17 апреля 2013 г.
Вырaскассинче çуралса ÿснe Ф.Медведев çар ретне 1930-мeш çулсенче тaнa. Çамрaкранах çÿллe те тeреклe пулнипе палaрнa вaл. Шaпа aна республикaри 200 çамрaкпа пeрле Белоруссинчи çар округне илсе çитернe.
Çирeп сывлaхлa та тавçaруллa чaваш йeкeтне кунта т?рех асaрханa, полк шкулне вeренме янa. 6 уйaх çар eçне вeренсе аякка перекен 250 миллиметрлa тупa командирe пулма хaнaхнa Елчeк каччи. Унтан çамрaка артиллери полкeнче взвод командирeн пулaшуçи пулма шанаççe.
1939 çулта, авaн уйaхeн 1-мeшeнче фашистсем Польша çине тапaнса кeрсен, çeр-шывра кeске вaхaтрах офицер кадрeсем хатeрлес eçе пуçарнa. Вeсен йышне Ф.Медведева та илнe. Офицерсем хатeрлекен курсра виçe уйaх вeренсен артиллерин кeçeн лейтенантне 1940 çулхи раштав уйaхeнче запаса яраççe.
Вaрça пуçлансанах Вырaскасси çамрaкне çар ретне илеççe. Çурçeр-хeвеланaç фронтeнче артиллери подразделенийeн боепитани взвочeн командирe пулма çирeплетеççe, каярах 57 миллиметрлa тупaсен батарейинче огневой взвод командирe пулма шанаççe.
1943 çулхи авaн уйaхeнче 525-мeш стрелковaй полкри артиллери батарейин взвочeн командирe Ф.Медведев йывaр аманать, "Паттaрлaхшaн" медале тивeçет. Сывалсан каллех вaрça хирне таврaнать. Тaшмана çeр-шывран хaваласа Берлина çитет Федор Осипович. Рейхстага илме хутшaнса унaн стенисем çине хaйeн хушамачeпе ятне çырса хaварать.
Аттелeхeн Аслa вaрçи вeçленсен Ф. Медведева Совет Çарне юлма ыйтнa. Офицер 1947 çулччен Германире службaра тaнa. Хeрлe Çaлтaр, 2 степень Отечественнaй вaрça орденeсене, "Варшавaна ирeке кaларнaшaн", "Берлина илнeшeн" медальсене юнeпе тата тарeпе, пысaк паттaрлaхeпе çeнсе илнe вaл.
Вaрçaран таврaнсан "Путь Ленина" хуçалaха ертсе пырать пултаруллa çамрaк. Çамрaк aру çитeнсен ерт?çe тилхепине вeсене сeнет, хуçалaхри ытти eçсенче вaй хурать. Мирлe вaхaтра та сахал мар наградaна тивeçет: Чaваш АССР Аслa Совечeн, КПСС Чaваш обкомeн Хисеп Грамотисене тата ытти те. Халaх хушшинче ырa та сaпайлa пулнипе палaрса тaнa вaл. Вaрça ветеранe тинех пирeнпе юнашар çук eнтe, анчах та унaн ырa ячe халaх асeнче.
Источник: "Елчĕк Ен"