22 февраля 2020 г.
«ЕЛЧĔК КУЛИБИНĔ»
«Ăс парса пире ÿстернĕ,
ăс парса ырра вĕрентнĕ…»
Чăваш халăхĕ мĕн авалтан хăйĕн паттăр ывăлĕсене Улăппа танлаштарнă. Çак сăнар халăхăмăрăн вăй-хал, ăс-тăн, тапса тăракан энерги символĕ пулса тăрать. Паттăр улăпсем пирĕн хушăра паян та сахал мар.
Вĕсенчен пĕри – пирĕн юратнă çыннăмăр, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Курнавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Герасим Васильевич Прохоров.
Аттен пурнăçĕ кашни çыншăн ырă та паха тĕслĕх. Унăн биографине тишкерес пулсан, вăл лартнă тĕллев патне тÿрĕ кăмăлпа утнине, çитĕнÿсене пысăк ĕçченлĕхпе тунине, пĕчĕк тивĕçе те хисеплесе йышăннине куратăн. Унра ачаллах туптаннă çынлăх, сăпайлăх, çав вăхăтрах кăмăл-туйăмри çирĕплĕх ăна суйласа илнĕ çулран пăрăнма паман. Комбайнер пулăшаканĕ те, салтак та, ял канашĕн пуçлăхĕ те, шкул директорĕн çумĕ те, учитель те пулнă.
Мĕнле çын пуласси ачаранах паллă тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем. «Гера пĕчĕккĕ чухне хăйĕн тантăшĕсене Кĕçĕн Пăла улăхне ертсе каятчĕ те вăйăсем выляма, çыран хĕрринчи тачка тăмран тĕрлĕ япала тума вĕрентетчĕ. Йывăçран та, тимĕртен те юрататчĕ темĕн те пĕр ăсталама», – тесе аса илетчĕ асанне.
Пĕчĕкренех шкулти тата килти ĕçсене хăнăхса пынă Гера. Аслисем колхоз производствине хутшăннă май хуçалăхри ĕçсене унăн пурнăçлама тивнĕ, шăллĕсемпе йăмăкĕсене пăхнă, апат пĕçерсе çитернĕ, выльăх-чĕрлĕхне те тимлĕхсĕр хăварман. Çуллахи кунсенче анкарти хыçĕнчи лапамра колхозăн купăстине, хăярне выльăхсем кĕрсе тĕп тăвасран сыхланă.
Вĕренÿре те Гера малтисен ретĕнче пулнă. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта 9-10-мĕш классенче ăс пухнă май, лайăх вĕренекене комсомол организацийĕн секретарьне суйлаççĕ. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн Хисеп грамоти парса чыслаççĕ.
Тăван ялти шкулта пĕр çул аслă пионервожатăйра ĕçленĕ хыççăн вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет. 1-мĕш курс хыççăнах 3 çул Узбекистанри Фергана хулинче çар тивĕçне пурнăçланă. Маттур салтака штабăн вăрттăнлăхпа çыхăннă пайĕнче ĕçлеме шанаççĕ. Гвардеец-отличник, десантник-парашютист çинчен «Советская Чувашия» хаçатра /24.02.1967/ мухтаса çырнă. Хастарскере Хисеп грамоти, 10 кунлăх отпуск парса чысланă, ун ятне дивизи штабĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.
Служба хыççăн, аслă пĕлÿ илсен, Зина ятлă хĕрпе паллашса çемье çавăраççĕ. Пĕрлех Шăмăршă районĕнчи Палтиелти вăтам шкулта ĕçлеме пуçлаççĕ. Герасим Васильевичăн вĕрентÿри ăсталăхне 1973 çулта «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăпа, тепĕр 3 çултан РСФСР Çут ĕç министерствин Хисеп грамотипе палăртаççĕ. 1978 çулта педагогика ĕçĕн новаторĕ Мускавра çĕршыври учитель-физиксен курсĕнче пулать, С.П.Капица академик сăмахĕсене итлесе тăнлать.
1978 çулта Г.Прохоров Курнавăш шкулĕнче физика учителĕ, директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçлеме пуçлать. Çав тапхăртах каçхи шкулта тăрăшать, «Пĕлÿ» обществăн членĕ пулнă май лекцисем вулать, политвĕренÿ тытăмĕнче пропагандистра тимлет.
Герасим Васильевич яланах çĕнĕлĕх патне туртăннă. Кабинет йĕркипе вĕрентессине те вăл районта чи малтан тенĕ пек пурнăçа кĕртет. Физикăн сĕтелĕ управлени пульчĕ тейĕн.
«Сĕтелсем патне электричество токĕ ямалла турăмăр, ăна тĕрлĕ автоматика урлă тĕрĕслес пулать. Халĕ кнопка пуссах киноаппарата, магнитофона, телевизора тата ытти прибора çапла майпа яма, чарма пулать. Класри шторăсем те кнопкăна «пăхăнаççĕ», – аса илет Герасим Васильевич. «1987-1988 вĕренÿ çулĕнчи районти чи лайăх физика кабинечĕ» ят пани те ăнсăртран мар. Кунта вĕрентекенĕн ĕç опычĕпе паллашма, уçă уроксене итлеме килекенсен йышĕ те хушăнсах пырать. Акă, 1996 çулта вăл республикăри физиксен фестивалĕнче транзисторсемпе мĕнле ĕçленине кăтартса панă, лауреат пулса тăнă. Ĕç опытне пичетре сарма та сĕннĕ.
1998 çулта шкулта водительсене вĕрентсе хатĕрлекен курс уçăлнă май, кабинетсене каллех Герасим Васильевичăн ылтăн аллисем çĕнетĕве çавăрнă. Унти планшетсене курса тĕлĕннĕрен ЧР ГАИ Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Абрамов автора «Елчĕк Кулибинĕ» тесех каланă.
1990-2000 çулсенче шкулта телецентр уçасси пирки сăмах пуçараççĕ. Изосим Ефимовпа кружока çÿрекенсене явăçтарса лампăллă, кивĕ хура-шурă тĕслĕ телевизорсене, усилительсене пухаççĕ. Кашни кабинета пулас телестудипе çыхăнтараççĕ. Шкулти, ялти тĕрлĕ мероприятие видеокамера çине çыртарса тепĕр кунне телесистема тăрăх пурте паллашма пултарнă передачĕсемпе.
Ăста педагога 2001 çулта Курнавăш ял администрацийĕн пуçлăхне лартаççĕ. Анчах ку ĕç хăй валли маррине, шкулсăр тата вĕренекенсемсĕр пурăнма пултарайманнине туйса каялла шкула таврăнма шутлать. Курнавăшра вырăн пулманнипе Елчĕк шкулне вырнаçать. Çĕнĕ коллективра та ĕçĕ-хĕлĕ ăнăçуллă йĕркеленсе пырать унăн. Вĕрентекене хăйне те, унăн предметне те юратнăран олимпиадăсене, тĕрлĕ конкурссене хутшăнакансем çитĕнÿсемпе ăна савăнтарсах тăнă. 2003-2004 вĕренÿ çулĕнче «Районти чи лайăх физика учителĕ» ят пани хăех унăн пултарулăхне çирĕплетни.
Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ паян та ĕçсĕр лармасть. Унпа ĕнерхи ĕçтешĕсем тăтăшах канашлаççĕ, тĕрлĕ ялтан ачасем экзамена хатĕрленме килсе çÿреççĕ. Ял çыннишĕн те «кирлĕ» çын вăл: çава хăйрать, телевизор-компьютер юсать… Елчĕк Кулибинĕ тĕрлĕ урапаллă мотоблок, пресс, шăвăç авмалли станок, компьютер пуçтарать…
Мăшăрĕпе, Зинаида Александровнăпа, проектсене хутшăнма та ĕлкĕреççĕ: республика шайĕнчи «Вĕрентекенсен династийĕ», «Манăн йăх-несĕл» конкурссенче çĕнтернĕ, «Раççей династийĕ» кĕнекене кĕнĕ, «Районти чи лайăх хуçалăх» /2017/ ята тивĕçнĕ…
Мăшăр 52 çул туслăн пурнăç çулĕпе утать, виçĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Герасим Васильевич, 44 çул вĕренÿ ĕçĕнче тимленĕскер, ырми-канми чун-чĕреллĕ, шкул ĕçне чунтан парăннă, çирĕп кăмăллă çын. Ахаль вĕрентекен кăна та мар вăл – пысăк сас паллирен çырăнакан Учитель!
Февралĕн 25-мĕшĕнче пирĕн хаклă çыннăмăр – юратнă мăшăр, атте, кукаçи хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă тăвать. Юратнă çыннăмăр! Сана эпир çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр. Тĕнчере ыррине çеç сунатпăр: çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, телей, вăрăм кун-çул. Тавах сана ырă та ăшă кăмăлушăн, тăрăшулăхушăн, яланах пулăшу аллине тăсма хатĕр пулнишĕн. Малашне те паянхи вашаватлăх, чун пуянлăхĕ, çын хушшинчи хисеп иксĕлми пултăр санра, çывăх çыннусен юратăвĕ пурнăçра вăй хушса, хавхалантарса тăтăр.
Тăванĕсен ячĕпе – Алена ПРОХОРОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"