23 октября 2019 г.
Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хăйсен ялĕн ятлă-сумлă çыннине – Луиза Виталиевна Викторовăна мĕн тери пысăка хурса хакланине, хисепленине палăртса пурин чун-чĕрине ăшăтма тивĕçлĕ юбилей каçĕ йĕркелесе пачĕç.
Вĕсемпе пĕрле кунта Люся аппапа тĕрлĕ çулсенче пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, ăна çывăх пĕлекен-паллакан çынсем пулчĕç.
Кун-çул таппинче тĕл пулнă йывăрлăхсене парăнмасăр Турă ирĕкĕпе çак вăхăтченех çирĕп ăс-тăнпа пурăнакан, чун панă тĕпренчĕкĕсемпе, куç тулли мăнукĕсен ĕçри, вĕренÿри ÿсĕм-çитĕнĕвĕсемпе савăнакан Луиза Виталиевна хăй те парăмра юлмарĕ – хисеплесе чыс тунăшăн пурне те чĕререн тав турĕ, пехил пачĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"