Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЫТКĂНРАН ТАРМА ПУЛТАРНĂ (Елчĕк Ен)

10 мая 2018 г.

ТЫТКĂНРАН ТАРМА ПУЛТАРНĂ (Елчĕк Ен)

Семен Викторович Викторов 1922 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче Турхан ялĕнче Виктор Капитонович Капитоновпа Александра Ивановна Викторован çемйинче çуралнă. 1941 çулхи май уйăхĕн 14-мĕшĕнче çар ретне тăнă. Вăрçа хутшăннă.

Сывлăхне кура Калугăри 615-мĕш строительнăй батальона лекнĕ вăл малтанах. 1942 çулта тăшмана хирĕç 147-мĕш дивизин стрелоксен 640-мĕш полкĕнче çапăçма пуçланă. Сталинград хули пысăк хăрушлăха кĕрсе ÿкнĕ тапхăрта /1942 çулхи августăн 8-мĕшĕ/ 640-мĕш полка Калач хулине янă — ирччен окоп чавса хÿтĕленме хушнă салтаксене. Анчах та салтаксем вырнаçса та ĕлкĕреймен, нимĕçсем туххăмрах çавăрса та илнĕ вĕсене.

— Эпир, фашистсем хăш енчен килсе тухнине те сиссе ĕлкĕрейменскерсем, пăшалтан та персе юлаймарăмăр. Эпĕ рота командирĕн хушаматне Зубкова тата отделени командирĕн хушаматне Ершова анчах асра тытса юлтăм. Тăшман пире кĕске хушăрах çавăрса илсе Миллерово станцине выльăхсене хăваланă евĕр çуран илсе кайрĕ. Унтан Польшăри Люблин, каярах Германири Киль, Норвегири Тронхейм хулисене илсе кайрĕç, — аса илнĕ каярах С.Викторов.

Совет салтакĕсем тыткăнра еплерех нуша курнине кинофильмсемпе кĕнекесем урлă, сывă ветерансем каласа панă тăрăх аванах чухлатпăр. «Мĕнле те пулсан тарасчĕ кунтан», — çак шухăш пĕр самант та канăç паман Турхан каччине. 1945 çулхи апрель уйăхĕнче тин çитнĕ кĕтнĕ самант. С.Викторовăн командинчи 10 çын хурал тĕлĕрнипе усă курса тарма пултарнă. Хуралçăсем таркăнсем хыççăн кайсан Семенпа юлташĕ тепĕр еннелле тарнă. Вăй çитнĕ таран пĕр чарăнмасăр чупнă вĕсем, халĕсем пĕтсен тин сывлăш çавăрса ярас тĕллевпе чарăннă. Йытă вĕрни илтĕнменнине кура малалла, хĕвелтухăç еннелле шăппăн та асăрханса утнă, ялсене кĕмен. Хĕвел кашни ир тухакан енче Тăван Çĕршыв чикки, унтан — Мурманск хули пулнине аван ăнкарнă хайхисем. Нимĕçсен аллине лекесрен сыхланса çулсăр-сукмаксăр вăрманпа утнă, çулçă-курăк, хурт-кăпшанкă çисе ăш-чике лăплантарнă. Çĕтĕлсе, татăлса пĕтнĕ тумтир ăшă тытман. Юлашкинчен, питĕ ырса çитнĕскерсем, «мĕн пулать те мĕн килет» тесе çул çине тухнă. Кунта Норвеги партизанĕсем курнă вĕсене, вăрçă чарăнни пирки хыпарланă. Чи малтанах Сноса хулине илсе кайса хупса хунă. Тăван тăрăха тÿрех таврăнма пÿрмен шăпа. Темиçе кунран — Швецине, унтан — Финляндине, Ленинград облаçĕнчи — Выборг, каярах Муром хулине илсе çитереççĕ тыткăнра пулнă ытти чылай салтаксемпе пĕрле Семена. Çар билечĕпе тивĕçтерсен вĕсене вăрçăра сиенленнĕ ял-хуласене ура çине тăратма тĕрлĕ вырăна янă. С.Викторов Тула хулинче платникре тăрăшнă, тăван килне 1947 çулта таврăннă. «Урожай» хуçалăхра колхозникре, кладовщикре ĕçленĕ. Мăшăрĕпе вĕсем 7 ывăл та 2 хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Тăван çĕршыв вăрçин орденĕн /2степень/ кавалерĕ Семен Викторов 2013 çулта декабрĕн 14-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.

Федор ПУПИН,
çар службин ветеранĕ, отставкăри офицер.

Сăн ÿкерчĕкре: Семен Викторов.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика