29 марта 2017 г.
Алимпия ФОМИНА, ĕç ветеранĕ. Çĕнĕ Пăва ялĕ:
- Район хаçатĕнчи кашни хыпарпа тĕплĕн паллашатăп. Унти материалсене пĕрне те вуламасăр хăвармастăп. Юлашки çулсенче «Елчĕк енре» пĕлтерÿсемпе саламсем те йышлăн пичетленеççĕ. Çакă та питĕ кирлĕ: ял çыннин кил хуçалăхĕнче мĕн сутмалли, мĕн туянмалли пур - тÿрех район хаçатне ярса тытать. Унти пĕлтерÿсем тăрăх выльăх-чĕрлĕх, качака сутма та, килте усранă сысна, ĕне какайĕ туянма та, пĕр сăмахпа каласан, кирек мĕнле ыйту сиксе тухсан та татса пама пулать. Район хаçачĕ килте ларсах суту-илÿ тума майсем туса пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Саламсене вуласан вара паллакансен, тус-юлташсен, тăвансен юбилейĕ çитнине, вĕсене ачи-пăчи хисеплесе саламланине вулама кăмăллă. Районти кашни хыпар - кун-çул историйĕ. Вăл ĕмĕрсем хушши упранать. 85 çул тухса тăракан хаçата районти кашни çемьерех илсе тăмалла. Унăн хакне пăхса тăмалла мар.
Любовь ИВАНОВА, пенсионер. Таяпа Энтри ялĕ:
- «Елчĕк ен» хаçат маншăн уйрăлми çывăх тус, унран малашне те уйрăлмăп. Кашни юнкун тата шăматкун куç пек кĕтетĕп эпĕ ăна. Район хыпарĕсене пуринчен малтан тата тĕп-тĕрĕс пĕлтерет вăл. Пур ÿсĕмри вулакан валли те усăллă информаци тупма пулать.
Тăван хаçата çырăнма укçа-тенкĕ хĕрхенсен район халăхĕн шухăш-кăмăлне те туяймăн, районти лару-тăрăва та пĕлеймĕн.
Антонина ОСИПОВА, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисем вăхăтлăх пурăнакан çуртăн ертÿçи:
- Хаçат Интернет ĕмĕрĕнче те хăйĕн сумне çухатмасть, информацин тĕп çăлкуçĕ пулса тăрать. Мĕншĕн тесен Интернетри пин-пин страница хушшинче тĕрĕс те пахалăхлă информацие шыраса тупма сахал мар вăхăт кирлĕ. Киревсĕр сайтсен витĕмне лекес хăрушлăх та пысăк.
Ал айĕнчи хаçата вара яланах чунпа киленсе вулатăп. Мĕншĕн тесен тăван район çитĕнĕвĕсем, çыннисем пирки хыпарлать. Юратнă хаçата хальлĕхе йÿнĕрехпе çырăнма май пуррине вуласанах почтальонпа тĕл пулса, алла квитанци илтĕм.
Источник: "Елчĕк Ен"