Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поэтсем яла таврăнаççĕ (Елчĕк Ен)

16 сентября 2017 г.

16 сентября 2017 г.

Турхан ялĕ Елчĕк районĕн хĕвеланăç пайĕнче, Кĕçĕн Пăла юханшывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. 1920 çулхи июнĕн 25-мĕшĕччен ял Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕн Курнавăш вулăсне кĕнĕ. Ку пурăнмалли вырăн районти чи ватă ялсен шутĕнче. XVII ĕмĕр вĕçĕнче ял вырăнĕнче Карапай Ертуфовăн именийĕ пулни паллă. XVIII ĕмĕр вĕçĕнче çак ялта вырăс улпутĕнчен тарса килнĕ, унăн крепостнойĕ пулнă Кузьма Иванов вырăс - Аслă Пăла Тимеш улпучĕн - Алексей Апанасовăн приказчикĕ хуçа пулни çинчен пĕлтереççĕ авалхи халапсем. Çавсенченех Кузьма Иванович ялтан виçĕ çухрăм çурçĕререх пурăннă Данилов Турханăн тăлăха юлнă ывăлне - Петĕре усрава илсе ỹстерни, хăйĕн хăрах куçлă хĕрне - Елизаветăна качча пани çинчен пĕлетпĕр. Петĕр ывăлĕ Турхан Васили (1846-1919) 1866 çулхи майăн 18-мĕшĕнче Вырăскасси ялĕнчи Екатерина Степановнана (1842-1921) качча илнĕ (Тутарстан Республикинчи наци архивĕнчи Курнавăш ялĕнчи метрика кĕнекине çырса хунă).

Екатерина Степановна питĕ пуян нимĕç хĕрĕ пулнă имĕш. Хăйпе пĕрле сулăм укçи вырăнне виçĕ лаша, пилĕк ĕне, ытти выльăх-чĕрлĕх, 100 вĕлле илсе килнĕ тет. Василипе Екатерина 11 ача çуратса ỹстернĕ. Хĕрĕсенчен пĕри, Мария Васильевна (1880-1961) Тĕмер ялĕн ачине качча тухнă, чăвашсен паллă сăвăç-критиксен, Кели Кĕркурийĕн (1901-1931) амăшĕ. Виçĕ ывăлĕ - чăваш литературинче революцичченех паллă йĕр хăварнă сăвăçсем. Якку (1874-1938) сăвăсем çырма XIX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчех тытăннă, Чăваш поэзийĕнче пейзаж тата философи лирикине никĕсленĕ. 1906 çулта чăвашсен Хусанта тухса тăнă пĕрремĕш "Хыпар" хаçатĕнче пичетленнĕ "Варуççи" поэма, евангели мотивĕсемлĕ сăвăсен авторĕ.

Хĕветĕр (1876-1932) чăваш поэзийĕнче лирика жанрне пуçараканĕ, куçаруçă. Энтри (1988-1972) чăваш поэзине Çеçпĕл Мишшинчен вунă çул ытла маларах силлабо-тоника тытăмне кĕртнипе, чи малтан чăваш историйĕн кĕске очеркне çырнипе, революци юррисене чăвашла куçарнипе (1915) паллă. Вăл сăвăсемсĕр пуçне пьесăсем те çырнă. Ж.Мольер, Добролюбов, К.Тетмайер, Фон Паэкен хайлавĕсене чăвашла куçарнă.

Ялтан тĕрлĕ вăхăтра тухса кайнă поэтсем каялла таврăнайман. Яккупа Хĕветĕр вилтăприйĕсем ăçта пулни паллă мар - ГУЛАГ тĕрмисенче çухалнă вĕсем. Энтри ỹчĕ Патăрьел масарĕнче выртать.

Мухтава тивĕçлĕ ентешсене манмаççĕ Турхансем. Икĕ çул каялла ял çыннисем - Анатолий Александровичпа Василий Андреевич Турхансем тăрăшнипе Турхан ялĕн çĕнĕ масарне чи малтан пытарнă Василий Турханпа унăн мăшăрĕн вилтăпри çинчи хĕрессене çĕнетнĕ. Кăçал ентешсем тепĕр çитĕнỹ тунă. Сентябрĕн 9-мĕшĕнче ялта чăваш поэчĕсене - Якку, Хĕветĕр, Энтри Турхансене асăнса палăк лартма йышăннă, ăна лартма вырăн суйласа илнĕ. Çав кунах палăк никĕсĕ валли шăтăк чавнă. Тепĕр кунне яла пырса кĕрекен çул хĕрринчи çеремре палăк никĕсĕ çĕкленчĕ. Палăка тăвас тĕлĕшпе ял çыннисем: Алексей Александровичпа Луиза Михайловна Турхан, Валерий Семенович Викторов, Игорь Алексеевич Турхан пысăк пулăшу пачĕç. Палăк авторĕ - Николай Григорьевич Кондрашкин скульптор.

Пĕртăван Турхансен палăкне тăвас ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Çапла вара чылай çул иртсен поэтсем тăван ене таврăнĕç. Обелиска чаплă лару-тăрура сентябрĕн 30-мĕшĕнче уçма палăртнă. Палăк уçма чăваш культурине çĕклес тĕлĕшпе ĕçлекенсене, таврапĕлỹçĕсене, учительсене, шкул ачисене чĕнеççĕ.

Евгений ТУРХАН, журналист, тĕпчевçĕ, таврапĕлỹçĕ, Тутарстан писателĕсен Союзĕн членĕ,
Митта Ваçлейĕ, Алексей Талвир, Иван Патмар, Кашкăр Махмучĕ премийĕсен лауреачĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика