Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă çынсем пулăшнипе ("Елчĕк Ен")

29 марта 2017 г.

Çĕнĕ Пăвари культура çуртне 1969 çулта хута янă.  Ăна куллен пăхса тăмасан вăл часах юхăнать. Вăхăтĕнче çурт тăрри кивĕрен маччаран шыв та аннă. Çĕрĕшнĕ хăмасене тăтăшах çĕнетме тивнĕ. Çулсерен юсав ĕçĕсем ирттермесен мачча ишĕлсе анас хăрушлăх та тухса тăнă. Çавăнпа та культура ĕçченĕсем çуртăн маччине çĕнетме шухăшланă, анчах укçа-тенкĕ  пулманни çакна тума чăрмантарнă.

Халĕ вара «Клевер» ООО генеральнăй директорĕ Алексей Ласточкин тата Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Игорь Докторов пулăшнипе культура çурчĕн маччине çĕнетме май тупрăмăр. Зала кĕме кăмăллă. Ĕçлеме те ырă кăмăллă ял çыннисем, ĕлĕкхи чăваш  йăли-йĕркине манăçа кăлармасăр, нимелле ĕçлерĕç. Владимир Мударисов, Василий Алексеев, Александр Павлов, Сергей Бобров, Сергей Федоров, Валерий Павлов, Николай Каширин икĕ кун хушшинче маччана вĕр çĕнĕ туса хучĕç. Вĕсен ĕçĕпе эпир питĕ кăмăллă. Ырă чун-чĕреллĕ, ăста алăллă çынсем тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.

В.ДОБРОХОТОВ,
культура çурчĕн заведующийĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика