Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни утăмĕ, кашни ĕçĕ - тăван халăх умĕнче

23 июня 2017 г.

Кашни утăмĕ, кашни ĕçĕ - тăван халăх умĕнче

Районти Акатуя сумлă хăна пулса хутшăннă, хăй вăхăтĕнче КПСС Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçленĕ ентешĕмĕр - Василий Яковлевич Шадриков конферансье пулса уява ертсе пыракан Антонина Александровăна куç илмесĕр сăнаканскер: "Чăннипех, пултаруллă", - тени, унтанпа темиçе çул иртнĕ пулин те, асран тухмасть. Район администрацийĕнче культура тата информаципе тивĕçтерекен пая нумай çул ăнăçлă ертсе пыракан çак çын пирки сăмах хускатсан нумайăшĕ çапла каласса пĕлсе тăратпăр. Мĕншĕн тесен унра, чăн-чăнах, иксĕлми вăй-хал тапса тăрать, творчествăри пултарулăхĕн чикки те çук.

Чунра-юнра пуррине ниçта та пытараймăн. Антонинăна Елчĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех лайăх палланăран, вăл вĕренỹре анчах мар, обществăлла ĕçре те епле хастар пулни паянхи пекех куç умĕнче: пионер отрячĕн, дружина совечĕн председателĕ. Пукане театрĕн кружокне ертсе пыма та мехел çитеретчĕ. Хăй те шкул ачи анчах пулин, пирĕншĕн - учитель пекех, пуканесене алă пỹрнисем çинче вылятса юмахсенчи тĕрлĕ сăнарсене калăплама вĕрентетчĕ. Шалти туйăмĕ те ăна çапла хистенĕ пулинех. Пĕлỹ тĕнчине çавăтса кĕнĕ пĕрремĕш вĕрентекенне Зинаида Власовна Кузьминана (Григорьева) курса хавхаланнă хĕр пĕрчи ун чухнех кĕçĕн классен учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Вĕренỹре чи лайăх ĕлкĕрсе пыракан, шкул тулашĕнчи ĕçсене те пысăк хастарлăхпа хутшăнакан Антонина Леонтьева (хĕр чухнехи хушамачĕ) Канашри педагогика училищине çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ. СССР халăх учителĕ, çав çулсенче шкул директорĕ пулса ĕçленĕ Петр Никифорович Чернов ăна училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн урăх нихăш район-хулана та мар, каялла тăван шкула таврăнма пил панă. Шăпа та çапла пỹрнĕ - 1981 çулта вăл Елчĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентме тытăннă.

...СССР халăх учителĕн - Петр Никифорович Черновăн тивлетне пула çĕршывĕпех кĕр! кĕрлесе тăнă Елчĕк шкулĕн выпускникĕсене çав çулсенче кирек хăш вĕренỹ заведенийĕнче те расна тимлĕх уйăрнине туяттăмăр, сисеттĕмĕр. Хăюллă, вичкĕн ăс-тăнлă Антонинăна, пушшех, асăрхамасăр иртме пулман. Педучилищĕре те вăл группа комсоргĕ, комсомол комитечĕн, профсоюз организацийĕн активлă членĕ пулнă. Педагогика училищинче пĕр çулсенче вĕреннĕ, халĕ те пĕрле ĕçлекен район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый та çакнах çирĕплетет:

- Пиртен икĕ çул маларах вĕреннĕ Елчĕк хĕрĕ - Антонина ун чухнех вĕренỹре те, обществăлла ĕçре те малти пулнине пурте кураттăмăр. Пĕрле фольклор ушкăнне юрлама çỹрени манăçмасть. Хальхи вăхăтра район шайĕнчи тĕрлĕрен мероприятисене йĕркелесе ирттерессинче те Антонина Анатольевнăпа хутшăнса нумай ыйтăва уçăмлатма тỹр килет. Тĕрĕссине калатăп, хăйĕн ĕçне витĕр пĕлекен, ыттисене хăй хыççăн ертсе пыма пултаракан çак çынпа ĕçлеме питех те çăмăл, - тет Леонард Васильевич.

...Тăван шкулти пысăк коллектив юратнă вĕренекенĕ пулнă çамрăк педагога тараватлăн хăйĕн йышне илнĕ. Кĕçĕн классене вĕрентнĕ Александра Ильинична Макова наставник - ăспаруçă, Лидаида Михайловна Таллерова, Олимпиада Алексеевна Баранова тата ыттисем хăйсен хỹттине илсе пулăшса пыни ăна мал ĕмĕтпе хавхаланса ĕçлеме хистенĕ. Йывăрлăхсенчен хăраман Антонина Анатольевна малтанхи вăхăтран тытăнсах педагогика ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене алла илессипе тимлеме тытăннă. Вăл ачасен тавракурăмне пĕтĕмĕшле аталантарассине, вĕсене хăйсем пултарнă таран ытларах вĕрентессине тĕпе хунă Эльконин - Давидов тата Занков педагогсен вĕрентỹ методикине Елчĕк шкулĕнче хăрамасăр чи малтан ĕçе кĕртнĕ учитель пулнине пурте пĕлеççĕ. Унсăр пуçне, кĕçĕн классенчи ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентес юхăм та шăпах çак вăхăтра вăй илнĕ. Класри ачасен ăнкарулăхне, пултарулăхне шута илсе кашнийĕнпе уйрăммăн ĕçлеме вĕрентекене хăйне те, паллах, çăмăл пулман. Çирĕп тĕллев тытни - ачасен тавракурăмне кирлĕ шайра аталантарса тарăн пĕлỹ парас тата вĕсене хăй пурнăç панă ачисемпе тан чунтан юратни çамрăк учителе йывăрлăхсен умĕнче пуçне усма паманах. Хăй пултарнине кура ăна ытти яваплă ĕçсене те шанса панă. Вĕрентекен пулнипе пĕр вăхăтрах класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ пулма та ĕлкĕрнĕ. Елчĕкри иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкулта директор çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă çулсенче тăван ен культурин предметне ертсе пынă. Çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлỹ тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре нумай çул ырми-канми вăй хунăшăн ахальтен мар вăл "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" кăкăр çине çакмалли паллăна илме тивĕçлĕ пулнă.

Çак вăхăт тĕлне Хусанти патшалăх культура институтĕнчен те вĕренсе тухма ĕлкĕрнĕ Антонина Александрова 2002 çултанпа çанă тавăрсах район администрацийĕн культура пайĕн ертỹçинче (каярахпа вăл информаципе тивĕçтерекен пая та пĕрлештерет) тăрăшать. 15 çул хушшинчи тапхăрта Елчĕк районĕнчи культура пурнăçĕнчи ĕçе, республика шайĕпе илсен, яланах чи лайăххисен шутĕнче пулнине палăртаççĕ. Клуб тата библиотекăсен тытăмĕнчи ĕçе йĕркелесе пырассипе те тăтăшах малтисен ретĕнче пулнине хамăр курса ĕненетпĕр. Хальхи вăхăтра районти 24 библиотекăна модернизациленĕ, культура учрежденийĕсенчен 8-шĕ базовый ята тивĕçнĕ. Çак ĕçре, паллах, Антонина Анатольевнăн тỹпи те пĕчĕк мар. Унăн ĕçри ăсталăхĕпе пултарулăхне республикăри ĕçтешĕсем те пысăка хурса хаклаççĕ, Ăна пурте хисеплеççĕ, куç тĕлне тăваççĕ. Вăл вĕсене хăй те нумай пулăшать: ĕçпе те, сĕнỹ-канашпа та. Культура тытăмĕнче ăнăçлă вăй хунăшăн ăна "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята парса чыс тунă.

...Районта ăна халĕ пурте - ватти-вĕтти хăйне курмасăрах, сассинчен уйăрса илеççĕ. Епле палламăн? Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - Акатуй кăçалхипе Елчĕк енре 60-мĕш хут иртрĕ пулсан, çав шутран 36-шне! Антонина Александрова конферансье пулса ертсе пырать. Тĕрлĕрен концертсене тата ытти мероприятисене - Раççей телевиденийĕпе курнă хыççăн çакăн йышши - "Мĕн? Ăçта? Хăçан?, "Поле чудес", КВН вăййисене вырăнта йĕркелеме хутшăннин шучĕ те çук. Калама анчах çăмăл, сан çине вун-вун мăшăр куç тинкерет. Ертсе пыраканăн вара залри халăхпа юрăçăран, роль выляканран та малтан хутшăнса калаçма тивет, унăн кураканăн çак самантри шухăш-кăмăлне ăнланса илме пултармалла. Конферансье пулма çивĕч ăс-тăн, çивĕч чĕлхе кирлĕ, унăн ятарласа хатĕрленмесĕрех шухăшласа кăларма, аудиторипе калаçма пĕлмелле. Антонина Анатольевнăра çак енсем пурте пур. Сцена ăстин тата артист пултарулăхне туптама ăна педагогика училищинче вĕреннĕ чухне "Риторика. Выразительное чтение" предметсене юратса ăша хывни те, паллах, нумай пулăшнă. Преподавательсем хистесе ыйтнипе занятисенче сăвăсемпе тĕрлĕрен текстсене интонаципе вулама хăнăхни вара пурăнан пурнăçра питех те кирлĕ пулса тăнă. Унсăр пуçне, вăл Елчĕкри ача-пăча библиотекин заведующийĕнче, каярахпа районти централизациленĕ библиотека тытăмĕнче директор пулса ĕçленĕ Альбина Ксенофонтовна Салабайкина калаçу чĕлхине илемлĕ йĕркелеме, вырăс чĕлхинчи уйрăмах йывăр сăмахсенчи сасăсене çине тăрсах тĕрĕс калама вĕрентнине асран кăлармасть. Хăйĕн аслă учительне çакăншăн чĕререн тав тунине палăртать.

Культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçин çак çулсенче пурнăçлама тивнĕ обществăлла ĕçĕсене шутласа та кăлараймăн. Пуринчен те яваплăраххи: иртнĕ çулсенче РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулнă П.Семеновăн (икĕ созыври), хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн П.Красновăн пулăшаканĕ пулса ĕçлени. Общество ĕçĕнчи хастарлăх, ялан малти ретри пулас туртăм ăна амăшĕнчен, Лидия Кондратьевнăран та куçнăн туйăнать. Районти тĕп больницăра фельдшер пулса ĕçленĕ Лидия Леонтьева тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та нумай çул Хĕрлĕ хĕрес обществăна ертсе пынă. Халĕ вăл юратнă хĕрĕн çитĕнĕвĕсене курса савăнать. Шел пулин те ашшĕ, Анатолий Кириллович, çакна кураймасть. Тỹрĕ кăмăлпа районти ветеринари станцийĕнче выльăх тухтăрĕ пулса ĕçленĕскер, нумай çул каяллах пурнăçран уйрăлса кайнă.

...Антонина Александрова ỹсĕм картлашкипе хăпарса яваплă должноçсене йышăннипе, курăмлă ĕçĕпе çитĕнỹсене çывхартма пултарнипе, хисеплĕ ятсене тивĕçнипе мухтанмасть. Унăн шучĕпе, пурнăçри чăн телей, пĕтĕм савăнăçăн вăрттăнлăхĕ - çемьере. Мăшăрĕпе, Игорь Аркадьевичпа пĕрле вĕсем икĕ хĕрача (Виктория тата Дина) çуратса ỹстернĕ. Кукамай, кукаçи ятсене илтме те тивĕçлĕ пулнă. Халĕ вĕсен икĕ мăнук, Дашăпа Саша кукамăшĕпе кукашшĕне самантлăха та тунсăхлама памаççĕ. Темĕн çинчен те тĕпчесе пĕлме тăрăшаканскерсен ыйтăвĕсем çине тепĕр чухне хурав тупма та çăмăл мар. Антонина Анатольевнăна ку чухне хăй учитель пулни анчах çăлса хăварать, мăнукĕсен ыйтăвне тивĕçтермелли хурав тупатех. Ытти чухне пахчара ĕçлеме кăмăллать, ỹсен-тăрансен çĕнĕ сорчĕсемпе кăсăкланать, нумай хĕрарăм пекех килти пахчара чечексем çитĕнтерет. Телейлĕ пулма çынна нумай кирлĕ-и?

Светлана АРХИПОВА.

"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн коллективĕ район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникне, кулленхи ĕçре те тăтăшах пĕрле вăй хума тивекен Антонина Анатольевна АЛЕКСАНДРОВĂНА çуралнă кунĕ ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлать. Ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, малашне те пĕрле пурнăçламалли ĕçсенче ăнăçу пултăр.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика