06 февраля 2013 г.
«Пуçланă ĕçе вĕçне çитер тата вăл ăнăçлă пултăр!» - çакнашкал чĕнÿпе ĕçлет Елчĕк районĕнчи Курнавăшри информаципе культура центрĕн методисчĕ Ольга Шмелăва. Вăл хăйĕн тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçлать, ертÿлĕх мĕн те пулин хушасса кĕтсе тăмасть: пĕр-пĕр ыйтăва татса памалла чухне вара пуçаруллăскер тĕрлĕ мел сĕнет. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пĕлни хастар хĕре пур çĕрте те пулăшса пырать. Ыттисене ăнланма, кирлĕ чухне пулăшма ăнтăлнăшăн ăна ĕçтешĕсем те, ял çыннисем те хисеплеççĕ.
Ахальтен мар маттурскере 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине пама йышăннă.
Ольга Йĕпреç районĕнче çуралса ÿснĕ, мĕн пĕчĕкрен юрлама-ташлама кăмăлланăран культура тытăмĕнче ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Канашри педагогика колледжĕнче ăс пухнă вăхăтра пикене Курнавăшри информаципе культура центрĕн директорĕ Петр Смирнов Елчĕк тăрăхне чĕннĕ, хăйсене çамрăк специалист кирлине пĕлтернĕ. Хаваспах килĕшнĕ Ольга, 2009 çулта методист ĕçне кÿлĕннĕ.
-Елчĕк тăрăхне пĕр хăрамасăрах килтĕр-и? Палланă хĕрсенчен нумайăшĕ кунти каччăсем ĕлĕкхи йăлапа вăрласа кĕресрен, арăм тăвасран шикленеççĕ вĕт, - шÿтлесе ыйтмасăр чăтаймарăм.
- Çук, хăрамасăрах килтĕм. Çамрăксем мана питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Нумайăшĕ халĕ те пулăшса пырать. Анне малтан эпĕ аякри района суйласа илнĕшĕн пăшăрханатчĕ, халĕ вара аттепе иккĕшĕ манăн çитĕнÿсемшĕн савăнаççĕ, - йăл кулать Ольга Шмелăва.
- Çамрăксем яла питех юласшăн мар. Хулара ĕç тупас шухăш сирĕн те çуралман-и?
- Халĕ ялти условисем те хулари пекех лайăх вĕт. Газ та пур, шыв та, çыннисем те ырă. Çамрăксем çакна шута илменни, çуралнă тăрăхрах юлма тăрăшманни чăнласах пăшăрхантарать. Чылайăшĕ ку утăма ялта ĕç çукран тăвать, - чунне уçать çамрăк специалист.
Вăл ялти пĕр кинемей патĕнче хваттерте пурăнать. Паллах, хăйне ятăн уйрăм кĕтес пултăр тесе ĕмĕтленет. Ольга баян лайăх калать, хитре юрлать тата илĕртÿллĕ ташлать, хăй мĕн пĕлнине ачасене, 15-24 çулти çамрăксене, аслисен кăмăл пулсан - вĕсене те, вĕрентет. Методист информаципе культура центрĕнче пилĕк кружок ертсе пырать, çав шутра эстрада юрри те, хореографи те, драма кружокĕ те пур. Кирек кама та йăл кулăпа кĕтсе илекенскер кашнин пултарулăхне туллин уçма тăрăшать. Кирлĕ чухне хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтать. Уçă чунлăскер патнелле шкулта ăс пухакансем те туртăнаççĕ. Вăл вĕренекенсемшĕн - чăнласах та ырă тĕслĕх. Ольга районти тата республикăри конкурс-фестивале час-часах хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Культура тытăмĕнче тăрăшаканăн кăнтăрла çеç мар, ытларах каçхи вăхăтра ĕçлемелле. Унсăр пуçне канмалли кунсенче, уявсенче те концертсене е ытти мероприятие хутшăнма тивет. Çапах çакăншăн кăмăлсăрланмасть ывăнма пĕлменскер, халăха юрă-ташăпа савăнтарни хăйне хавхалантарнине палăртать. Мал ĕмĕтлĕскере Курнавăш ял тăрăхĕн тата Елчĕк район пуçлăхĕсен, республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă.
О.Шмелăва тунă çитĕнÿсемпе çеç лăпланса лармасть. Хальхи вăхăтра вăл аслă пĕлÿ илет: И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче психологипе педагогика факультетĕнче вĕренет. Хăйне пулăшса-хавхалантарса пынăшăн пике центр директорне Петр Смирнова тата Раиса Горшкова библиотекаре чĕререн тав тăвать.
- Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине пĕлсен питĕ савăнтăм. Ку укçана халех илесшĕн мар-ха, çулталăк вĕçĕнче унпа хам валли асăнмалăх парне туянас тетĕп, - ĕмĕтне пытармасть çамрăк.
Источник: "Хыпар"