30 ноября 2013 г.
Курнавăшри Андрей Мясниковпа тĕл пулса калаçнăранпа чунра ăшăлăх хуçаланать. Умри йывăрлăхсене пăхмасăр кашни кун çутипе киленсе, пурнăçа юратса пурăнать вăл. Малашлăх пирки шутласа нумай ĕмĕтленмест, мĕн пуррипе çырлахма пĕлет. Çынна яланах ырă сунать, усалли пирки шухăшлама та пĕлмест. Ачаллах сусăрланнă. Шкулта вĕреннĕ чухне пĕрле вĕренекенсем ăна чăлах пулнине туйма паман. Юлташĕсем, пĕрле вĕренекенсем нимрен те уйăрман. Калăпăр, унăн физкультура урокĕсене тухма та юраман, вăл вара ыттисенчен вăй-халĕпе çемçерех, сывлăхĕ хавшакрах пулнине пăхмасăр мечĕк хăвалама юратнă, сывлăхне çирĕплетме тăрăшнă.
- Ун чухне ачасем эпĕ чăлах пулнине пачах палăртман. Халĕ вара вĕт-шакăр кăна мар, аслисем те сусăррине тỹрех асăрхаççĕ. Чĕрене ыраттаракан сăмахсем калама та пултараççĕ, - тет Андрей çулсем иртнĕçемĕн çын кăмăлĕ хытнине туйнине курса.
"Инкек инçетре мар, çумри енчĕкрех", - тесе ыт ахальтен каламан пулĕ. Пурнăç кукăрĕнче темĕн те курма тивет. Андрея та Турри сыхласа ĕлкĕреймен-тĕр: пĕчĕккĕллех вырăн çинчен ỹкнĕ те мĕн хăйне астума пуçланăранпах больницăра сипленет вăл. Сулахай енне ỹкнĕ пулĕ мăнтарăн: алли те, ури те чăлах. Апла пулин те ялти шкула хавхаланса утнă, 11 класс пĕтернĕ. Унтан газ операторне вĕренсе тухнă. 29 çулхи каччăн çăмăл автомашина пур. Пус çумне пус хушса, кивçен илсе çĕннине туяннă вăл. Йĕкĕт "тимĕр урхамахне" лайăх тытать.
- Шкултах тракториста, водителе вĕрентни пурнăçра питĕ пулăшрĕ. Унсăрăн мана самана таппипе утма çăмăл пулмастчĕ, - тет каччă.
Андрей Елчĕкри сĕт-çу заводĕнче хуралçăра тăрăшать.
- Патшалăх инвалидсене пулăшма тăрăшать. Ĕç тупса пани маншăн телей. Ĕç çынна илем кỹрет, - тет вăл.
Сусăр тесе ашшĕ-амăшĕн ĕнси çине ларман вăл халĕччен. Чăн-чăн арçын пулса епле пулсан та хăй ĕçлесе çăкăр çиесшĕн. Килте те çăмăлрах ĕçсене тума хутшăнать. Картишĕнче ашшĕ-амăшне пулăшать. Петр Леонидовичпа Лидия Алексеевна тăван хуçалăхра вăй хунă. Амăшĕ ветфельдшер, ашшĕ тракторист. Андрея çирĕп сывлăхлă, тĕрĕс-тĕкел ỹссе çитĕнтерейменшĕн нумай куççуль тăкнă вĕсем. Халĕ виçĕ пĕр тăванран Андрей тĕп килте пурăннăран хавас. Унсăрăн пỹрт тĕксĕм. Вăл хаçат-журнал вулама юратать. Тĕнчери, çĕр-шыври лару-тăрупа интересленет. Мясниковсем кашни çулах "Елчĕк ен" тата "Çамрăксен хаçатне" çырăнса илеççĕ. Каччă компьютера та алла илнĕ. Савнă хĕрĕ те пур унăн. Интернет урлă паллашса çыхăну тытаççĕ.
Андрей çынсемпе лайăх хутшăнса калаçать. Юлташсем те сахал мар унăн. Пирус туртмасть вăл, эрех ĕçмест.
- Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшатăп. Сиенлĕ йăласемпе туслашас килмест. Пĕрре çеç пурăнатпăр вĕт, - тет вăл шухăшлăн.
Андрей инвалидсем хушшинче ирттерекен районти конкурссене, ăмăртусене те активлă хутшăнать. Кăçал та спорт фестивалĕнче дартс вăййинче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ вăл.
- Турă мĕн çырнипе пурăнмалла. Шăпа пỹрнинчен иртеймĕн. Малтан-мала сиксе каçма кирлех-ши? - кулянăвне кăтартмасть çирĕп чунлă каччă.
Источник: "Елчĕк Ен"