29 марта 2017 г.
Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин районти предприятисемпе организацисен, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата вĕсен çумĕсемпе анлă канашлу ирттернĕ.
Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕнче П.Смирнов ертсе пыракан эксперт специалист ĕçе пуçăнни нумаях мар. Çапах та кĕске вăхăт хушшинче вăл районти спорта аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ пуçару тума ĕлкĕрчĕ. Акă, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче шахматла тата шашкăлла выляс енĕпе турнирсем йĕркеленĕ. Вĕсен çĕнтерÿçисене чысланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин малашне те П.Смирновăн хавхаланулăхĕ чакмасса, районта сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ ÿсессе шанса тăнине пĕлтерчĕ.
Канашлура район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи М.Павлова районти инвестици климачĕн наци рейтингне палăртасси пирки чарăнса тăчĕ, çулталăк вĕçлениччен районта пурнăçа кĕртмелли ĕçсен калăпăшне палăртрĕ. Çавăн пекех вăл муниципалитетсен харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртассине çывăх вăхăтра вĕçлеме кирлине пĕлтерчĕ. Хальлĕхе районта муниципалитет харпăрлăхĕнчи 83 лаптăкăн чиккисене палăртман. Çавăн пекех муниципалитет пулăшăвĕсене парассинче электрон мелĕпе анлăн усă курмалла.
Нумаях пулмасть «Елчĕкри техника инвентаризацийĕн бюровĕ» организацин ĕç-хĕлне çĕнĕлле йĕркеленĕ. Сахал яваплă обществăн директорĕ Л.Теллин палăртнă тăрăх, халĕ çурт-йĕр паспорчĕсемпе тĕрлĕ справкăсем парассине пĕтернĕ. Унăн экономика тивĕçĕ - куçман пурлăха тытса пырассине йĕркелесси. Общество ертÿçи инвентаризаци витĕр тухман куçман пурлăхăн 426 объекчĕ пирки те аса илтерчĕ. Енчен те вĕсене кăçал инвентаризацилемесен, каярахпа пысăк йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ. Н.Миллин ял тăрăхĕсен администрацийĕсене çынсем хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатма кирлине уйрăммăн палăртрĕ.
Иртнĕ эрнере культура ĕçченĕсем хăйсен професси кунне паллă турĕç. Çак уява халалласа республикăра та, районта та тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçи А.Александрова вĕсем çинчен чарăнса тăчĕ. Мартăн 24-мĕшĕнче район делегацийĕ Улатăрта иртнĕ уява хутшăннă. Районта художество пултарулăх коллективĕсем республикăри конкурссемпе фестивальсенче палăрнă. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Т.Лявинăпа З.Князева республикăри конкурссенче I тата II степень дипломсене çĕнсе илнĕ. Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн коллективĕ 150 пин тенкĕлĕх, Курнавăшри библиотека заведующийĕ Р.Горшкова 75 пин тенкĕлĕх сертификатсене тивĕçнĕ.
Канашлура районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"