Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акă çитрĕ çуркунне те… ("Елчĕк Ен")

01 марта 2017 г.

Акă çитрĕ çуркунне те… ("Елчĕк Ен")

Çуркуннен пĕрремĕш кунĕсем çитичченех хĕвел çÿлерех кармашни сисĕнчĕ, сăрт çинчи юра тем самантра хура тĕс çапрĕ, урамсенче шыв та кÿлленме пуçларĕ. Нарăс икĕ питлĕ: сивĕ те, ăшă та илсе килет. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче районта Хĕле ăсатни - Çăварни уявĕ иртрĕ.

Физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен «Улăп» спорт комплексĕ умĕнче халăх самаях пухăннă. Çăварни юрри-кĕвви инçете-инçете янăрать. Ушкăн-ушкăн вăйă картинче чăваш, вырăс ташшисене ташлаççĕ. Кунтах сăмсана шашлăк шăрши  кăтăклать. Çуллă икерчĕпе, вĕри чейпе сăйланаççĕ уява килнĕ çынсем. Юрпа хутăш çумăр çунине пăхмасăр уяв кĕреки яланхиллех хаваслă та шавлă.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин ачасен правин уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, районти хĕрарăмсен, ашшĕсен канашĕсен ертÿçисем Евгения Михайловăпа Юрий Смирнов саламласа ырлăх-сывлăх, телей, çурхи кунсене тулли кăмăлпа кĕтсе илме ăнăçу сунчĕç. Елчĕкри «Варкăш» ансамбль, Патреккелĕнчи, Тÿскелĕнчи, Аслă Елчĕкри, Аслă Таяпари, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Курнавăшри, Çĕнĕ Пăвари, Кĕçĕн Таяпари, Аслă Пăла Тимешри, Тăрăмри фольклор ушкăнĕсем Çăварни, туслăх, юрату, тăванлăх юррисене çепĕççĕн шăрантарчĕç. Уйрăмах Сăрьелĕнчи Зевдет Салахутдиновпа «Пăла» фольклор ушкăнĕ «Тăван ен» юрра  виçĕ чĕлхепе - тутарла, чăвашла, вырăсла юрлани килĕшрĕ. Елчĕкри ултă çулхи Ульяна Патшина та уява илем кÿчĕ тесен йăнăш мар. Юрлама кăна мар, кашни кĕвĕпе ташлама та маçтăр хĕрпĕрчи. Пултарулăхĕпе тыткăнларĕ вăл пурне те.

Çÿçеллĕ хитре тутăрсем çыхнă хĕрарăмсен кăмăл-туйăмĕ нихçанхинчен илĕртÿллĕ. Арçынсене хулран çавăтаççĕ те вăйă картине тăратаççĕ. Эх, ташларĕç вара урисене ăшăтмалăх. Хĕллепе Çуркунне «çапăçаççĕ», кунĕ самаях сивĕ-çке. Анчах шел, район центрĕнче ĕлĕкхи пек лаша кÿлсе катаччи чупакансем пулмарĕç.

Халăх вăййинче тупăшакансем вара йышлăн. Çамрăкки те, ватти те хăйне тĕрлĕ енчен тĕрĕслесе пăхрĕ. Музей ĕçченĕсем калуш та ывăттарчĕç, шăпăрпа та чуптарчĕç... Çĕнтерÿçĕсене пĕчĕк парнесем те парса чысларĕç.

Çирĕп йăлана кĕнĕ тăрăх, хĕл каçа пуçтарăннă киревсĕрлĕхе, наянлăха, ытти ырă мар ĕçсене пăрахăçласа, чир-чĕр кайтăр тесе катемпие çунтарса ячĕç. «Çитет, Хĕл, сана хуçаланма. Çăварнине ăсататпăр, хĕвел ăшă çутине кĕтетпĕр. Пысăк савăнăçпа, пысăк хисеппе килсем, Çуркунне», - тет ĕçчен Елчĕк халăхĕ. Юр ирĕлнĕçемĕн алăран ĕç пушанаймĕ хресченĕн. Кăçал ашшĕ-амăшĕн, ывăл-хĕрĕн пурнăçа кĕртмелли тĕллевсем пысăк: Экологи çулталăкĕнче хамăр пурăнакан кил-çурта, тăван яла, района тата илемлĕрех тăвасчĕ тесе тăрăшмалла.

...Акă çитрĕ çуркунне те,

Паллă ĕнтĕ вăл пурне те.

Çуркуннене кĕтсе илме

Сывлăх сунап Елчĕксене... -

кашни çыннăн чун-чĕринче шăранать илемлĕ те çепĕç юрă.

«Çăварни, Çăварни, каялла çаврăнсам, тепĕр çул татах килсе çаврăнсам», - тесе хаваслăн кăшкăрса Хĕле ăшшăн ăсатрĕç пухăннисем.

Çĕнĕ Пăва. Çак тăрăхра пурăнакансем Хĕле ăсатма ялти культура çурчĕ умне пуçтарăннă. Ентешсене Çăварни уявĕпе районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Алина Васильева, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ирина Титова саламланă. Уявра ял çийĕн савăк юрă-кĕвĕ шăраннă. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта кашнийĕшĕ хутшăнма тăрăшнă. Юлашкинчен, йăлана кĕнĕ тăрăх, хĕл каçса пухăннă ырă марлăха - катемпие çунтарса янă. Тăватă ял çынни те Çуркуннене тулли кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Кунта лашасене илемлетсе катаччи чупнă.

Кĕçĕн Таяпа. Ял çыннисемшĕн Çăварни питĕ хаваслă та кĕтнĕ уяв. Ача-пăча, ватти-вĕтти тухнă ăна уявлама. Пухăннисем çуллă икерчĕне хăймапа, варенипе, тăпăрчăпа çисе киленнĕ. Купăс сассипе янăратнă илемлĕ юрă-кĕвĕ инçете саланнă. Хĕле пурте тулли кăмăлпа ăсатса Çуркуннене савăккăн кĕтсе илнĕ. Тĕрлĕ хаваслă тупăшусенче вăй виçнĕ ял çыннисен кăмăл-туйăмĕ çĕкленÿллĕ пулнине пытараймăн. Юлашкинчен çамрăксем çунасем кÿлнĕ, лаша пĕккисем çине йĕс шăнкăравсем, пурçăн тутăрсем çакнă, Çăварнине мухтаса юрăсем шăрантарса катаччи чупнă. Çакă вара чăннипех савăнăç кÿрет.

В.СМИРНОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Кĕçĕн Таяпасен икерчийĕсем пит тутлă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика