09 августа 2017 г.
"Сатурн" ялхуçалăх производство кооперативĕнчи уй-хир ĕçченĕсем уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курас тесе ăнтăлаççĕ.
Хальлĕхе кунта 53 гектар çинчи кĕрхи тулла çапса тĕшĕлесе пỹлмене кĕртнĕ. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарнă çĕрте Александр Краснов, Владимир Краснов, Валерий Семенов водительсем тăрăшаççĕ. Вĕсем хуçалăхра чылай çул ĕçлесе пысăк опыт пухнă. Виççĕшĕ те ГАЗ-53 автомашинăсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ.
Сăнỹкерчĕкре: В.Краснов, В.Семенов водительсем.
Источник: "Елчĕк Ен"