22 марта 2017 г.
22 марта 2017 г.
Каç енне юн пусăмĕ пысăкран эмел ĕçрĕм. Çапах пулăшмарĕ. Вăхăт иртсен каллех юн пусăмĕ хăпарчĕ. Çапла çурçĕр иртнине пăхмасăр Татьяна Сусликова фельдшерицăна шăнкăравларăмăр. Татьяна Николаевнăпа мăшăрĕ фельдшер пунктне кайса мана кирлĕ эмелсем илсе килчĕç. Сăмах май каласа хăварам, Николай Михайлович арăмне çĕрле пĕччен кăларса ямасть. Унпа пĕрле арçын та пулăшăва васкать. Укол тунă хыççăнах хама аван туйма пуçларăм. Чун-чĕре тавне нимĕнле сăмахпа та каласа параяс çук.
Пĕчĕк мар Курнавăш ялĕ. Лăпкă, пĕр шухăшсăр çывăрса кураять-ши пирĕн фельдшерица? Куллен ял халăхĕн сывлăхĕшĕн тимлет вăл. Унпа пĕрле Ольга Егорова фельдшерица та ĕçлет, анчах вăл Тăрăм ялĕнчен пулнă пирки çĕрлехи пулăшăва Таньăнах кайма лекет. «Вăхăт çук-ха, ку манăн ĕç мар», - тенине нихăçан та илтмен унран. Чирлесе ÿкнĕ кашни çын патне васкать вăл. Ял халăхĕ ăна ырă кăмăлĕшĕн, çепĕç чĕлхишĕн хисеплет.
Таня Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çынна пулăшас, ырă тăвас кăмăл ăна медицина пĕлĕвне илме хистенĕ. Медучилищĕре Курнавăшри Надежда Корниловăпа пĕрле вĕреннĕ. Курнавăша тантăшĕн туйне килсен ялти ырă чунлă та маттур каччă Таньăна пĕрре курсах юратса пăрахнă. Икĕ уйăхран çамрăксем çемье çавăрнă.
Пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ Сусликовсем. Юратса, килĕштерсе пурăнакан çемьере ачисем те, ашшĕ-амăшĕ пекех, сывлăхлă, сăпайлă, пултаруллă. Мĕн пĕчĕкрен вĕсем спортпа туслă ÿснĕ. Пĕринчен тепри шашка-шахматла, футболла выляма ăста, кире пуканĕ, штанга йăтма пултаруллă, йĕлтĕрпе, çуран чупма та маттур. Тăваттăмĕш ывăлĕ Артем ялти шкулта вĕреннĕ чухнех спорт мастерĕн кандидачĕн нормине тултарнă. 9 класс хыççăн Мускаври Олимп резервĕн училищинче вĕреннĕ. Унтан физкультурăпа спорт институтне пĕтернĕ. Халĕ хăй вĕреннĕ училищĕрех тренер пулса ĕçлет. Вăл Раççей спорт мастерĕ.
Татьяна Николаевнăпа Николай Михайловичăн ачисем пурте аслă пĕлÿ илсе хăйсен пурнăçри ĕç-хĕлне тупнă. Шупашкарта пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ хăйсем аллипе туса лартнă пысăк çуртра иккĕшĕ кăна. Ачисем уявсене тăван киле пухăнаççĕ.
Таньăна пенсире тесе никам та калаймĕ. Çамрăк хĕр уттипе васкать вăл яланах. Кил хуçи хĕрарăмĕн çуртĕнче те типтерлĕ.
Урамра ларнă чухне Таньăн хунямăшĕ, Нина аппа, кинне яланах мухтатчĕ. 90 çула кăшт кăна çитеймен ватăна ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем лайăх пăхатчĕç. Пĕр-пĕрне çемьере хисеплени, юратни, пулăшса пыни, çын хисепĕ телей мар-и вара? Тата мĕн кирлĕ-ха çынна пурнăçра?
Д.СМИРНОВА.
Сăнÿкерчĕкре: Сусликовсем.
Источник: "Елчĕк Ен"