Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт çĕнĕлле ĕçлеме хистет

02 марта 2013 г.

Районти культурăпа кану учрежденийĕсен иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме тата кăçалхи тĕллевсене палăртма районти культработниксем, ял тăрăхĕсен ертỹçисем Курнавăшри информаципе культура центрне пуçтарăнчĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хутшăнчĕ. Чи малтанах район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Антонина Александрова доклад туса пачĕ. Ăна сỹтсе явса Курнавăшри, Аслă Пăла Тимешри информаципе культура центрĕсен директорĕсем Петр Смирновпа Елена Портнова, районти тĕп библиотека директорĕ Людмила Зайцева, Курнавăшри халăх музейĕн заведующийĕ Алексей Смирнов тухса калаçрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин хăнасене кулленхи пурнăçпа кĕскен паллаштарчĕ.

Халăх пултарулăхĕ

Фойере Курнавăш ял тăрăхĕнчи ал ĕç ăстисен пысăк выставкине йĕркеленĕ. Игорь Турхан çут çанталăка сăнлакан картинăсем ỹкерет, Александра Кузнецова çипрен тĕрлĕ çи-пуç, сувенир çыхать. Оксана Кругловăпа Надежда Кузнецова, Елизавета Мясникова, Надежда Лапина мулинепе, бисерпа тĕрленĕ ĕçĕсене курсан куç алчăраса каять. Илемĕпе хăйсем патне кăчăк туртаççĕ вĕсем. "Асанне арчинчи пуянлăх" тесе палăртнă ĕçсем те кăмăла çĕклеççĕ. Утмăл-çитмĕл çул каялла тĕрленĕ пит шăллисемпе турăм каррисене, хăйне евĕрлĕ кавирне чăн-чăн пысăк мул вырăнне хума пулать. Чылай вăхăт иртнĕ пулсан та тĕсне çухатманскерсене 80 çула çывхарса пыракан Ольга Шумилкина çамрăк чухнех тĕрленĕ.

Халăх йышлă пухăнакан уявсенче Елчĕксем çеç мар, хăнасем те Лаш Таяпари Петр Теренинăн йывăçран касса ăсталанă, эрешленĕ, Элекçей Тимешри Борис Пятаковăн, Кавалти Валерий Теллинăн тата ыттисен ĕçĕсемпе кăсăкланаççĕ.

Культура ĕçченĕсем мĕн авалтан пыракан йăла-йĕркене упрассинче, вĕсене малалла аталантарассинче, ялти ватăпа ача-пăчана сцена çине илсе тухассипе юлашки çулсенче тăвакан ĕçĕ питех те курăмлă.

 Иртнĕ çул çĕр-шывра Раççей историйĕн çулталăкĕ пулнă май, район шайĕнчи паллă пулăмсене халăх асĕнче юлмалла хатĕрлесе ирттернĕ. Районти культура учрежденийĕсенче (библиотекăсемпе пĕрле) 296 пултарулăх ушкăнĕ шутланнă, вĕсенче 4651 çынна явăçтарнă. Çавăн пекех халăх пултарулăх кружокĕсен йышĕ çулсерен ỹсет. Çакна палăртма кăмăллă: унччентерех кружоксем ытларах хут çинче çеç шутланнине лайăх кураттăмăр. Юлашки çулсенче вĕсен йышĕ 208 çитнĕ, халĕ вĕсем ытларах та ытларах аталанни куç кĕрет. Район шайĕнчи конкурс-фестивальсене ачасем кăна мар, пенсионерсем хутшăнни тата савăнтарать. Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ кинемисемпе стариксем ватлăхра хăйсен пултарулăхне сцена çинче кăтартма тухниех пĕр пысăк утăм. Çакă культработниксем ял çыннисене культурăпа ăсталăх, информаци тĕлĕшĕнчен мĕн кирлипе туллин тивĕçтернин пысăк çитĕнĕвĕ тесен те йăнăш мар. Мĕншĕн тесен Елчĕксем юрлама, ташлама, ал ĕç тума такамран та маçтăртарах. Ташă, театр, эстрада ушкăнĕсем вăйлă аталанса пыни паха. Уйрăмах Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи ветерансен "Туслăх" хорĕ, ачасен "Радуга" эстрада студийĕ, "Варкăш" ансамблĕ, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи "Çирĕк", Яманчỹрелĕнчи "Эткер", Тăрăмри "Алмантай", Вырăскассинчи "Шанăç", Сăрьелĕнчи "Дуслык", Аслă Елчĕкри "Çеçпĕл çеçкисем" фольклор коллективĕсем куракансем кăмăллакан ушкăнсем пулса тăчĕç. Патреккелĕнчи 90 çулхи халăх хорĕ хăйĕн сумлă ятне çулсерен çỹллĕрен те çỹле çĕклет. Раççей, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса тĕрлĕ шайри дипломсене тивĕçнĕ пултарулăх ушкăнĕсем. Пĕлтĕр "Хавхалану çăл куçĕсем" смотр-конкурсра кăна 500 ытла çын сцена çине тухнă. Драма коллективĕсене те 500 ытла артист çỹренĕ. Агитаципе культура бригадисен "Истори кустăрми" смотр-конкурсĕ те иртнĕ çул çỹллĕ шайра иртнĕ. Тăрăмсем ку енĕпе чи пултаруллисем пулнă.

Саманине кура юлашки çулсенче культура учрежденийĕсем çумĕнче сывлăха çирĕплетмелли клубсем аталанни те кăмăла çĕклет. Кавалти, Лаш Таяпари, Аслă Пăла Тимешĕнчи спорт залĕсенчен халăх татăлмасть. Аслă Пăла Тимешĕнчи "Кăвакарчăн" вырсарни шкулĕн кружокĕ те ырă та сăваплă ĕçпе таврана саланнă.

Районти икĕ халăх музейĕ çулсерен тĕрлĕрен куравсем йĕркеленипе пĕрлех фондсене çĕнетсе тăрассипе тимлет.

Илемлĕн ялкăштăр культура вучахĕ

Районти модернизациленĕ тăватă культура учрежденийĕ çĕнĕлле ĕçлеме пуçланăранпа палăрмалла ỹсĕмсемпе савăнтарать. Вĕсем республикăри конкурссенче те малтисен йышĕнче. Çĕнетнĕ, хальхи йышши оборудованисемпе пуянланнă, ĕлĕкхилле, ячĕшĕн тăрăшассине пĕтернĕ коллективсем ял çыннисем валли çĕнĕрен те çĕнĕ мероприятисем йĕркелеççĕ, талантсене тупса палăртса вĕсене хăйсем патне явăçтарас тесе тимлеççĕ. Ĕçе çĕнĕлле йĕркеленĕ май тỹлевлĕ мероприятисем те сахал мар йĕркелеççĕ. 2012 çулта культура учрежденийĕсен бюджет тулашĕнчи тупăшĕ 815 пин тенкĕпе танлашнă. Район тĕрлĕ оборудовани туянма 93,4 пин тенкĕ, юсав ĕçĕсем ирттерме 185,2 пин тенкĕ уйăрнă.

Канашлура культработниксен ĕçне вăтам хак пачĕç. Çулталăк тăршшĕнче 15 хутчен семинар ирттернĕ, вĕсене 785 çын хутшăннă. 45 культработник тавра курăмне республика шайĕнче ỹстернĕ. Анчах, мĕн пытармалли, çак сферăра культурăран пач айккинче тăракан çынсем те çук мар-ха. Районта ятарлă пĕлỹ илнĕ культура ĕçченĕсем сахал.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин калашле, "эпир хамăр пĕр клуб та туса курман, пуррине юхăнтарас марччĕ" тенине çирĕплетсе директорсем пысăк та çутă, илемлĕ, ăшă культура учрежденийĕсене лайăх тытса тăрасчĕ тесе çанă тавăрса вăй хунине курса ĕненетĕн. Çăмăл мар вĕсене паян. Çапах нăйкăшакан клуб директорне тĕл пулаймастăн, пурте малалла талпăнаççĕ. Анчах аслă е ятарлă вăтам пĕлỹллĕ музыкантсем (вĕсем ертсе пымалла-çке пултарулăх ушкăнĕсене) çукки пысăк чăрмав кỹни куç кĕретех. Аслă Елчĕке концерт курма каятăн-и е Курнавăша... купăсçи пĕр çынах. Мĕнле, мĕнпе те пулин илĕртсе килмеллех музыкантсене хамăр тăрăха!

 Çавăн пекех Николай Миллин çамрăксем валли каçхи кану каçĕсем йĕркелемелли сĕнỹ-канашсем те сахал мар пачĕ. Пуçаруллисем, çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртсе çамрăксене хăйсем патне йыхăрас текенсем, ырă сĕнỹсене шута илеççех пулĕ.

Ĕçре палăрнисене Тав хучĕсемпе, дипломсемпе чысланă хыççăн Курнавăш ял тăрăхĕнчи юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе чун-чĕресене тыткăнларĕç.

 В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: куравран пăрăнса иртме çук.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика