|
Манăн кукамай, Лидия Сергеевна Арланова (хĕр чухнехи хушамачĕ - Ларионова), вĕреннĕ çынсене питĕ хисепленĕ. Çавăнпах пулĕ Çĕнĕ Пăва шкулне ĕçлеме килнĕ çамрăк учительницăна, Мария Федоровна Федоровăна, хваттере янă. Вăл сăпкари пĕчĕк пепкене (манăн аннене) питĕ юратнă. Кукамай каласа панă тăрăх, хваттерте пурăнакан хĕр ăна нумай пулăшнă. Тетрадь тĕрĕсленĕ чухне те урипе сăпка кантринчен çаклатса ача сиктернĕ. Çĕр-шывра хаяр вăрçă кĕрленĕ. Каярахпа Мария Федоровна вăрçăран аманса таврăннă Василий Еремеевич Арланова, кукамайăн пиччĕшне, качча тухнă. "Эпĕ вĕреннĕ чухне выçлăх çулĕччĕ. Шкула хутма килтен улăм е вутă илсе каяттăмăр. Анне хĕрсене мар, ывăлсене вĕрентсе кăларма шутларĕ", - тенĕ кукамай. Унăн икĕ шăллĕ, Василипе Варсонофий Сергеевич Ларионовсем мĕн пенсие тухичченех учительте ĕçленĕ. Василий Еремеевичпа Мария Федоровна Арлановсен тăватă ачинчен пĕри вĕрентекен профессине суйласа илнĕ. Оля аппа амăшĕ пекех малтанах тăван шкулĕнче математика вĕрентнĕ. Вăл пĕрле вĕреннĕ Владимир Юрьевич Егорова качча тухнă. Халĕ çемйипех Канашра пурăнаççĕ. Олимпия Васильевна Канаш хулин 1-мĕш номерлĕ шкулĕнче ĕçлет. Кукамайăн Евдокия аппăшĕн хĕрĕ - Екатерина Арсентьевна Филатова (Уфукова) Шупашкарти педагогика институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра та, каникулсенче те Аслă Шăхаль ялне тăтăшах килсе çỹренĕ. Унăн сăпайлăхĕ, тавра курăмĕ, пĕлĕвĕ вăл вăхăтра такама та тыткăнланă. Анне чăваш тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен профессине суйласа илесси те хăйĕн юратнă аппăшĕ пек пулма ĕмĕтленнинчен килнĕ. Анне, Дария Даниловна, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен 1966 çулта вĕренсе тухнă. Чăваш чĕлхипе литература, вырăс чĕлхипе литература учителĕн специальноçĕсене алла илнĕскер, малтанах Çуткỹл шкулĕнче ĕçленĕ. Унтан Курнавăшри 8 çул вĕренмелли шкулта директорта тăрăшнă. Мĕн пенсие тухиччен ачасене тарăн пĕлỹ парас тесе вăй-халĕпе ăсталăхне шеллемен педагог. Анне пирĕн класс руководителĕччĕ. Эпир ирхине ăна ура çине тăрса кĕтсе илеттĕмĕр. Вăл çапла тума хушнипе мар, ăна чăтăмсăррăн кĕтнипе. Шкулта вăл чи малтан юратнă вĕрентекен, унтан анне пулнă. Пурте хисеплетчĕç ăна. Аннен куккăшĕн ывăлĕсем те пурнăçĕсене учитель профессипе çыхăнтарнă. Атте енчи йăх-несĕл йĕрĕпе пырсассăн та Курнавăш ялĕнчи Смирновсен тымарĕ тарăн, вĕреннĕ çынсемпе пуян. Вĕсем хушшинче учительте ĕçлесе ял çинче ырă ят çĕнсе илнисем йышлă. Атте, Анатолий Аврамович Смирнов, Çĕнĕ Пăва шкулĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ. Совет Çарĕнчен таврăнсан ăна ялти сакăр çул вĕренмелли шкула физкультура учителĕ пулса ĕçлеме илнĕ. Çакăнтан пуçланнă та вĕрентекенĕн ĕç стажĕ. 1963 çулта вăл куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологи факультетне вĕренме кĕнĕ. 1969 çулта вĕренсе тухнă хыççăн биологи учителĕ пулса тăрăшнă. 1970-1978 çулсенче директорта ĕçленĕ чухне вăл шкул пурнăçĕнче асра юлмалли пысăк ĕçсем сахал мар пурнăçланă. Унтан пĕр вăхăт Çĕнĕ Шупашкарти профтехучилищĕре истори преподавателĕ пулса тăрăшнă. 1979 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Çĕнĕ Пăва шкулĕнче ачасене биологи вĕрентнĕ. Пенсионер ятне илтсен те тăватă çул юратнă ачасем патне васкарĕ. Эпир унпа пĕрлех ĕçлерĕмĕр. Вăл мана, тин çеç учитель дипломне илнĕскере, нумай пулăшса, вĕрентсе пычĕ. Йăмăк та, Алиса Анатольевна, атте пекех биолог специальноçне алла илсе Курнавăшри шкулта ĕçлет. Унăн мăшăрĕ, Иван Васильевич, физкультура учителĕ. Аттепе пĕр вăхăтрах унăн тăватă сыпăкри пиччĕшĕ Илья Васильевичпа унăн мăшăрĕ Серафима Артемьевна, вĕсен ывăлĕ Петр Ильич, ĕçлерĕç. Маларах, Аттелĕхĕн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче, Илья Васильевичăн ашшĕ, Василий Михайлович Смирнов, военрук пулса тăрăшнă. Аттен икĕ, виçĕ, тăватă сыпăкри тăванĕсем йышлăн ĕçленĕ тата ĕçлеççĕ вĕренỹ системинче. Хамăн ĕçри стаж та çулран-çул хушăнса пырать. Çирĕм çул ытла ачасене пĕлỹ паратăп. Учитель йăхĕнчен пулни мана тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать, çунат хушать. |