Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕкскерсен талантне тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ районти «Маленькая фея» конкурс тăххăрмĕш хут иртрĕ.(Елчĕк Ен)

30 мая 2018 г.

Пĕчĕкскерсен талантне тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ районти «Маленькая фея» конкурс тăххăрмĕш хут иртрĕ.(Елчĕк Ен)

Ача садне çÿрекенсемпе воспитательсем çак тупăшăва чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Кăçал 4-6 çулсенчи 11 хĕр пĕрчи хутшăнчĕ унта. Вĕсем чи малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан куракансене пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Конкурс çĕнтерÿçи Курнавăшри «Золотая рыбка» ача сачĕн воспитанникĕ Ксения Цветкова пулчĕ. Ăна «Маленькая фея-2018» хăю çакса ятăмăр. Ытти хĕр пĕрчисем — Елизавета Иванова /«Илемпи», Çĕнĕ Пăва/, Ксения Карсакова, Анастасия Борисова /«Чебурашка», Елчĕк/, Арина Кантеева, Ульяна Казначеева /«Березка», Аслă Елчĕк/, Елизавета Емельянова, Валерия Зайцева /«Родник», Кушкă/, Дарья Облесова, Дарья Теллина /«Шевле», Кивĕ Эйпеç/, Арина Мясникова /«Золотая рыбка», Курнавăш/ тĕрлĕ номинацисен ячĕсене тивĕçрĕç. Пĕчĕк маттурсене район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Изабела Тетерина саламларĕ.

Уява иртнĕ çулхи конкурсăн çĕнтерÿçи Ульяна Патшина илемлĕ юрăсем юрласа, ташласа илем кÿчĕ.

В.ПАНКРАТОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Курнавăшри ача сачĕн воспитанникĕсем Елена Аверьянова воспитательпе.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика