10 декабря 2021 г.
1970 çулсенче, ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ вăхăтра тăван халăхăн историйĕпе кун-çулне тата паттăрлăхне тĕплĕнрех çутатас тĕллевпе тавралăх музейне тăвас ыйтупа куллен тенĕ пекех тимлĕн ĕçлеме пуçларăм. Ăна 1972 çул вĕçнерех районти культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнчи пĕр хăтлă пÿлĕмре тата коридорта, Совет Союзне туса хунăранпа 50 çул çитнĕ тĕле, иртнĕ савăнăçлă пуху умĕн уçма май килчĕ. Эппин, шăп тепĕр çулталăкран районти историпе тăван тавралăх музейĕ ĕçлеме пуçланăранпа çур ĕмĕр çитет.
Ĕлĕк те, XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи историллĕ саманара та тăтăшах тăван ен пурнăçĕпе кăсăкланнă, кунта çуралса ÿснĕ паллă çынсен кун-çулне тĕпчеме тăрăшнă. Вĕсем çинчен тĕрлĕ хаçат-журналта тата уйрăм кĕнекесенче çĕр-çĕр очеркпа статья çырма мехел çитернĕ.
Пĕр ĕмĕр ытла каялла паянхи Елчĕк районĕнчи ялсен пысăк пайĕ – Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесне, 1921 çулта кĕркуннерен пуçласа Патăрьел уесне кĕнĕ хăш-пĕр ялсем, сăмахран, Лаш Таяпа, Шăмалак, Яманчÿрел, Энтепе, Кивĕ Арланкасси, Çĕнĕ Арланкасси, Кушкă, Аслă Пăла Тимеш XVII ĕмĕртенпех Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕн тытăмĕнче шутланнă.
ВЦИК тата РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕсен пĕрлехи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Елчĕк районне туса хунă. Çапла майпа çитес кĕркунне Чăваш Енĕн кăнтăр хĕвел анăç пайĕнче вырнаçнă район йĕркеленнĕренпе 95 çул çитет. 100 çул мар, паллах, анчах та пурпĕрех хăйне евĕрлĕ юбилей. Çак сăлтав мана, Çемен Элкер, Алексей Талвир тата Милли ячĕллĕ премисен лауреатне, çывăх вăхăтра тăван районпа çыхăннă çĕнĕ хайлавсем шăрçалама хистет.
Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслăлăх канашĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи кĕркунне паллă художник-тĕпчевçĕ Ю.В.Викторов профессор тăрăшнипе 190 страницăран тăракан «Мастера чувашской скульптуры» кĕнеке-альбом кун çути курчĕ. Манăн аслă юлташ, РФ тата ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ ÿнер тĕнчинче уйрăмах палăрнă 22 скульптор çинчен çырса кăтартнă. Кĕнекере эпир хамăрăн сумлă ентешсемпе паллашма пултаратпăр.
Кĕнеке-альбомăн тĕп геройĕсенчен пĕри – Турхан ялĕнче çуралнă Петр Пупин. Тăван районта ĕçленĕ чухне унăн ашшĕне, Мичурин ячĕллĕ колхозăн пахча çимĕç бригадине чĕрĕк ĕмĕре яхăн ертсе пынă Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерне Степан Ивановича тата унăн мăшăрне, 11 ача амăшне, Зинаида Яковлевнăна, лайăх пĕлнĕ. Вĕсен вăталăх ывăлĕсенчен пĕри Петĕр ача чухнех аппăшĕсенчен тĕслĕх илсе тĕрлеме, килти чаршава, минтерсемпе питшăллисене эрешлеме юратнă. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра вăл хаваспах районти чи пултаруллă художник шутланнă Алексей Григорьевич Турхан ертсе пынă рисовани кружокне çÿренĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче Петĕрĕн чи юратнă преподавателĕ тата наставникĕ хăйĕн ентешĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ, талантлă скульптор Ю.И.Ксенофонтов пулса тăрать. Юрий Иванович пилленипех Петр Степанович хăйĕн малашнехи пурнăçне скульптура калăплассине халалланă.
Институтран вĕренсе тухсан вăл виçĕ çул ытларах РСФСР ÿнер фончĕн Чăваш Енри пултарулăх производство мастерскойĕнче вăй хунă. 1980 çулсенчех пирĕн ентеш хăйĕн ăсталăхĕпе искусствăна юратакан пĕтĕм чăваш халăхне тĕлĕнтерме пултарнă. Хĕрĕх çул каялла Шупашкарта Чăваш Енри художниксен ĕçĕсен выставки иртнĕ. Ятарлă жюри кунта çамрăк скульпторăн «Пир тĕртекен», «Аслă поэта асăнса», «Амăшĕ», «Атăлпи» ĕçĕсене пысăк хак панă. 1985-1986 çулсенче Петр Степанович Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Пысăк Атăл» – зонăри тата «Совет Раççейĕ» выставкисене хутшăннă. Çак куравсем ăнăçлă вĕçленнĕ хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институчĕн профессорĕ, РСФСР халăх художникĕ Н.В.Овчинников сĕннипе 34 çулти ăстана СССР художниксен союзне йышăннă. 1993 çултан пуçласа вунă çул ытла Чăваш Республикинчи Художниксен союзне пирĕн мухтавлă ентеш, икĕ юлташ, Петр Степановичпа Лаш Таяпара çуралса ÿснĕ Василий Петрович Сидоров-Эктел /вăл та асăннă институтăн ÿнерпе графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă/ ертсе пынă.
Кĕнеке-альбомра икĕ пĕр тăван, Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ Ильяпа Владислав Немцевсем çинчен те вуласа пĕлме уйрăмах кăсăклă. Илюш Дмитрий Алексеевичпа Клавдия Васильевнан ялти ĕçчен, çавăн пекех искусствăна юратакансен пысăк çемйинчи пĕрремĕш ывăл. Лайăх астăватăп: Илюшпа манăн шăллăм Василий институтра пĕр курсра вĕренетчĕ. Вĕсемпе пĕрле час-часах чăваш халăхĕн иртнĕ ĕмĕрти чи ăста скульпторăн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ институтăн доценчĕн Юрий Ксенофонтовăн мастерскойĕнче пулнă. Çур ĕмĕр каялла Юрий Иванович пирĕн пулас музей валли хăй ăсталанă Иван Яковлев бюстне парнелерĕ.
Кĕнеке-альбомра ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, 1990 çулсенче Пĕтĕм Раççейри выставкăсене хутшăнма пуçланă Владислав Зотиков çинчен çырнă очерк та питĕ илĕртет. Владислав Алексеевич хăйĕн тĕп наставникне, пирĕнтен ир уйрăлса кайнă Юрий Ксенофонтова тăтăшах тав тăвать.
– Манăн тымарсем те, Юрий тата Олег Ксенофонтовăнни пекех, Елчĕк районĕнчен. Çамрăк чухне Патреккел халăх хорĕнче юрлама юратнăскер, манăн атте Алексей Осипович 1950 çулсенче Хусанти патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Унтан Елчĕкри вăтам шкулта биологи вĕрентнĕ. Кĕçех атте-анне Йĕпреç районне куçса кайнă. Кунта манăн пĕтĕм ачалăх иртнĕ. Тĕлĕнмелли çук – эпĕ икĕ районти тăвансемпе йăхташăмăрсен ентешĕ, – тет ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, пирĕн саманари чи чаплă скульпторсенчен пĕри Владислав Зотиков.
Çавăн пекех ытти ентешсен – Владимир Кудряшов, Юрий Андреев, Микуç Балтай, Олег Ксенофонтов, Георгий Пупин скульпторсен ячĕсем те республикăра анлă сарăлнă. Вĕсем çинчен те статьясем пичетлес шухăш умра тăрать.
Сăн ÿкерчĕкре: В.Зотиков, О.Ксенофонтов, П.Пупин.
Петĕр ЛАШТАЙ.