Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх эткерне упраççĕ ("Елчĕк Ен")

25 марта 2017 г.

Халăх эткерне упраççĕ ("Елчĕк Ен")

«Шанăç» фольклор ушкăнĕ Вырăскассипе Çуткÿл ялĕсенчи çынсене пĕрлештерсе тăрать. Коллектив 1970 çулсенчех пуçланса кайнă. Ăна пуçарса яракансем аслă ăрури учительсем пулнă. 2006 çулта ушкăн халăх ятне тивĕçрĕ. Кашни виçĕ çултан çак ята хÿтĕлесе пыратпăр. Коллектива тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем çÿреççĕ. Пирĕн туслă йышра мăшăрпа чылай çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан çемьесем ытларах. Николайпа Галина Кирилловсем, Алексейпе Светлана Кирилловсем, Владимирпа Елена Никифоровсем, Алексейпе Леонила Лакачевсем, Эдуардпа Алина Красновсем, Анатолипе Александра Семеновсем, Юрийпе Галина Вековсем, Сергейпе Валентина Холодновсем, Герасимпа Евгения Корниловсем 10-15 çул пултарулăх ушкăнĕнче. Александра Кириллова, Мария Кузнецова, Людмила Ильина тивĕçлĕ канăва тăван хуçалăхра тăрăшса тухнă. Вĕсем те куракансене чылай çул хăйсен илемлĕ сассипе тыткăнлаççĕ. Геннадий Веков вара пирĕн йыша хутшăнни тăватă çул. Вăл нумай çул ял совет председателĕнче тăрăшнă. Хальхи пурнăçри кулăшла самантсемпе савăнтарма тăрăшать вăл. Алина Новикова, Елена Аверьянова, Светлана Фомина, Елена Векова, Рада Федорова, Надежда Волкова, Венера Максимова, Лариса Векова, Раиса Векова, Валентина Лисицына, Роза Цапырина, Ольга Иванова, Тамара Быкова, Валентина Васильева та коллективри харсăр çынсем. Тăваттăмĕш çул коллектива Иван Шурбин аккомпаниатор ертсе пырать. «Шанăç» фольклор ушкăнĕ анатри чăвашсен йăли-йĕркине упраса хăварас тесе тăрăшать. Унăн репертуарĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ. Хамăр енчи хăна, туй, салтак, вăйă, улах, ниме юрри-ташши, такмаксем уйрăмах нумай. Чылай юрра ялти ватăсенчен çырса илнĕ.

Пултарулăхпа ăсталăха çулран-çул ÿстерсе регионсем хушшинче, республикăра, районта, ял тăрăхĕнче иртекен фестиваль-конкурссене, куравсене тăтăшах хутшăнатпăр. Пĕлтĕр Чулхула облаçĕнчи Городец хулинчи Пĕтĕм Раççей фольклор коллективĕсен «Зеленые святки» фестивале хутшăнтăмăр. Çавăн пекех чăваш наци телерадиокомпанийĕ йĕркеленĕ регионсем хушшинчи «Иксĕлми çăлкуçсем», «Чăваш ахах-мерченĕ» фольклор уявĕсенче те хамăр енчи юрă-ташăпа савăнтартăмăр.  Республикăри «Ылтăн çÿпçерен» фольклор уявĕнче те пултăмăр.

Культура çуртĕнче  тăтăшах репетици, тĕрлĕ мероприяти иртет. Çак кунсенче арçынсен ушкăнĕ республикăри «Атăл ывăлĕсен юрри-ташши» фестивале хутшăнать.

А.КРАСНОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

 
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика