29 марта 2017 г.
Шанса панă ĕçе тÿрĕ те таса кăмăлпа пурнăçласа халăх çинче ырă ят çĕнсе илнĕ ĕçченсем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Вĕсенчен пĕри - Вырăскасси ялĕнче пурăнакан Василий Аверкиевич Веков.
1937 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çак ялтах вăтам хресчен çемйинче çуралнă вăл. Амăшĕпе ашшĕ - Татьяна Нестеровнăпа Аверкий Сергеевич ĕмĕрĕпех тăван хуçалăхра тăрăшнă. Ваттисен йăли-йĕркине çирĕп тытса пыракан, тĕпренчĕкĕсене мĕн çамрăкран çынна хисеплеме, çынлăх туйăмне мала хума вĕрентекен сăпайлă çемье пулнипе палăрнă вĕсем. Ачисене хăйсен ырă тĕслĕхĕпе воспитани панă, çамрăклах ĕç çумне çыпăçтарнă.
Çичĕ ача хушшинче Василий тăваттăмĕш пулнă. Шкулта 8 çул вĕреннĕ хыççăн вăл малалла пĕлĕвне Канашри механизаторсем хатĕрлекен шкулта туптать. Унтан таврăнсан кăштах тăван хуçалăхра тăрăшать. Кĕçех йĕкĕтĕн çар ретне тăма ят тухать. Василий çар тивĕçне Краснодар тăрăхĕнче авиаци чаçĕнче пурнăçланă. Тĕреклĕ те пултаруллă Елчĕк каччи çарта чухне те хăйне лайăх енчен анчах кăтартнă. Кунта йĕркелекен спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнса малти вырăнсене тухнине унăн пĕчĕк арчинче упранакан хисеп хучĕсем çирĕплетеççĕ. Уйрăмах çÿллĕшне сикессипе палăрнă вăл. Çар тата политика вĕренĕвĕнче ăнăçусем тунăшăн, службăра тÿрĕ кăмăлпа палăрнăшăн çар командованийĕнчен тивĕçнĕ Хисеп хутне те типтерлĕн упрать ватă.
Виçĕ çул та ултă уйăх тăнă вăл службăра. Хĕсметрен таврăнсан виçĕ эрнеренех авланнă çамрăк. Маларах куç хывнă Çуткÿл хĕрĕпе Лариса Николаевăпа пурнăç çулĕпе ĕмĕр пĕрле утăмлама тупа тунă хĕрпе каччă. Çамрăксем иккĕшĕ те тăван хуçалăхра тăрăшса ĕçлеме пикеннĕ. Кĕçех Василий Аверкиевич ăста тракторист пулнипе палăрнă, ĕç ăмăртăвĕсенче час-часах малти вырăна тухнă. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаканскер, тивĕçлĕ ĕçĕшĕн сахал мар наградăна тата ырă ята çĕнсе илет. Чи сумли - 1967 çулта Республикăри чи лайăх механизатор ята тивĕçни. Мăшăрĕпе Лариса Анатольевнăпа шăкăл-шăкăл калаçса, пĕрне-пĕри çур сăмахран ăнланса пурăннă вĕсем, 4 ачана кун çути парнеленĕ. Паянхи кун Василий ывăлĕпе тата Раиса кинĕпе пĕр çăвартан пурăнаççĕ ватăсем. Тĕп килти ывăлĕн икĕ ача çитĕннĕ.
- Ватлăхри телей ачасемпе мăнуксенче. Тавах вĕсене. Питĕ лайăх пăхаççĕ пире, - кăмăллăн калаçать Василий пичче кĕçĕннисем пирки сăмах тапратсан.
Вековсен икĕ ывăлĕ - Василипе Николай - тăван хуçалăхра водительте тăрăшнă. Галина хĕрĕ Курнавăшра вĕрентекенре вăй хурать. Елена Шупашкарта тымар янă, суту-илÿ енĕпе ĕçлет.
Асламăшĕпе аслашшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ паянхи кун 9 мăнукĕпе, 5 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. Ачисене тĕрĕс те тивĕçлĕ воспитани пани вĕсен ватлăх кунне çутатать. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Василий Аверкиевич 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çывăх çыннисемпе тус-тăванĕсен, ачисемпе мăнукĕсен саламлă сăмахĕсене чăннипех те тивĕçлĕ Василий Аверкиевич.
Е.ПЕТРОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"