29 апреля 2022 г.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче йышăннă 57-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн район экономикине, вĕренĕве, сывлăх сыхлавне, культурăна аталантарассинче пысăк тỹпе хывнăшăн, ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн 2022 çулта районти Хисеп хăми çине çак çынсен сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарма йышăннă:
Полина Олеговна АНДРЕЕВА, йывăр атлетика енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Раççей Первенствин çĕнтерỹçи тата призерĕ, çĕршыв Кубокĕн, 2021 çулхи Европа Первенствин призерĕ;
Убайдулла Алтмишевич БЕКМУРАТОВ, Елчĕкри тĕп больницăри терапевт тухтăр;
Надежда Гениевна БОБИНА, «Стройэнергосервис» ОООри экономист;
Марат Фаритович ГИЛЬМУТДИНОВ, уйрăм предприниматель;
Надежда Владимировна ГОРШКОВА, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ;
Алексей Ардалионович ДАНИЛОВ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта физика тата астрономи предмечĕсене вĕрентекен;
Никита Сергеевич ДОЛГОВ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен;
Анатолий Владимирович ЕФИМОВ, Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полици пайĕн капитанĕ;
Андрей Владимирович ИСАКОВ, «Ритуал» ОООри сварщик;
Виктор Виталиевич КАРЧИКОВ, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ;
Владимир Иванович КОЗЛОВ, «Победа» ОООри механизатор;
Галина Валериевна КРАСНОВА, «Эмметево» ОООри зоотехник;
Петр Алексеевич МАРКОВ, Кĕçĕн Таяпари Б.П.Головин хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи механизатор;
Алевтина Владиславовна ПЕРЦЕВА, «Комбайн» ЯХПКри выльăх-чĕрлĕх пăхакан;
Юрий Валерьевич ПЕТУХОВ, Лаш Таяпари культура çурчĕн заведующийĕ;
Любовь Петровна РОМАНОВА, «Яльчикский коопторг» ОООри лавкка заведующийĕ;
Людмила Геннадьевна СМИРНОВА, Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ;
Надежда Геннадиевна СУСМЕТОВА, районти тĕп больницăри реанимаци уйрăмĕнчи медсестра-анестезист;
Юрий Николаевич ЦВЕТКОВ, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи;
Алексей Федорович ШАДРИКОВ, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи.