28 января 2022 г.
Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов, ЧР «Россельхозцентр» ФПБУ филиалĕн ертÿçи Сергей Павлов, «ЧР апат-çимĕç фончĕ» ООО директорĕ Александр Богданов, агрохими службин «Чувашский» патшалăх центрĕн директорĕ Александр Коршунов хутшăннă ушкăн чи малтанах «Сатурн» ЯХПКра пулчĕ.
Правительство комиссийĕн членĕсем кунта пирваях хуçалăхăн техника паркĕпе паллашрĕç. Мĕн пур ял хуçалăх техники уçă пĕлĕт айĕнче ларнине асăрханă май вĕсем хуçалăх ертÿçине лупаслăхра гараж е ангар хута яма сĕнÿ пачĕç. «Сатурнсем» техника енчен, чăн та, чухăн мар. Юрий Викентьев председатель палăртнă тăрăх, иртнĕ çул анчах кунта инвестици кредичĕпе МТЗ Беларусь – 1523.3, Беларусь – 82.1, хăйсен укçи-тенкипе КСД-2 комбайн, выльăх апачĕ валеçекен, курăк вĕтетекен, çĕре сÿрелекен агрегатсем тата ытти техника туяннă. Ĕне ферминче пулнă май комисси членĕсем кунта та çĕнĕ объектсене тата паянхи самана ыйтакан технологисене ĕçе кĕртес, ĕçченсен ĕç условийĕсене лайăхлатас ыйтусене хускатрĕç. Хуçалăхра кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 582 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ. Сортсене çĕнетесси кунта çулсерен пысăк тимлĕхре. Элита сортсене – туллăн «Ликамеро» сортне кăçал 40 тонна, викăн «Вега» сортне 5 тонна туяннă. Çавăн пекех пĕрремĕш репродукциллĕ «Владимир» урпа, сĕлĕ, кукуруза акассине пĕлтереççĕ.
Çулсерен вăрлăха сутлăх та çитĕнтерекен «Комбайн» ЯХПКра тата Юрипе Елена Цветковсен хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пулнă май комисси членĕсем вĕсенчи лару-тăрупа питĕ кăмăллă юлчĕç. Çак хуçалăхсем çитĕнтерекен пысăк репродукциллĕ вăрлăхсемпе районти тата республикăри анчах мар, ют регионсенчи ял хуçалăх предприятийĕсенче те анлăн усă кураççĕ. Хуçалăхсем пысăк технологиллĕ пурлăхпа техника никĕсĕ çинче çирĕпленнĕрен культурăсенчен çулсеренех пысăк тухăç илеççĕ. Ял хуçалăх техникин пысăк пайне вĕсем çулсеренех харпăр хăй укçипе туянса пыраççĕ. «Комбайн» ЯХПКра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал 1531, Юрипе Елена Цветковсен хуçалăхĕсенче 350 тата 343 гектар акса хăварма планланă. Юрий Николаевич кăçал çурхи туллăн пысăк репродукциллĕ 3 тĕсне – «Ульяновская – 100», «Ульяновская – 105», «Экада – 214», пăрçан «Шеврон» тата хуратулăн «Диалог» сорчĕсене акса çитĕнтерме палăртнине пĕлтерет. Хуçалăхсем акана паянах хатĕр.
Анатолий Петровăн хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 639 гектар çинче акма палăртаççĕ. Кунта вăрлăхăн пысăк пайĕ кондицие ларнă. Фермер пĕлтĕр харпăр хăй укçи-тенкипе МТЗ Беларусь – 1523.3, тĕш тырă пуçтарса кĕртекен ACROS-585 тата ытти техника туяннă.
Борис Головин хресчен /фермер/ хуçалăхĕн тĕш тырă культурисем валли уйăрнă лаптăк 789 гектарпа танлашать. Пĕлтĕр кĕрхи туллăн «Марафон» сортне 200 гектар çинче лартса хăварнă. Çурхи туллăн «Ульяновская – 100», «Ульяновская – 105», урпан «Владимир» сорчĕсемпе 2-мĕш çул ĕçлеççĕ кунта. Техника паркне çĕнетсе пырасси çине те пысăк тимлĕх уйăрать Борис Петрович. Пĕлтĕр Беларусь – 1523.3, Беларусь – 953 тракторсем, ACROS-585 комбайн туянма пултарнă. Хальхи вăхăтра вăрлăха тивĕçлĕ кондицие лартассипе ĕçлеççĕ.
Маларах асăннă мĕн пур хуçалăхрах вăрлăх, çунтармалли тата сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем çителĕклĕ.
Е.ГЕННАДЬЕВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: С.Павлов Ю.Цветков хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче техникăпа паллашать.