чун-чĕрине вырнаçнă йăли-йĕркине кăна вăрçă туртса илеймен _ унăн кирек кама та ырă тăвас кăмăлĕпе сăпайлăхĕ, чăн-чăн çынлăхĕ такама та тыткăна илет. Унпа юнашар ĕçленĕрен (Елчĕк район хаçачĕн редакторĕ чухне) тата пĕрле нумай-нумай яваплă ĕçсем татса панăран паян кун та унăн йĕркелỹçĕ пултарулăхĕпе тата таланчĕпе мăн кăмăлланатпăр. Çав ăсталăх унăн ывăл-хĕрĕсемпе мăнукĕсем, çывăх çыннисем çине куçни кăмăла çĕклет. Кăçалхи юбилейлă Çĕнтерỹ кунĕнче саламласан та вăл "Пысăк тав!" тенинчен пуçне урăх нимĕнех те калаймарĕ. Анчах эпир, вăл çапăçусене тỹрремĕнех хутшăнман пулсан та, вăрçă нушине туллин тỹснине лайăх ăнланатпăр. Пĕррехинче, радиостанципе юнашарах фашистсен снарячĕ ỹксе çурăлнине пула ăнсăртран кăна сывă юлнине те пĕлетпĕр. Редактор чухне хăйĕн тусĕсемпе юлташĕсем йывăр аманнине е вилнине те йывăррăн аса илетчĕ. Вĕсем пек тата ытти паттăрсем çинчен хаçатра тăтăшах çырма ыйтатчĕ. Çавă çеç. "Эпĕ ĕçе, мирлĕ ĕçе килĕштеретĕп", _ çине-çинех асăнатчĕ вăл. Чăнах та çаплаччĕ çав. Демобилизаци йĕркипе яла таврăнсан эрнеренех вăл уй-хир бригадине ертсе пыма пуçлать. Унăн активлăхне тата пуçарулăхне часах асăрхаççĕ. Малтан комсомол райкомне ĕçе илеççĕ, унтан _ район хаçачĕн яваплă секретарьне. Виçĕ çул Шупашкарта хăйĕн пĕлĕвне ỹстернĕ хыççăн та тăван районта, редакцире пай пуçлăхĕ пулать. Темиçе çул, Елчĕк ен Патăрьел районне кĕнĕ вăхăтра, тăван колхозĕнче председатель çумĕнче тăрăшать. Кайран, çĕнĕрен район туса хунă хыççăн, ăна тин çеç йĕркеленнĕ "Колхоз ялавĕ" хаçат редакторне çирĕплетеççĕ. Çав çулсенче унăн типографи ĕçне те йĕркелесе пыма лекет. Çавна май пичетлекен е набор тăвакан машинăсемпе ытти оборудовани тупса вырнаçтарасси те, пĕчĕк электростанци илсе хута ярасси таранах, ун çине тиенет. Вăл çулсенче пĕрле ĕçленисем, халĕ хăй пекех пенсире пулсан та, унпа ваттисен кунĕнче е ытти тĕл пулусенче кăмăл тăраниччен калаçаççĕ, иртнĕ кунсене аса илсе савăнаççĕ. Каярахпа, вун çула яхăн, колхозра тĕрлĕ шайри ертỹçĕ пулнă вăхăтра та ялан пуçарулăх кăтартать, ял-йышпа пысăк хуçалăх умĕнче сахал мар ырă ĕç тăвать. Хамăр енчен çавна çеç хушса хуни те çителĕклĕ: темле кăткăс чухне те, йывăр вăхăтра та никама та кỹрентерместчĕ. Ытти сотрудниксен йăнăшне е вĕсем мĕн те пулин туса çитерейменнине хăй çине илетчĕ. Çил-тăманлă çанталăкра килне таврăнайман чухне (вăл вăхăтра яла автобуссем çỹремен, çул-йĕрĕ те питĕ япăх пулнă) ытти сотрудниксемпе юнашар выртатчĕ те мĕн çывăрса кайичченех творчество ĕçĕпе журналист ăсталăхĕ çинчен калаçатчĕ. Çавăн пек ырă, кашни çынпа сапăр пулнăшăн хисеплетпĕр те, юрататпăр та Петр Михайловича. Ăна пурте ырă сывлăх, канлĕ кун-çул, мăшăрĕпе тата тăванĕсемпе яланхи пекех шăкăлтатса пурăнма чăтăмлăх сунатпăр. Сăн ỹкерчĕкре: П.М.Михайлов (хыçалта тăраканни) редакци ĕçченĕсен ушкăнĕпе. Малта, варринче _ Мария Ухсай çыравçă. 1966 çул.

АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен» Минкультуры Чувашии

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика