Кăçалхи Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ район çыннисемшĕн асран тухман паллă пулăмпа тăрса юлĕ: çак кун Вырăскасси тата Таяпа Энтри ялĕсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлчĕç.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кĕске вăхăтрах çĕкленсе ларнă медицина учрежденийĕсене ял çыннисем тахçанах кĕтнĕ. «Стройкомфорт» тата «Стройэнергосервис» подряд организацийĕсем ĕçе палăртнă вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Социаллă паллă проекта пурнăçа кĕртни – Чăваш Республикин Правительствипе Сывлăх сыхлавĕн министерстви, район, Курнавăшпа Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пĕрлехи курăмлă ĕçĕ.
Калăпăр, Вырăскассинчи фельдшер пункчĕ культура çурчĕн пĕр кĕтесĕнче вырнаçнăччĕ. Хĕл кунĕсенче сивĕччĕ, чирлисене йышăнмалли пÿлĕм тăвăрччĕ… 28 çул ял çыннисен сывлăхĕшĕн тимлекен Вера Салмина фельдшер эмелпе çеç мар, çепĕç чĕлхипе те сыватнине пурте ырăпа аса илеççĕ. Чылай чухне вăл сывлăх сыхлавĕн çуртĕнче ĕç условийĕ япăхран чирлисем патне килĕрен çÿренĕ, пĕрисене врач хушăвĕпе укол тумалла, теприн суранне çыхмалла… Малашне ватăсем хăйсемех ялти хăтлă ФАПа сывлăхне тĕрĕслеттерме, шурă халатлă ĕçченсенчен сĕнÿ-канаш ыйтма пырĕç. ФАПа хальхи йышши сĕтел-пуканпа, медицина оборудованийĕсемпе тивĕçтернĕ. Вырăнти укçа-тенкĕпе водопровод, канализаци тунă, территорине тирпейленĕ, урама вак чул сарнă.
Фельдшерпа акушер пункчĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Алексей Мартышкин, Валерий Петров, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем Владимир Доброхотовпа Сергей Скворцов, строительство организацийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç, Вырăскассинчи çĕнĕ çурта Курнавăш ял чиркĕвĕн настоятелĕ Анатолий Емельянов протоиерей светит турĕ.
Николай Петрович ку тăрăхра пурăнакансемпе пĕрле савăннине, пĕр кунта икĕ ФАП уçни районшăн пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ, ял çыннисене сывлăха упрама, спортпа туслашма, сывлăх сыхлавĕн çуртне тухтăрсенчен канаш ыйтма кăна пымалла пултăр терĕ. Калас пулать, ЧР Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта 12 ФАП çĕкленсе ларчĕ. Çитес çулсенче ытти ялсенче вĕсене тата уçма палăртнă.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ФАП тунă çĕрте хастарлăх кăтартнă ял çыннисене Тав хучĕсемпе чысларĕç. Ялсенчи сумлă ĕç ветеранĕсем Николай Кирилловпа Ольга Миронова, Николай Столбов фельдшерпа акушер пункчĕсен историйĕпе паллаштарчĕç, ял халăхĕсен ячĕпе çĕнĕ те кирлĕ учрежденишĕн тав турĕç. Фельдшер пункчĕсен заведующийĕсем Вера Салминăпа Надежда Петрова тивĕçлĕ ĕç условийĕ туса панăшăн Республика Пуçлăхне, район, больницăн ертÿçисене тав сăмахĕсем каларĕç. Хăнасемпе ял çыннисем ФАПа кĕрсе паллашрĕç, шурă халатлисем пĕрремĕш пациентсене йышăнчĕç.
Халĕ ял çыннисен малашне хăйсен сывлăхне профилактика тĕлĕшĕнчен пăхсах тăма, палăртнă вăхăтра диспансеризаци витĕр тухма, прививкăсене вăхăтра тутарма мĕнпур майсем çителĕклĕ. Сывлăха упрасси ытларах хамăртан килнине самантлăха та манса каяр мар.
Уяв ячĕпе пухăннисене вырăнти фольклор ушкăнĕсем савăк юрăсемпе тыткăнларĕç. Çанталăкĕ ăмăр тăнине пăхмасăр ватăсен пит-куçĕнче йăлтăр кулă çиçрĕ, хаваслă пулăма малалла тăсса вĕсем культура çурчĕсене пухăнчĕç. Палăртмасăр иртме çуках, кашни çĕртех ял çыннисем уява йышлăн пуçтарăннă, вĕсем Николай Миллина чунри шухăш-кăмăлĕсене уççăн пĕлтерме пултарчĕç, çивĕч ыйтусене татса памалли майсем пирки те канашлама вăхăт тупрĕç.
В.КИРИЛЛОВА