Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхпе тус пулсан ырри патне çул тупан

27 февраля 2013 г.

Çĕнĕлĕхпе тус пулсан ырри патне çул тупан

 "Колос" ял хуçалăх предприятийĕ хăйĕн пысăках мар кун-çулĕнче тĕрлĕ лару-тăрура пулса курчĕ. Унчченхи "Урожай" колхоз сапаланнă тапхăрта пĕр ялтах пурăнакансем е юнашарти тăвансемех хăйсем ăçталла каясси, мĕнле йышши çĕнĕ хуçалăх йĕркелесси пирки самаях пуç ватрĕç кăна мар, пĕр-пĕринпе хирĕçкелесе те пăхрĕç.

Апла пулин те темиçе теçетке çемье, хăйсен теветкеллĕхне тата хăюлăхне пухса, пĕр йыша пухăнчĕç те малашлăха пĕрле çул хывма калаçса татăлчĕç. "Эпир ĕçлеме пултарайман эртелтен мар, пирĕн алăсем çирĕп",_ терĕ вĕсенчен пĕри çирĕппĕн.

"Пăхăпăр-ха, кам кама çĕнтерет?!" - илтĕнчĕ темле хăюллă арçын сасси клубра йышлăн пухăннисен хушшинчен.

Çакăн пек ыйтма-кăшкăрма сăлтавĕ те пулнă-мĕн. "Колос" ЯХПКна лекекен çĕрсен самай пайĕ шурлăхлă вырăнта вырнаçнă. Фермăсенчи вите-хуралтăсем те хăтлăхпа савăнтарман. Унти выльăх-чĕрлĕх те, тĕрĕсрех каласан, суйланчăк тенĕ пек кăна. Йышĕпе те мухтанмалли çук: икĕ çĕре яхăн сысна та темиçе ĕне кăна. Çитменнине пайлавçăсем çĕнĕ хуçалăх çине икĕ миллион тенке яхăн парăм "çаклатса янă".

 - Атăл хĕрне çитмесĕр аттăра ан хывăр-ха, - лăплантарнă "Колоса" кĕме-пĕрлешме шутланă тусĕсене çĕнĕ ертỹçĕсем. Вăл шутра унччен пысăк хуçалăхра хăйне тĕрлĕ ĕçре кăтартнă Николай Зайцев. - Пĕр-пĕрне ăнланса, алла-аллăн тытăнса вăй хурсан "шанчăк кайăкне" хамăр алăпах ярса тытăпăр...

Унтанпа Çĕнĕ Пăвана тата кỹршĕллĕ пĕчĕк ялсене пайласа юхса иртекен Кĕçĕн Пăла тăрăх сахал мар шыв-шур юхса иртнĕ ĕнтĕ. Çынсем те палламалла мар улшăнчĕç. "Колос" малашлăхне шанманнисем кỹршĕри ытти хуçалăхсене куçни те, урăх çĕре тапса сикни е ютра вăрăм укçа çапма пĕрре мар хăтланса пăхни те пулчĕ. Хăшĕ-пĕри паян та "Колос" юхăнасса кĕтет...

 - Мухтав Турра, хуçалăх иртнĕ çула унчченхинчен те пахарах кăтартусемпе вĕçлерĕ, - çирĕппĕнех пĕлтерчĕ вун икĕ çул пĕр улшăнмасăр председательте тăрăшакан Н.В.Зайцев çирĕп кăмăлпа. Чи палăрăмлă пулăм - пурлăхпа техника никĕсĕ малаллах çирĕпленсе пырать. Хуçалăха йĕркеленĕ чухне миллион-миллион тенкĕпе танлашнă парăм вырăнне çулсеренех сахал мар таса тупăш хутшăнать. 2012 çула икĕ миллион тенке яхăн услам илнипе вĕçлерĕмĕр.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ П.И. Тремасов та, отчетлă пухăва хутшăннăскер, хуçа сăмахĕсемпе пĕтĕмпех килĕшрĕ: çĕнĕлĕхсемпе ăста усă курни, малашлăха курса ĕçлени çулленех сулмаклă утăмсем тума пулăшать. Çак сăмахсене итлекенсен сăн-пичĕ те савăнăçпа çуталчĕ: "Ывăнма пĕлмесĕр тар тăкнин усси пурах çав".

 ...Ертỹçĕпе специалистсене тата пĕчĕк ушкăнлă фермăсенче ĕçлекенсемпе кивĕ техникăпа ака-суха тăвакансене хуçалăх йĕркеленĕ малтанхи çулсем уйрăмах йывăра килчĕç. Ĕнесене улăм сарнă кивĕ ангарта усрани те, кивçенле çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тата саппас пайсемпе усă курса ака-суха туни те пулнă. Çапах та ыранхине ĕненекенсем алă усман - пĕтĕм вăйран тăрăшнă, йывăрлăхсенчен хăтăлса пынă. Ĕç укçи вăхăтра илеймен тапхăрта та чăтнă.

Халĕ... Хирте темиçе миллион тенкĕлĕх тỹлесе туяннă ака-суха агрегачĕсем ĕçлеççĕ. Ку чухнехи, пысăк сортлă вăрлăхсене им-çамласа çĕре варăнтарма вун çынран та каярах ĕлкĕрет. Пĕр вăхăтрах темиçе операци (суха ĕçĕ, вăрлăха удобренипе хутăштарасси, акасси, çĕре якатса катокласси) тунине пула ĕç вăйĕ те, вăхăт та, ытти тăкаксем те темиçе хут чакаççĕ. Унччен çур аки тума çирĕм-вăтăр тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсем кайнă пулсан, паян унăн пиллĕкмĕш пайĕ те çитет. Саппас пайсем туянассинче те пин-пин тенкĕ перекетленет. Ахальтен мар ĕнтĕ хуçалăхри ака комплексĕпе усă курса пулăшма ыйтакансем кỹршĕре кăна мар, Комсомольски районĕнче те пур.

Çĕр тухăçлăхĕ те илĕртет чылайăшне. Çĕнĕ йышши ака комплексĕ хире тухсан хăш-пĕрисем вырăнти механизаторсем ăна йĕркелеме (регулировка тума) те пĕлмеççĕ теме те пăхрĕç. Хирте йăвă та тухăçлă тырă çитĕнчĕ те (хăш-пĕр культурăсем гектартан 50 центнер ытлашшипех тухрĕç) чăн кăтартусене ĕненесшĕн маррисем тупăнчĕç. Çав вăхăтрах кооператив паха тыр-пулпа утта лайăх вырнаçтарса виçĕ миллион тенке яхăн таса тупăш илчĕ.

Пытарма кирлĕ мар, выльăх-чĕрлĕх фермисен тупăшĕ кăмăла тивĕçтермест-ха. Çав вăхăтрах тулăх, тутлăхлă апатпа тăрантаракан ĕнесем нумай сĕт панипе районĕпех палăрни те пулман мар. Çулталăкра кашни ĕнерен сĕт сăвассине 600 килограмм таран ỹстерсе пăх-ха! Кооператив членĕсем хăюллăнах сĕтпе аш-какай пахалăхне тĕпрен лайăхлатма, сыснасен йышне кăçалах 15-20 процент, сăвакан ĕнесен хисепне 1,5-2 хут таранчченех ỹстерме тĕллев лартаççĕ. Çакна тума вара никĕсĕ çителĕклех. Хуçалăх пĕр çул хушшинчех 230 пуç мăйракаллă шултра выльăх усрамалли ку чухнехи хăтлă вите çĕклесе лартма, сăвăм залĕ (унта Европăра палăрнă Итали хатĕр-хĕтĕрне вырнаçтарнă) тума мехел çитернĕ. Вите-комплекс патне çулне те кĕске вăхăтра хывма ĕлкĕрнĕ.

 - Анчах хальлĕхе пирĕн вăтам ĕç укçи районти малта пыракан "Прогресс" тата "Комбайн" хуçалăхсеннинчен чылай пĕчĕк-ха, - пăшăрханăвне пытармасть Николай Васильевич ертỹçĕ. - Çакă çине-çинех çĕнĕ техникăпа оборудовани туяннипе, хăтлă вите-хуралтă тунипе çыхăнчĕ. Анчах çирĕп никĕс пуррине тата ĕçченсен хастарлăхне шанса кăçалах ăна 1,5-2 хут таранчченех хăпартма шутлатпăр. "Шанмалла мар пек-и? - ыйтрĕ вăл пире куçран пăхса. - Ĕненмесен çул пĕтмĕшĕнче килсе курăр. Тепĕр тесен...пире миллион-миллион тенкĕ тăракан хăватлă та тухăçлă техника туянса ăста усă курасса , хамăрăн укçа-тенкĕпе, хамăр вăйпа (чăн та каярахпа кивçен илме май килчĕ) кĕске вăхăтрах ку чухнехи выльăх комплексĕ туса хута ярасса ĕненменнисем те пулчĕç. Анчах, хăвăрах куратăр, куç хăрать те ал тăвать. Кооперативра ĕçрен хăракансем, алран кайиччен текенсем çук. Ферма заведующийĕ Игорь Бобров, Оксана Павленкопа Ирина Боброва ĕне сăвакансем, Валентина Аверкиева пăру ỹстерекен, Луиза Козлова сысна пăхакан, Ирина Смолина ветеринар, пур ĕçе те хутшăнма ĕлкĕрекен Раиса Алексеева пек хастар çынсене уйрăммăн тав тăвать председатель. Бухгалтерире тăрăшакансем те хăйсен тĕп ĕçĕнчен пуçне таçта та çитме, темле ĕç те тума ĕлкĕреççĕ.

Хăйĕн çумĕ, ăста йĕркелỹçĕ Леонид Пупин, Алексей Андреевпа Евгений Васильев, Алексей Зайцев механизаторсем, ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен, çулленех çу тăршшĕпех кооперативра тар тăкакан Александр Зайцев пек çамрăксем ырми-канми тăрăшнипе çĕкленет-аталанать кооперативлă хуçалăх, - пусăмлăн палăртать хуçа.

Анатолий ТИМОФЕЕВ.

Сăн ỹкерчĕкре: акă, иртнĕ çулта кăна выльăх ĕрчетмелли çакăн пек комплекс хăпартса лартрăмăр, - мăн кăмăллăхпа палăртать пуçлăх.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика