Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турхансем - Елчĕк енĕн чапĕпе мухтавĕ

20 июля 2013 г.

Чăваш çыруллă литератури XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче йĕркеленсе, иккĕмĕш çурринче хăвăрт аталанса, туптанса та якалса пырать. Хайлавсенче çыпăçуллă сăмах çаврăнăшĕсем, сăнарлă танлаштарусем çине-çинех тĕл пулаççĕ. Çыравçăсем хайлавсен композицине кирлĕ пек йĕркелеме, килĕшỹллĕ сюжетсем тума хăнăхаççĕ. Чăваш халăхĕн чĕрĕ чĕлхи - тĕп вырăнта. Халăх сăмахлăхĕпе те питĕ ăнăçлă усă кураççĕ. Кашни сăмаха пĕлсе, вырăнлă усă курнипе палăртнă шухăш-ĕмĕте тĕрĕс уçса пама тăрăшаççĕ.

Чăваш сăвви малтан пуçласах, халăх юррисен тытăмĕ пек ирĕк виçеллĕ те пĕр тан сыпăклă йĕркесем çинче никĕсленнĕ. Сăвăç сăмахпа пурăнать. Вăл кашни сăмаха, кашни сăмах çаврăнăшне пĕтĕм чунне парать. Сăмахсене виркĕслесе, вĕсене уçăмлă туса, çак сăмахсенчен хăйĕн шухăшĕсене янравлă сасăпа кăларса, сăвăç тăван халăхпа çыхăнать. Вăл халăхсăр пурăнаймасть. Тăван халăх тата унăн чĕрĕ чĕлхи пурăннă чух сăвăç та пурăнать.

ХХ ĕмĕр вĕçĕнче чăваш поэзинче пĕр тăван Яккупа Хĕветĕр Турхансем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсен сăввисенче çĕнĕ шухăш-туйăмсемпе сăнарсем тухса тăраççĕ. Хăйсен пултарулăхне интимлă тата гражданла лирикăра кăтартаççĕ, пейзажлă, философиллĕ туртăмлă сăвăсем, поэма, юптарусем çыраççĕ, вырăссен классикăлла поэзине куçарма тытăнаççĕ. А.С.Пушкин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май Якку Турхан вырăссен çак аслă поэчĕн "Романс", "Урхамах", "Çуркунне пуçланни", "Хĕллехи çул" тата ытти сăввисене куçарать, вĕсене чăн чăвашла янраттарать. Çавăн пекех вăл М.Ю. Лермонтовăн "Сивĕ тинĕс патĕнчи пĕр çара ту çинче", "Хыр" сăввисенче илемлĕх мелĕсемпе питĕ килĕшỹллĕ усă курать, халăха ăнланмалла чĕлхепе çырма тăрăшать. Вăл В.А.Жуковский, А.В.Кольцов, Н.А.Некрасов сăввисене те куçарать.

Вырăс классики пĕр тăван Турхансене оригиналлă сăвăсем çырма та хистет. Турхан Хĕветĕрĕ "Лермонтов вилĕмĕ" сăвăра вырăссен аслă поэтне тĕрĕслĕхшĕн кĕрешсе вилнĕ герой пек сăнласа кăтартать.

Нумай çăлтăр хушшинчен

Çутă çăлтăр ỹкнĕ пек,

Сасартăк этем хушшинчен

Поэт куçран çухалнă.

 

Савнă тусĕсен хушшинче

Пысăк айăп тунă пек,

Пĕтĕм вăрман хыçĕнче

Мĕскĕн пуçне усайнă.

 

Çивчĕ вут пек ăсĕпе

Вăл пурăннă вăхăтра

Айвансенĕн ĕçĕсене

Сăвă туса кăтартнă.

 

Вăл пурне те тỹррипе

Ирĕк паман вăхăтра.

Пĕррĕн-пĕррĕн тĕсесе,

Юрă сăввипе каланă.

 

Вара ăна çилленсе,

Пĕтĕм тавра курайман...

Пĕр тăван сăвăçсем пурнăçри тĕрĕсмарлăхсем, çын ирĕклĕхне пусмăр тĕнчи пусарса тăни çинчен çыраççĕ. Анчах та вĕсем çав социаллă танмарлăхăн сăлтавĕсене ăнлансах çитеймеççĕ-ха.

Турхансен сăввисенчи лирикăлла геройсем тỹрĕ кăмăллă та çепĕç туйăмлă. Çакăнта Турхан Яккăвĕн "Анне" сăввине тĕслĕх вырăнне илсе кăтартатпăр. Ăна сăвăç 1897-1898 çулсенче çырнă.

Куллен-кунах эп тĕлĕнсе

Аннем çинчен шухăшлатăп.

Çỹретĕп хам упаленсе,

Аннем сăнне эп куратăп.

 

Хăйĕн ырă куçĕсемпе

Йăл-йăл ман çине пăхатчĕ.

Чирпе-чĕрпе асаплансан,

Маншăн ыйхине тататчĕ.

 

Çĕрĕн-çĕрĕн, куç хупмасăр,

Маншăн куççулли тăкатчĕ;

Маншăн çапла хуйхăрнă чух

Чавса çине таянатчĕ.

 

Пит-куçĕпе салхуланса

Эпĕ чирлĕ, ыйха кайса,

Аннем ларнине кураттăм:

Аннем кайнă сарăхса.

 

Пичĕ-куçĕсем шурă тăм...

Аннем çине пăхсассăн,

Куççуль çумăр пек юхатчĕ:

Эпĕ куççуле кăтартас маршăн.

 

Ỹпне выртаттăм, йĕреттĕм.

Çапла асапсем иртсессĕн.

Чĕрĕлес кунăм çитетчĕ...

Шăнтакан хĕлле иртсессĕн,

 

Ăшăпа çĕр-шыв чĕрĕлет:

Манăн чир-чĕрсем иртсессĕн,

Аннен салхăвĕ пĕтетчĕ.

Ăна çутă сăн кĕретчĕ:

 

Тата кăмăллăн курăнатчĕ -

Ĕлĕкхинчен те ытларах

Мана юратса саватчĕ...

Эсĕ, манăн юратнă аннем,

 

Ĕмĕрех асран каяс çук.

Чĕкеç чĕппине савнă пек,

Эсĕ те пире саваттăн;

Пире чир-чĕр-мĕн лексессĕн,

Эсĕ хуйхăпа пĕтеттĕн...

Пирĕншĕн асап курнине

Нихçан та эпĕ манас çук.

Турхан Яккăвĕ кунта чăваш хĕрарăмĕн сăнарне асра юлмалла кăтартать, кирек кама та тарăн шухăша ярать.

Турхан Яккăвĕ (Яков Васильевич Васильев) 1874 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче хальхи Елчĕк районĕнчи Турханта çуралнă. Курнавăшри пуçламăш шкул хыççăн Хусанта учительсем хатĕрлекен семинарирен вĕренсе тухнă. Тĕрлĕ çĕрте учительте, чиркỹре ĕçленĕ. 1924 çултанпа Хусанта пурăннă.

Сăвăç литература ĕçне 1896 çулта тытăннă. Вăл чăваш поэзийĕнче пейзажпа философи лирикине пуçарса ярать, сăввисенче гражданла лирика тĕслĕхĕсем те самаях тĕл пулаççĕ. "Варуççи" поэмăра эпосла жанр уйрăмлăхĕсем палăраççĕ. "Ку поэма М.Ф.Федоровăн "Арçурийĕ" хыççăн сăвăлласа çырнă иккĕмĕш пысăк произведени, - палăртать А.В.Васильев-Васан литературовед. - Поэмăра автор мулпа çын шăпи пирки пуçласа ыйту хускатать. Тĕп герой, Варуççи, пуян хĕрĕ. Вăл ялти çамрăка Ванюка юратать, анчах Варуççин ашшĕпе амăшĕ ăна, чухăн ывăлĕ тесе, хĕрне качча памаççĕ. Ванюкăн урăх хĕре качча илме тивет. Анчах вăл мăшăрлă пурнăçпа нумай пурăнаймасть, чире кайса вилет. Варуççи вара, хăйĕн телейсĕр шăпипе килĕшмесĕр, шыва кайса сикет. "Сыв пулăр та пур пулăр, пуянлăхпа савăнăр," - тет вăл хăй вилес умĕн. Турхан Яккăвĕн хĕр-геройĕ çирĕп кăмăллă, уншăн савнă çынсăр çут тĕнче те хаклă мар. Поэма малтанах 1906 çулта "Хыпар" хаçатра пичетленнĕ.

Турхан Яккăвĕн пултарулăхĕ чăваш çырулăх поэзине малалла аталанма пулăшнă. Вăл пĕтĕм чунне парса чăваш халăхĕн пурнăçĕпе асаплă шăпи çинчен хĕрỹ шухăшлă хайлавсем çырнă.

Поэта 1935 çулта репрессилесе пуç янă. Вăл 1938 çулта, тĕрмерен тухнă хыççăн, паллă мар сăлтавсемпе Архангельск облаçĕнче вилнĕ.

Геннадий Юмарт, пĕр тăван Турхансен пурнăçĕн çулĕсемпе пултарулăхне нумай çул хушши тĕпченĕ паллă поэт тата литературовед "Сăвăç ячĕ чăваш литературин классикĕсен ретĕнче тăнине" палăртать.

Сăвăç чăваш чĕлхин ырă малашлăхĕшĕн тăрăшнă, чĕлхене хисепе хуманнишĕн чунтан тарăхнă. Çакă "Каçхи чан сасси" сăвăра яр-уççăн палăрать.

Пĕтĕм тĕнче халăхĕ

Хăйĕн юррине хăй юрлать,

Хăй чĕлхине çухатмасть,

Авалхи сăвва пăрахмасть,

Хăй ăруне çухатмасть,

Хăй чĕлхинчен вăтанмасть...

 

Мĕн пур этем çĕр çинче,

Хăй чĕлхипе савăнать...

Чăваш хирне тухсассăн,

Суха тунине курсассăн,

Чăваш юрри вырăнне

Вырăс юррине илтетĕп -

Чунпа савăнас вырăнне

Чунпа хурланса йĕретĕп...

Чăваш чĕлхи пĕтсессĕн

Мĕн ырлăх пулĕ чăваша?

Хăюллă ỹкерчĕксем тунă сăвăç. Тавра курăмĕ те анлă, юрра халăх чунĕ вырăнне хурать.

Турхан Яккăвĕн шăллĕ Хĕветĕр те çĕр çине сăвăç пулса килнĕ. Çураласса вара вăл 1876 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче Турхантах çуралнă. Кỹршĕ ялта - Курнавăшра пуçламăш пĕлỹ илнĕ. Малалла вĕренмен. Ялтах пурăннă. Сăввисене 1897-1905 çулсенче çырнă. Унăн çав тапхăрта хайланă 32 сăвă упранса юлнă. "Юмăç" сăвви 1903 çулта "Çулталăк кĕнекинче" çапăнса тухнă. Унăн пултарулăхĕ чăваш литература историйĕнче паллă вырăн йышăнать. Поэт сăввисенчи йĕркесем Н.И.Ашмаринăн 17 томлă "Чăваш сăмахĕсен кĕнекине" кĕнĕ. Хĕветĕр Турхан сăвă çырас ăсталăха чăваш юррисенчен те вĕренсе пынă. Унăн сăввисен виçи, сăмах пуянлăхĕпе тирпейлĕхĕ тата кĕвĕлĕхĕ чăваш фольклорĕпе тачă çыхăннă. Ытарлă сăмахсемпе усă курать, философилле пĕтĕмлетỹсем тăвать. Тĕслĕхрен, 1898 çулта çырнă "Çеçен хирте лăс хурăн..." сăвва илер-ха:

Аслă çеçен хирте пĕр лăс хурăн,

Лăс хурăнăн çулçисем сип-симĕс;

Лăс хурăнăн вырăнĕ сăртрах вырăнĕ,

Çулçи çилпе силленмен кун иртмест.

 

Лăс хурăнăн хуппи ытла шурă,

Аякранах юр тĕслĕ курăнать;

Лăс хурăн ăшĕнче куллен юрă,

Унта шăпчăк хурланса пурăнать.

 

Илемлĕ сассипе куллен шăпчăк

Мĕншĕн хирте пĕчченех юрлать-ши?

Хурăн çинче пĕр-пĕччен шăпчăк

Мĕнпе чунне йăпатса пурăнать-ши?

 

Шăпчăк мĕн шухăшпа пурăннине

Эпĕ юррине итлесе сисĕттĕм,

Шăпчăкăн шухăшĕ хурлăхлине,

Сиссен, эпĕ ĕсĕклесе йĕрĕттĕм.

 

Анчах хурăн çинчен ун юррине

Хире тухса пăхмасан илтме çук,

Шăпчăк мĕн шухăшпа юрланине

Шăпчăк пек пулмасан сисме çук.

Нумайрах сыпăклă сăвăсем Хĕветĕр Турхана кĕвĕлĕхе сумлăрах тума май параççĕ. Унăн "Виçĕ çерçи" сăввине эпир юптару тесе йышăнтăмăр. Ытла çăмăллăн вуланать, сăмахĕсем пĕр-пĕрипе çыхăнса, юхса пыраççĕ тейĕн:

... Кăвакарчăн чысласа

Çерçие хăнана чĕннĕ тет;

Çерçисем, илтсен савăнса,

Виççĕшĕ те ĕçме пынă тет.

 

Ĕçсен-ĕçсен çерçисем

Ỹсĕр енне кайнă тет,

Ỹсĕрпе вĕçкĕн ăссем

Вăрçма-çапăçма хатĕр тет.

 

Çакă асăннă çерçисем

Урама çỹреме тухнă тет,

Вĕсене хирĕç тăманасем

Таçтан тĕлех пулнă-мĕн...

Çапла, Турхан Хĕветĕрĕн кашни сăвви хăйне евĕрлĕ кĕвĕллĕ. Шел, унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Раççейре тĕн йĕркипе пурăнакан çĕр-çĕр священник шутĕнче вăл та 1931 çулта репрессие лекет 1932 çулта Улатăр вăрманĕнче йывăç айне пулса вилет.

Çакна палăртмалла, Яккупа Хĕветĕр Турхансен пултарулăхĕ чăваш литератури XIX ĕмĕр вĕçĕнче çирĕппĕнех аталану çулĕ çине тăнине кăтартса парать.

ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш поэзийĕ вăй илсе, çĕнĕрен те çĕнĕ жанрсемпе пуянланса пырать, сăвăçсен йышне çĕнĕ авторсем хутшăнаççĕ. 1902-1904 çулсенче П.И.Орлов, С.К.Кириллов, Т.К.Кириллов, кăшт каярах Энтри Турхан, Тайăр Тимкки, К.В.Иванов, Н.В.Шупуççынни, Тăваньялсем Сергей, Ваççа Аниççи çырма пуçлаççĕ. Паллах, вĕсен тĕнче курăмĕ те, социаллă пурнăçа хакласси те пĕр виçере мар.

1906 çулхи январьте Хусанта чăвашсен "Хыпар" хаçачĕ тухма тытăнать. Вăл халăх ăс-тăнне вăратать, унăн ăнланулăхне ỹстерет, Раççейри ĕç çыннисен пурнăçĕ çинчен хыпарлать, халăх пурнăçĕ йывăрланни мĕнрен килнине систерсе çырать. Çав хушăрах хаçат халăх нуши çинчен шухăшлакан корреспондентсен йышне ỹстерет. 1905-1907 çулсенче К.В.Иванов "Вăранăр, тапранăр!", "Выçă аптранисем", Энтри Турхан "Париж коммунарĕсене", "Вăран, хура халăх" сăвăсем çыраççĕ.

Çăмăл сăмахсемпе, çăмăл чĕлхепе çырать пĕр тăван Турхансенчен кĕçĕнни - Энтри Турхан. Акă, мĕнлерех янăрать унăн "Вăран, хура халăх!" сăвви:

Пурнăçра пулать тем те пĕр

Тĕлĕнсе пĕтерейми,

Çавăнпа та халь этем-тĕр

Пулчĕ нимĕн тĕлĕнми.

 

Сывлăшра çынсем вĕçеççĕ,

Шыв айĕпе çỹреç вĕсем.

Чирсене те халь çĕнеççĕ

Пирĕн паттăр тухтăрсем.

 

Тĕлĕнсе те пĕтереймĕн,

Пĕтереймĕн ăмсанса

Ерипен вара этемĕн

Çитерен вăйне туйса.

 

Этем вăйĕ вăл хăватлă,

Хура халăх пĕрлешсен,

Çапса сирпĕтĕ мăнаçлăн

Патшана керменĕнчен.

 

Хуçасем, улпут таврашĕ,

Сехĕрлентĕр вăл вăйран!

Барикадăсем ỹсеççĕ,

Хура халăх, тăр, вăран!

 

Патшан керменĕ юнпа тулĕ,

Ирĕклĕх, пар, аллуна.

Юмахри пек пурнăç пулĕ,

Аркатар-ха тăшмана.

 

Юмахри телей çĕр-шывĕ

Тухса тăрĕ куç умне.

Юмаха чăн тăвассишĕн

Шеллер мар пурнăçсене.

 

Патшан пăнтăхнă, кивĕ çарĕ

Ним йĕркисĕр арканать.

Чĕтрĕр, пĕтрĕ сирĕн влаçăр,

Çĕнĕ пурнăç пуçланать.

Хăюллă сăвă! Хăйĕн шухăш-тĕллевне ăнăçлă аталантарса пырать сăвăç. Пăлхавлă шухăшлав яр-уççăн палăрать. Сăвă пуçламăшĕнче семинарире вĕренекен каччă хăйĕн анлă тавра курăмне кăтартать, темрен те тĕлĕнет. Сăвă варринче вара пĕтĕмлетỹ тăвать: тĕлĕнсе пĕтерме май çук, этем ăс-пуçĕ, вăйĕ хăватлă тет. Хура халăх пĕрлешсен, патшана та керменĕнчен сирпĕтсе антарасси пĕртте тĕлĕнмелле мар тет.

Андрей Васильевич Турхан 1888 çулхи августăн 20-мĕшĕнче Турханта вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Пиччĕшĕ пекех Курнавăшри пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă. Елчĕкри икĕ класлă шкул хыççăн 1904 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарие кайса кĕрет. Семинарире вĕреннĕ чухне вăл литература каçалăкĕ умне тăрать, тĕнче классикĕсене нумай вулать, театра çỹрет, халăх юррисене пухать. 1905 çулта революционерсен вăрттăн кружокне лекет, университет студенчĕсемпе пĕрле хулари демонстрацисене хутшăнать. Полицейскисем ăна фотоаппаратпа ỹкерсе илеççĕ, йĕрлеме пуçлаççĕ. Семинари директорĕ Н.А.Бобровников çамрăк сăвăçа лашапа чукун çул вокзалне вăрттăн ăсатса ярать. Энтри пĕр хушă тăван ялта Якку пиччĕшĕ патĕнче пурăнать. Халăх юррисемпе кăсăкланать, сăвăсем çырать. 1905-1906 çулсенче Мольерăн "Хытă" комедине, Е.Боголюбовăн "Спартак" историллĕ очеркне, вырăс халăх юррисене куçарать.

1911 çулта çырнă "Тусăма" сăввине ăша илсе пăхăр-ха:

Тусăм, сана ачаран юратса,

Саншăн кăна тĕнчере ỹсрĕм эп.

Пур ĕçĕмре сана çеç ас туса,

Сан кăмăлна килмелле турăм эп.

 

Саншăн кăна вĕренме тăрăшса,

Сан пирки çеç юрлакан пултăм эп.

Юррăмсенче чи малтан савăнса,

Чунăм савни çинчен çеç çыртăм эп.

 

Пур кунсенче, каç пулсан, çĕрĕпе

Куç умĕнче сан сăнна куртăм эп.

Çут тĕнчере пур тĕлте пĕтĕмпе

Сан сассуна савăнса илтрĕм эп.

 

Пĕтĕм чуна йăлт санпа тултарса,

Пăшăрханса сан патна пытăм эп.

Сан умăнта пуçăма лаш тайса,

Ним калама аптраса тăтăм эп.

 

Ĕмĕр пĕрле пурăнма асăнса,

Никам татайми чăн сăмах патăм эп.

Сан тутуна вăтанса чуп туса,

Сан аллуна чĕреме патăм эп.

 

Тусăм, ăçта хутăн-ши чĕреме?

Мĕншĕн ăна çĕмĕрсе ватрăн эс?

Мĕншĕн телейсĕр тума ĕмĕре

Макăрмалла, хăрамалла турăн эс?

 

Эх, авалхи кунсене ас тусам,

Тусăм, кăштах хĕрхенсем эс мана.

Çывăрнă чух тĕлĕкре çеç курса

Чуп туса ил авалхи чăн тусна.

 

Ваннă чĕрем вырăнне тавăрса

Ху чĕрỹнтен кăшт кăна татса пар,

Ĕмĕр сана çеç тĕлленнĕ çынна

Тĕлĕксенче те пулсан салам яр.

1913-1916 çулсенче Энтри Турхан Казахстанра Семипалатинск тăрăхĕнче пурăнать. Часах хамăр енне таврăнать. 1917 çулта Хусанта тин çеç çĕнĕрен тухма пуçланă "Хыпар" хаçатра унăн чăваш халăхĕн авалхи историйĕ çинчен çырнă очеркĕ пичетленет. Ку очеркра вăл Н.И.Ашмаринăн чăваш халăхĕ пуçланса кайни çинчен калакан теорине тĕпе хурать. "Энтри Турхан чăваш историне идеализацилесерех кăтартать пулин те, очерк халăхăн наци туйăмне вăратма пулăшать", - кĕскен хак парать ăна А.В.Васильев-Васан литературовед (Революцичченхи чăваш литератури, II том, 20 с.)

1917-1918 çулсенче Энтри Турхан çине тăрсах революци юррисене ("Интернационал", "Варшавянка" т. ыт.те) чăвашла куçарать, "Тĕп сакай" пьеса çырать. 1926 çулта вăл Польша писателĕн К.Тетмайерĕн "Хресчен ирĕклĕхĕшĕн" калавне чăвашла куçарса кĕнеке кăларать. 1920 çулсен пуçламăшĕнче тата варринче Энтри Турхан Мускаври ют çĕр-шыв чĕлхисен институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Шкулсенче ĕçлет, 1930 çулсенче Патăрьелти педагогика техникумĕнче вăй хурать, 1938-1957 çулсенче Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта нимĕç чĕлхи вĕрентет. Вăл 1972 çулхи майăн 25-мĕшĕнче Патăрьелте вилнĕ.

Энтри Турхан çамрăк чухне нумай çул çỹренĕ, нумай çĕрте пулма ĕлкĕрнĕ. Çавна май унăн 1913 çулта çырнă "Ютри пурнăç" сăввипе те паллаштарас терĕмĕр.

Ютра пурăнса, ют çынсен çуртĕнче

Тăван халăха асăнса макăрап.

Чĕрем çуннипе ют хула хушшинче

Чăваш халăхне юратса ыр сунап.

 

Вĕри чĕремпе çамрăкран чăваша

Чунтан юратса хуйхăрса пурăнтăм.

Чăваш халăхне çутатас шухăша

Ютсен куçĕнчен пытарма тăрăшрăм.

Хаклă вулакан, эпир Сире Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ хĕрỹ чĕреллĕ сăвăçсен - виçĕ пĕр тăван Турхансен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе кĕскен паллаштартăмăр. Шел, вĕсен ячĕсем çултан çул манăçа тухса пыраççĕ. Паян районта пурăнакансенчен нумайăшĕ вĕсен ятне-шывне пĕлмест те ĕнтĕ. Вĕсене асăнса кунта музей та çук, вĕсем вĕреннĕ республикипе чапа тухнă хальхи Курнавăшри вăтам шкулта та пĕр тăван Турхансем çинчен каласа паракан материалсем çукпа пĕрех.

Кăçалхи çурла уйăхĕнче Энтри Турхан çуралнăранпа 125 çул çитет. Çак паллă кун тĕлне, тен, Çĕнĕ Пăвари шкул çурчĕн стени çинче "Çак шкулта 1938-1957 çулсенче чăваш халăхĕн çыруллă поэзине пуçарса яраканĕсенчен пĕри - Энтри Турхан учитель-сăвăç ĕçленĕ" тесе Асăну хăми уçмалла! Турхансем - Елчĕк районĕн чапĕпе мухтавĕ. Çакăн пирки район ертỹçисен, халăх депутачĕсен, Чăваш Республикинчи профессионал Писательсен союзĕн правленийĕн тимлĕн шухăшласа пăхмаллах пулĕ. Пĕр тăван Турхансен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çитĕнекен çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăрĕ.

Нумаях пулмасть Хусантан ырă хыпар килсе çитрĕ. Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Тутарстанра чăваш писателĕсен союзне йĕркеленĕ. Союз 29 çыравçăна пĕрлештерсе тăрать. Тăхăр çынран правлени суйланă. Чăваш çыравçисен союзĕн председателĕ пулма Николай Сорокина, яваплă секретарьне Евгений Турхана суйланă. Евгений - Андрей Васильевич Турханăн кĕçĕн ывăлĕ, калем ăсти. Вăл роман, повеçсемпе поэмăсем, нумай сăвă-калав пичетлеме ĕлкĕрнĕ. Нумай çул Хусанти "Сувар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ пулнă. Евгений Андреевич Турхансен йăли-йĕркине çирĕп тытса пырать.

Герман ЖЕЛТУХИН, Петр СИДОРОВ-ЛАШТАЙ - Чăваш Республикинчи журналистсем, Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕсем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика