29 января 2014 г.
Курнавăшри информаципе культура центрĕ юлашки пилĕк çулта районти конкурссемпе смотрсенче 89 хут малти вырăна тухнă. Республика шайĕнчи "Мехел", "Ташша яра пар", "Кĕмĕл сасă" тата ытти конкурс-фестивальсенче нумай хут çĕнтернĕ. Центра пилĕк хутчен районти чи лайăх культурăпа кану учрежденийĕ тесе йышăннă. 2012 çулта "Чăваш Республикинчи ялта вырнаçнă чи лайăх культурăпа кану тĕслĕх учрежденийĕ" ята тивĕçнĕ. Иртнĕ çул ЧР Культура министерствин 100 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ.
Курнавăш ял тăрăхĕнче 2880 çын пурăнать. Вĕсен канупа культура ыйтăвне пирĕн тĕслĕх информаципе культура центрĕ тивĕçтерет. Унăн филиалĕсем - Çĕнĕ Пăвари тата Вырăскассинчи клубсемпе вулавăшсем, Курнавăшри историпе тавра пĕлỹ халăх музейĕ. Центрпа унăн филиалĕсенче 38 кружокпа студи ĕçлет.
Центр "тĕслĕх" ята иличчен 21 кружок çеçчĕ. Халĕ пултарулăх ушкăнĕсене тĕрлĕ ялти 696 çын çỹрет. Шкул ачисемпе ĕçлессине те хамăрăн тĕп тивĕç тесе шутлатпăр. Вĕсем валли 13 кружок йĕркеленĕ. "Çамрăк тавра пĕлỹçĕ", "Театр тĕнчинче", "Керменкке", "Калейдоскоп", "Шăпăрлансем", "Çуткỹл" тата ытти те. Çамрăксемпе ваттисем валли "Шуçăм", "Янра, юрă", "Шăпчăк" хорсене, "Юрлар, тăван" фольклор ушкăнне, "Шанăç" халăх фольклор ушкăнне, "Грация" ташă студине, ал ăстисен "Ăстапи" тата "Пурнăç илемĕ" çемье клубĕсене уйрăмах кăмăлласа çỹреççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тесе спорт секцийĕсем те йĕркелерĕмĕр. Курнавăшсемпе Çĕнĕ Пăва хĕрарăмĕсемпе хĕрĕсем районти культурăпа спорт фестивалĕнче пĕрре мар çĕнтерни çакна çирĕплетет те.
Фольклор ушкăнĕсен репертуарне ытларах анатри чăвашсен юрри-такмакĕсене, йăли-йĕркине кĕртетпĕр. Улах ларнине, туй тунине, салтака ăсатнине ĕлĕкхи евĕрлех кăтартса паратпăр. Авалхи юрăсене пухас тесе кинемисемпе тĕл пулса çырса илетпĕр. Вырăскассинчи "Шанăç" фольклор ушкăнĕнчи юрă-ташă ăстисем республикăри тĕрлĕ фестивальсемпе конкурссене хутшăнаççĕ. Коллектива районти смотр-конкурссенче тăвăллăн алă çупса йышăнаççĕ. Вĕсем çулсерен халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" фестивальне, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне хутшăнаççĕ. Çĕнĕ Пăвари "Çĕнĕ Пăва чăнкă асламăшĕсем" ушкăн та юлашки çулсенче район сцени çине пĕрре мар тухрĕ, хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕ.
Курнавăш тăрăхĕ, пĕр мухтанмасăр калатăп, "Грация" ташă студийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те таврара ырă ятпа палăрчĕ. Районти культура центрĕсемпе шкул коллективĕсене ултă çул хамăр патăмăра хореографи коллективĕсен "Грация" фестиваль-конкурсне йыхравларăмăр. Унта çулсерен 40 яхăн ушкăн, 300 яхăн çын хутшăнни кăмăла çĕклет. Паян Елчĕк ачисем мĕн тĕрлĕ ташă кăна пĕлмеççĕ-ши? Ташша юратакан çамрăк культурăна лайăх ăнланать. Çакă вара чи пахи.
Ольга Шмелева методист ертсе пыракан ташă ушкăнĕсем республикăри "Пултарулăхна кăтарт" фестиваль-конкурсра палăрчĕç. Елена Цветкова, унсăр ялти пĕр концерт та иртмест, хăй çырнă "Янра, юрă, янра" юррипе эстрада юррисен "Кĕмĕл сасă" конкурсĕнче дипломант пулчĕ. Çĕнĕ Пăвари шкул ачисене ташша вĕрентекен Диана Турхан та маттур. Унăн вĕренекенĕсем кашни çулах - чи пултаруллисем.
Самана таппи вырăнта тỹлевлĕ мероприятисем ирттерме ыйтать. Унсăрăн май та çук. Иртнĕ çул филиалсемпе пĕрле 116300 тенкĕ ĕçлесе илтĕмĕр.
Ял çыннисем библиотекăран тухма пĕлмеççĕ тесен пĕртте йăнăш мар. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Горшкова патне кĕнеке илме кăна мар, информацин ытти çăл куçĕпе, калăпăр, компьютерпа усă курма йышлăн пыраççĕ. Пĕлтĕр библиотекăра нумай тытăмлă центр ĕçлеме пуçларĕ. Çавна май ватăсем ытларах пулăшу ыйтма килеççĕ. Вулавăша пырса çỹрекен çынсене хаçат-журналти çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарма май тупать библиотекарь.
Музейпе кăсăкланса паллашакансем те чылай. Алексей Смирнов ертсе пыракан аваллăх пỹлĕмĕнче виçĕ пин ытла экспонат. Яла килекен хăнасем музей питĕ кăсăклине палăртаççĕ.
Пĕр сăмахпа каласан, информаципе культура центрĕнче тăрăшакансем шанса панă ĕçе юратнипе, яваплăха туйнипе палăраççĕ. В.Доброхотов, А.Краснова заведующисен, З.Шулайкина, Р.Векова библиотекарьсен ĕç стажĕсем те пысăк. Кăçал вара пирĕн тата курăмлă ĕçсемпе палăрмалла, ял çыннин канăвне асра юлмалла йĕркелемелле. Хамăр ĕçпе çынсене савăнтарсан чунра ăшăлăх хуçаланать.
П.СМИРНОВ, Курнавăшри информаципе культура центрĕн директорĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: культработниксен пĕр ушкăнĕ - В.Доброхотов, Р.Горшкова, О.Шмелева, П.Смирнов.
Источник: "Елчĕк Ен"