29 марта 2017 г.
Пуш уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе Шупашкарти культурăпа ÿнер искусствисен институтĕнче, филармони залĕнче чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине сума сăвакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ уявсем иртрĕç.
«Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ» регионсен хушшинчи конкурса хамăр республикăри районсемсĕр пуçне Крым, Сарă ту, Самар, Пенза, Пушкăрт, Оренбург, Чĕмпĕр тата ытти тăрăхсенчен килнĕ ăстасем чăваш тумĕсемпе, капăрлăхĕсемпе паллаштарчĕç.
Елчĕксем те асанне арчинчи пуянлăха кăтартма хутшăнчĕç. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Татьяна Лявина «Наци тумĕсен илемĕсем» номинацин I степень лауреат дипломне, Луиза Власова çак номинацинчи диплома тата парнесене тивĕçрĕç. «Чăваш çи-пуçĕ, хĕрарăм пуçне тăхăнмалли тухья, хушпу, капăрлăхсем, тĕрĕсем» номинацисенче Тăрăм ял тăрăхĕнчи Евдокия Каширина авалхи улача кĕпесем тăхăнтартнă пуканесемпе тата хальхи йышши тухьясемпе, Яманчÿрелĕнчи Ольга Саврасова тата Татьяна Краснова авалхи çи-пуçпа, алă çинчи капăрлăхсемпе паллаштарчĕç. Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ Римма Парферьева, Курнавăшри Светлана Прохорова чăваш тĕррин элеменчĕсене кăтартрĕç. Елчĕкри культура çуртĕнчи Вера Панкратова авалхи арçын кĕпипе, Снегира Степанова Елчĕкри музейра упранакан сурпансемпе паллаштарчĕç. Пурте ЧНК дипломĕсене илме тивĕç пулчĕç.
Чăваш тумĕн уявне филармони залĕнче те курма пулнă. Кунтах вунсакккăрмĕш хут «Кĕмĕл сасă» конкурс-фестиваль иртнĕ. Унта республикăри тата ун тулашĕнчен килнĕ 28 юрăçпа 5 ушкăн хутшăннă. Лаш Таяпари Зарема Князева конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă.
С.СТЕПАНОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"