Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кỹршĕсем тĕл пулчĕç

08 июля 2010 г.

Кỹршĕсем тĕл пулчĕç

07.07.2010
"Елчек ен"
Присоединенное изображение
Юнашар, туслă пурăнакан кỹршĕсем çурхи ака ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн шĕкĕр хуламăрта тĕл пулса калаçасси, савăнасси ырă йăлана кĕчĕ. Иртнĕ шăмат кун Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски районĕсен маттур та пултаруллă çыннисем "Шупашкара _ 500 çул" культурăпа кану паркне черетлĕ Акатуй-Сабантуя пуçтарăнчĕç. Кану паркĕ кĕрлесе те шавласа тăчĕ. Хаваслă тĕл пулусем, çĕнĕ паллашусем йышлă пулчĕç унта, юрă-ташă сасси инçете саланчĕ. Виçĕ район çыннисем те ĕçре правуррипе, пултарулăхĕ пысăккипе, спортра хастар пулнипе республикăра чапа тухнă тесен пĕрре те ытлашши калани мар. Ыт ахальтен кỹршĕ тăванран хаклă тесе каламан-тăр. Çавăнпа та ăмăртса вăй хума, хавасланса ташлама, савăк юрăсем шăрантарма ăста республикăн кăнтăр районĕн çыннисем. Районсенчен тухнă паллă юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе пухăннă халăха савăк юрă-кĕвĕ парнелерĕç. Ентешсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский, РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов, Шупашкарти Мускав районĕн пуçлăхĕ А.Петров, ентешлĕхсен ертỹçисем, виçĕ район администрацийĕн представителĕсем саламларĕç. Ĕçре хастаррисене район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый район пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене пачĕ. Беларуçри чăвашсен общество пĕрлешĕвĕн председателĕ Б.Миллин, пуçласа çак уява хутшăнаканскер, виçĕ районăн праçникĕ калама çук интереслĕ те хаваслă пулнине пĕлтермесĕр чăтаймарĕ. Инçетре пурăнакан ентешĕмĕр тĕп хуламăр, тăван районăмăр кĕске вăхăтрах илемлĕхĕпе, тасалăхĕпе, хитрелĕхĕпе чунне тыткăнланине пĕлтерчĕ. Мероприятие йĕркелекенсене тав тунипе пĕрлех ентешсене Минск хулине хăнана чĕнчĕ. Уявран районтан тухнă паллă çынсем те пăрăнман. Унта Олимп вăййисен призерне В.Андреева, районăн хисеплĕ гражданинне В.Сапожникова, ĕçпе вăрçă ветеранне В.Теплова, "Комплекс" фирмăн тĕп инженерне А.Теллина тата ыттисене курма пулчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Иван Христофоров, Полина Борисова, Вера Никонорова, Патреккелти халăх хорĕн юррисем куракансен чунĕсене киленĕç кỹни тỹрех сисĕнчĕ. Тăрăмри "Шанчăк" фолькор ансамблĕн юррисене те пухăннă хăнасем тимлĕ итлерĕç. В.Егоровпа В.Захаров юрланă "Юрату юррине" вара куракансем пĕрле шăрантарчĕç. Уяв вăраха тăсăлчĕ. Спорт тусĕсем ентешсем ăмăртнине кăсăкланса пăхрĕç. Елчĕксем кирек мĕнле тупăшура та маххă памаççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: виçĕ районăн тусĕсем.

АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен» Минкультуры Чувашии

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика