Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕртăван Турхансем ("Хресчен сасси")

11 октября 2017 г.

Пĕртăван Турхансем ("Хресчен сасси")

50-60 çул каялла, эпир ялти шкулта вĕреннĕ чухне, Елчĕк районĕнчи пысăках мар салара XIX ĕмĕр вĕçнерех çуралса ÿснĕ пĕртăван Якку, Хĕветĕр тата Энтри Турхансем [Васильевсем] çинчен пире пĕр педагог та каласа паман. Вĕсем çинчен вăл вăхăтра нимĕнле кĕнекере те çырман. Чĕрĕк ĕмĕр каярах кăна, çĕршывра уççăнлăх тапхăрĕ пуçлансан, Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Васильевăн пархатарлă та мал ĕмĕтлĕ виçĕ ывăлĕ çинчен Геннадий Юмарт, Виталий Станьялпа Василий Эктел тата ытти историкпе тавра пĕлÿçĕ çырса кăтартма пуçларĕç.

2001 çулта «Калем» издательство ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ çынни Олег Викторов тăрăшнипе Геннадий Юмартпа Василий Эктел çырнă «Виçĕ Турхан — пĕртăван» кĕнекене пичетлесе кăларчĕ. 2013 çулта Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ Петр Пупин бронзăран ăсталанă Асăну хăмине уçрĕç. Ăна çак шкулта 18 çул учительте ĕçленĕ Андрей Васильевич Турхан çуралнăранпа 125 çул çитнине ха-лалланăччĕ.

Шăп икĕ уйăх каялла вара Чăваш кĕнеке издательстви «Чăвашсен чаплă çыннисем» серипе кăларакан «Братья Турхан: личности и время» монографи пичетлесе кăларчĕ. Унăн авторĕ — Чăваш патшалăх истори архивĕн наукăн аслă сотрудникĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Федор Николаевич Козлов. Кĕнекене филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионовпа истори ăслăлăхĕсен докторĕ Леонид Таймасов профессорсем рецензиленĕ.

Нумаях пулмасть Турхан ялĕнчи илемлĕ лапамра чăваш поэзийĕн никĕсне хывакан Турхансене асăнса вĕсен бюсчĕсене вырнаçтарнă мăнаçлă палăк çĕкленчĕ. Унăн авторĕ — Чĕмпĕрте ĕçлесе пурăнакан скульптор тата çыравçă, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Кондрашкин. Çакна палăртма кăмăллă: яла илемлетекен историллĕ палăка туса лартма тата çĕклеме Якку, Хĕветĕр, Энтри Турхансен мăнукĕсем, вăтам шкул коллективĕ тата вырăнти ял хуçалăх производство кооперативĕ пулăшнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика