Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă панă пултарулăх

15 января 2014 г.

Турă панă пултарулăх

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ скульпторĕ Петр Степанович Пупин 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Пултаруллă ентешĕмĕре республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Вăл станокпа тата монументпа тунă нумай скульптура авторĕ.

Петр Степанович 1954 çулта Турхан ялĕнче нумай ачаллă колхозник çемйинче çуралнă. Пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ, ỹкерме тата тĕрлеме юратнă. Тĕрлесси вара хĕр ачасенчен те илемлĕрех пулса тухнă унăн. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан вĕренсе тухсан Балти тинĕс çар флотĕнче службăра тăнă. 1976 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) художествăпа графика факультетне вĕренме кĕнĕ. Пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухнех сăпайлă студента Ю.И.Ксенофонтов скульптор асăрханă. Вăл ăна хăйĕн мастерскойне чĕннĕ. Юрий Иванович уншăн пĕрремĕш учитель пулнă, ăна скульптурăна юратма вĕрентнĕ. 1981 çулта Петр института ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ.

Петр Степанович вĕреннĕ вăхăтри çулсене чăннипех те ăнăçлă тесе шутлать. Мĕншĕн тесен 1981 çулта РСФСР художникĕсен Союзĕн йыхравĕпе вăл Переславль-Залесский хулинчи Д.Н.Кардовский ячĕллĕ Пултарулăх çуртне лекет. Унта çĕр-шыври çамрăк скульпторсем ăсталăхне ỹстернĕ. Кунта вăл скульптурăна, хăй шалта мĕн туйнине формăсенче кăтартас пултарулăха ăнланма вĕреннĕ.

Петр Степанович "пуçлăх" пулма тăрăшман, çапах ăна ĕçтешĕсем час-часах хăйсен ертỹçи пулма суйланă. 1981-1995 çулсенче вăл РСФСР Художество фончĕн Чăваш Енри пултарулăхпа производство комбиначĕн скульпторĕнче ĕçленĕ. 1988 çултанпа СССР художникĕсен Союзĕн, 1993 çултанпа Чăваш художникĕсен Союзĕн членĕ. 1993-1997 çулсенче чăваш художникĕсен Союзĕн правленине ертсе пынă. Общество ĕçне активлă хутшăннă. 2007 çултанпа Чăваш Енри художниксен Пултарулăх Союзĕн председателĕ.

Петр Степанович юратнă мăшăр, тимлĕ атте тата кукаçи. Мăшăрĕпе, Елизавета Евгеньевнăпа, икĕ ача пăхса ỹстерсе, лайăх воспитани парса аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Кукашшĕ мĕн пĕчĕкрен Виктор мăнукне воспитани парассипе те тимлет, ăна чăваш чĕлхине юратма вĕрентет. Вĕсен çемйинче яланах лăпкăлăх, юрату тата пĕр-пĕрне ăнланни хуçаланать. П.С.Пупин мастерскойĕнче чуна пырса тивекен ăшă та чĕрĕ композицисене тỹрех асăрхатăн. Вĕсем кирек кама та тарăн шухăша путараççĕ. Вăл хăйĕн ĕçĕсенче тăван халăх историне хакланине, тăван ене юратнине кăтартать, чăваш чунне уçса парассине тĕпе хурать. Хăйĕн чун-чĕрери шухăшĕсене автор гранит, чул, йывăç, мрамор, гипс, пластилин, тăм çине куçарать. Кашни скульптури хăйне евĕрлĕ илемлĕ пулса тухаççĕ ăста алăллă ентешĕмĕрĕн.

П.С.Пупин республикăри, Раççейри, регионти выставкăсене активлă хутшăнать. Тĕрлĕ хуласенче унăн ĕçĕсенчен ятарлă куравсем йĕркеленĕ. Вăл чăвашсен паллă çыннисен скульптурисене ỹкерессипе палăрнă. Н.Я.Бичурин, И.Я.Яковлев, Н.В.Никольский, П.Е.Егоров, В.И.Чапаев, Çеçпĕл Мишши, Праски Витти (В.П.Петров) тата ыттисен портречĕсем уйрăмах паллă вырăн йышăнаççĕ. Унăн аллипе тунă палăксем те вуншар. Вĕсем Шупашкарта кăна мар, çĕр-шывăн тĕрлĕ хулисене, ялĕсене илем кỹреççĕ. Пирĕн районти Совет Союзĕн Геройĕсен бюсчĕсене те Петр Степанович ăсталанă. Çавăн пекех унăн ĕçĕсем Чăваш патшалăх художество музейĕнче упранаççĕ. Германи, Франци, Турци çыннисем те унăн скульптурисене хăйсен коллекцине пуянлатма туянаççĕ.

Петр Степанович тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Унăн юлашки ĕçĕсене "Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм" выставкăра курма пулчĕ. А.Г.Николаев летчик-космонавт 80 çулхи юбилейне вăл "Андриян амăшĕпе Анна Алексеевнăпа" композици ăсталарĕ.

П.Пупин пĕтĕм пурнăçне пултарулăха халалланă. Чăваш искусствине аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн ăна пĕр хутчен мар Хисеп грамотисем панă. 2006 çулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн ятне тивĕçнĕ. 2011 çулта ăна Раççей Пултарулăх Союзĕн ылтăн медальне парса чысланă.

Петр Степанович пĕрре те ахаль лармасть. Халĕ вăл чăвашсен Пăрттас княçĕн палăкне ăсталас енĕпе ĕçлет. Вăл нумай фигурăллă композици пулмалла. Ăна Шупашкар районĕнчи Хыркасси ялĕнчи çул хĕррине вырнаçтарасшăн. Вĕсемпе Чăваш Ене килекен кашни çын киленме пултарĕ. Çав вăхăтрах скульпторăн ытти шухăшсем сахал мар. Турă панă пултарулăхĕпе Петр Пупин çынсене савăнăç кỹрет, ăшăлăх парнелет.

Çу уйăхĕн варринче Петр Пупин Чăваш патшалăх художество музейĕнче хăйĕн уйрăм выставкине йĕркелеме палăртать.

 

Н.КУЗНЕЦОВА, Чăваш Республикинчи патшалăх истори архивĕн ертсе пыракан архивисчĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика